Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Светлана Захарова парнисемшĕн

13 мая 2006 г.

о Аслă Çĕнтерĕве халалласа

Светлана Захарова парнисемшĕн

Аслă Çĕнтерỹ - 61, Раççей Пушар служби 357 çул çитнине халалласа район центрĕнчи стадионта хамăр ентешĕн, Атайкассинче çуралса ỹснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн С.Захарован призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен çурхи кросĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна пиллĕкмĕш хут йĕркелерĕç. Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех спортсменсемшĕн пулчĕ. Район, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчен, предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен, шкулсенчен 600 яхăн çын хутшăнчĕç.

Спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Пухăннисене район пуçлăхĕ В.Кириллов саламлать.

"Сире Аслă Çĕнтерỹ 61 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп. Спортра çитĕнỹсем тума ăнăçусем сунатăп", - терĕ Вячеслав Николаевич.

Ăмăрту ялавне çĕклеççĕ, Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать.

Унтан хамăр ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн Президенчĕ, "Чăвашметалл" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Л.Григорьев сăмах илет.

"Аслă Çĕнтерỹ - 61, Раççей Пушар служби 357 çул тултарнă ятпа спортсменсене хĕрỹллĕн саламлатăп. Ентешсем спортпа туслă пулни, çакăн пек массăллă ăмăртусем йĕркелени мана чăннипех те савăнтарать, спортри ăсталăха ỹстерсе пыма пурне те иксĕлми вăй-хал сунатăп", - тесе пĕлтерет Леонид Максимович.

"Аслă Çĕнтерỹ 61 çул тултарнă тата çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа сире чун-чĕререн саламлатăп. Районтан пултаруллă спортсменсем сахал мар тухасса, ỹсекен çамрăк ăру спорта чунтан юратасса, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырасса шансах тăратăп", - терĕ хăйĕн савăнăçне пытармасăр Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ С.Захарова.

Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Ноздрин ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Унта хутшăнма шкулсенчен йышлăн килнĕ. 1993 çулта çуралнă арçын ачасенчен старта - 85, хĕрачасенчен - 68, 1991-1992 çулхи арçын ачасенчен - 65, хĕрачасенчен - 55 вĕренекен тухрĕç. Ытти ушкăнсенче чупакансем те йышлăн пулчĕç.Тупăшусем кашни ушкăнрах питех те çивĕч иртрĕç. Призсене вара чи вăйлисем çĕнсе илчĕç. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Энĕшпуç тата Урнар вăтам шкулĕсен командисем.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Чупайсем чи вăйлă пулнине çирĕплетсе пачĕç. Пинер шкулĕн команди иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Чулкассем виççĕмĕш пулчĕç.

Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчи командăсем хушшинче Пинерсене çитекеннисем пулмарĕç. Энĕшпуçсемпе Кĕтеснерсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Райадминистраци пайĕсенче ĕçлекенсем хушшинче юридици пайĕнче тăрăшакансем спортпа туслăрах пулнине çирĕплетсе пачĕç - çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç. Экономи пайĕпе муниципаллă пурлăх управленийĕн тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Организацисемпе учрежденисен командисем призлă вырăнсене çапла пайларĕç: пĕрремĕш вырăнта - район больницинчи сывлăх хуралçисем, иккĕмĕшĕнче - районти шалти ĕçсен пайĕн, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене "Березка" ача сачĕн тата пушар чаçĕн командисем йышăнчĕç.

Ăмăртура мала тухнă командăсемпе уйрăм спортсменсене С.Захарова тата унăн мăшăрĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Захаров дипломсемпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика