Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр суранĕ - пирĕн суран

27 мая 2006 г.

о Экологи

Çĕр суранĕ - пирĕн суран

Çулталăкĕпех ем-ешĕл тумлă хырлăхпа чăрăшлăха пырса кĕретĕн е хĕл сиввинче тунсăхлăн тĕлĕрекен çăкалăха пăхса киленетĕн - йĕри-тавра куç тулли илемлĕх, ытарайми пуянлăх. Кăмăл çĕкленет вăрманта. Çавăнпа эпĕ унта час-часах пулма тăрăшатăп. Акă, Вăрмар поселокĕнчен виçĕ çухрăмра 28 гектар ем-ешĕл çамрăк хыр вăрманĕ сарăлса выртать. Ун çумĕнче Ара шывĕ авкаланса юхать.

Ара шывĕн юпписем халиччен Мичурин ячĕллĕ колхозăн уй-хирĕнчен пулăхлă тăпрана çулсерен тонни-тоннипе юхтарса кайнă. Çырма пуçĕсемпе çыранĕсене ыраш та, люцерна та акса пăхнă. Анчах усси çав-çавах пĕчĕк пулнă. "Тата мĕн акмалла?" - пуçа ватнă ун чухне совхоз правленийĕн членĕсем.

Ку ыйтăва татса пама хуçалăхра ятарласа лару ирттернĕ. Эçпепе ялĕнчи чи ватă та ăслă çынсенчен пĕри - Танюк пичче тенкел çинчен тăнă та сăмах илнĕ. "Ман шутпа, ачасем, тăмлă та хăйăрлă вырăна чăрăшсемпе пихтăсем лартсан аван пулмалла. Вĕсем вăй илсен хăвăрт ỹсеççĕ, çырма пуçĕсемпе хĕррисене текех ишĕлме памĕç, тавралăх та илемленĕ", - тенĕ вăл.

Ĕçе йĕркелеме правлени членĕсем Танюк пичченех хушнă. Вăл Энĕшпуç лесничествинчен темиçе пин çамрăк хунав кỹрсе килнĕ. Техники те килсе çитнĕ. Пуçланнă вара хĕрỹ ĕç.

Вăрман умри сĕтел пекех. Мĕн чухлĕ вăй хуратăн, хăй çимĕçне çавăн чухлĕ е ытларах та тавăрса парать. Анчах шел, йывăçсем ỹссе çитĕнсе вăрман пулнине курма тỹр килмерĕ Танюк пиччене. Ватăлса сывлăхĕ хавшанипе вăл темиçе çул каяллах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Эрозипе кĕрешес тĕллевпе районти хуçалăхсем чылай çĕрте тайлăм вырăнсене урлă май сухалаççĕ, çырма хĕррисене йывăçсем лартаççĕ. Акă, Шăхальти вăтам шкул ачисем кашни çулах çуркунне çырма хĕррисене пиншер тĕп йывăç лартаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем ытти шкулсенче те çук мар. Анчах çакна та каламалла: чылай çĕрте çырмасен çулне пỹлсе валсем, шыв сиккисем турăмăр, йывăçсем нумай лартрăмăр тесе отчетсем тăратаççĕ. Шел пулин те, çак ĕçсем ытларах хут çинче çеç пулса пынă пек туйăнать. Мĕншĕн тесен, çирĕм, вăтăр çул хушшинче лартнă йывăçсем пурте чĕрĕлнĕ пулсан, пирĕн тăрăх тахçанах вăрманпа витĕнмелле. Чылай çĕрте хунавсене выльăхсем çисе пĕтереççĕ, çитĕннĕ йывăçсене мунча е вите тума касса каяççĕ. Виçĕмçул, акă, Ара çырми хĕрринче районăн Акатуйĕ пулчĕ. Пушă вăхăт тупсах вăтăр çул каялла лартнă вăрмана пăхса çỹрерĕм. Пăхса çỹрерĕм те тĕлĕнтĕм. Кунти хырсемпе пихтăсене вырăнĕ-вырăнĕпе вуншар тĕп касса кайнă, тураттисене урлă-пирлĕ пăрахса хăварнă. Кун пек тĕслĕхсене Çĕнĕ Вĕренер вăрман тăрăхĕнче те курма пулать. Кунта пĕве çывăхĕнчи тунисем витре хулăнăш ỹснĕ хурăнсене темиçе тĕп касса йăвантарнă. Милĕкне киле илсе кайнă, пĕренисене пăрахса хăварнă.

Этем тата çут çанталăк - уйрăлми çирĕп сыпăксем. Унăн ячĕ - пурнăç. Вĕсен кăмăлĕ мĕнле пуласси пĕр-пĕринпе тỹрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та çынсен экологи культурине ỹстересси çинчен самантлăха та манмалла мар.

Г. ЧЕРНОВ.
Вăрмар поселокĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика