Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур енĕпе те пултаруллă

20 мая 2006 г.

Пур енĕпе те пултаруллă

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ĕç коллективĕсем районти халăха концертсемпе савăнтараççĕ. Художествăлла пултарулăх коллективĕсен зонăри фестивалĕнче пушарниксем те хутшăнчĕç. Ку хутĕнче вăл пирĕн районта иртрĕ. Унта Çĕрпỹ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Красноармейски тата пирĕн районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен художествăлла пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Фестиваль Раççейре пушара хирĕç кĕрешекенсен уявĕпе те çыхăннă. Концерта пушар хуралĕнче вăй хуракансен ачисем те активлă хутшăнчĕç. В.Константиновăн ывăлĕ - Алеша чăн-чăн пушарник пекех тумланса сăвă каларĕ. Н.Алексеевăн хĕрĕ - Наталия тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пушарниксем ĕçре те хастар, юрă-ташăра та пултаруллă. Ытти районсем хушшинче пирĕн район команди чи пултарулли пулнине палăртрĕç жюри членĕсем.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика