Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культурăсăр аталану çук

20 мая 2006 г.

о Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса

Культурăсăр аталану çук

2006 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа культура учрежденийĕсене тытса тăрасси пĕтĕмпех хула-ял тăрăхĕсене куçнă. Çакăн пек улшăнусем пулсан та библиотекăсен, музейсен, культура çурчĕсен шучĕ районта чакман. Малтанхи пекех библиотекăсем - 27, музей тата унăн икĕ филиалĕ, клубсем - 44. Искусство шкулĕ, унăн филиалĕсемпе райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн никĕсĕ çине куçнă.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе палăртнă. Культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçлассипе план туса хатĕрленĕ.

Н.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Эпĕ шанатăп, эпир çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕнче культурăна упраса тата сыхласа хăварас енĕпе çĕкленĕ темăна çитес çул патшалăх муниципалитет тата обществăлла хăш-пĕр проектсенче малалла аталантарăпăр. Культура ăнлав анлă - калаçу тата тыткаларăш культури, пирĕн бизнес кăларакан тавар пахалăхĕн культури, йăла культури тата апат çинĕ чухнехи культура, сывлăх сыхлавĕн тата тăван тавралăх культури, пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă", - тесе палăртнă Н.Федоров. Президентăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ ЧР культура аталанăвĕнче приоритетлă юхăмсенчен пĕри шутланать. Çавна май районта тĕслĕх библиотекăсем уçасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Акă кăçал Тикаш, Шăплат, Арапуç, Вăрмарти ача-пăча библиотекисене тĕслĕх библиотекăсем тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Районта культурăллă мероприятисем тăтăшах иртеççĕ.

"Республикăри Чăваш Ен культури 2006-2010 çулсенче" тĕллевлĕ программăна пурнăçласа I-мĕш кварталта районти художествăлла пултарулăх коллективĕсем зонăри фестивале хутшăннă. В.Быков ертсе пыракан коллектив вара республикăра иртнĕ "Хавхаланса юрлать чĕре" фестивальте I степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ.

ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Е.Сергеева ача-пăча театрĕн коллективне йĕркелесе янă. Хăй те ача-пăча валли "Дети военных лет" пьеса çырса сцена çинче лартнă.

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалласа художествăлла пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ иртнĕ. Çакна палăртма кăмăллă: ял тăрăхĕсен пур культура учрежденийĕсем те активлă хутшăнчĕç. Вĕсенчен - Арапуç, Кĕтеснер, Энтрияль, Пинер коллективĕсем лайăххисен шутĕнче.

Ача-пăчасем валли тĕрлĕ мероприятисем, конкурссем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Хула-ял тăрăхĕсен культура çурчĕсенче вĕсем тăтăшах пулаççĕ. Районти Культурăпа кану центрĕ нумаях пулмасть кĕçĕн классемпе "Маленькая Фея" театрализациленĕ конкурс ирттерчĕ. Ăна хула тăрăхĕн Культурăпа кану центрĕн культура программисен дирекцийĕн директорĕ Т.Пичкова йĕркеленĕ.

Районти тĕп библиотека халăха кирлĕ кĕнекесемпе вăхăтра тивĕçтерессипе, пулăшу ĕçĕсене пахалăхлă тăвассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Кăçал вулакансене пурĕ 138834 кĕнеке панă, 61891 çын библиотекăна килнĕ.

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне, тĕн уявĕсене халалласа "Рождество" видеофильм, "Раз в Крещенский вечерок" информаци сехечĕ иртнĕ. Çавăн пекех хула ял тăрăхĕсен библиотекисенче "Спешите прочитать", "Мы и наши права", "Всем хорошим во мне я обязан книгам" куравсем йĕркеленĕ. Хуруйĕнчи библиотекăра "Подари книгу библиотеке" акци, Арапуçĕнчи библиотекăра "Супер читатель года-2005" вулакансен уявĕ пулнă. Библиотека юхăмĕнче тавра пĕлỹ ĕçĕ тĕп вырăн йышăнать. Чăвашсен паллă поэтессине Р.Сарпие, Чăваш халăх поэтне Ю.Сементере, "Хыпар" хаçат 100 çул тултарнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ.

Культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парасси. Çавна май Арапуç ялĕнчи библиотекăра "Светлое солнце Руси" турнир, Чулкасра "О поколениях судят по героям" паттăрлăх урокĕ тата ытти те иртнĕ. Районти ача-пăча библиотекинче "Дарю книгу" ыркăмăллăх акци пырать. Унăн тĕллевĕ - библиотека фондне кĕнекесемпе пуянлатасси.

Хальхи вăхăтра районти краеведени музейне тĕпрен юсамалла. Музей ĕçченĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр залсем уçаççĕ, çĕнĕ экспозицисем йĕркелеççĕ. Тăватă модельлĕ библиотекăра телефон çукки те пысăк чăрмав кỹрет. Çавна май вĕсем модельлĕ библиотекăн функцине çителĕклĕ шайра пурнăçлаймаççĕ, 2006-2007 çулсенче районти çĕнĕ модельлĕ библиотекăсем уçассипе те ĕçлеме палăртнă.

Ю. МАКСИМОВ,
райадминистрацин социаллă
аталану пайĕн культура енĕпе
ĕçлекен тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика