Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕррисене сума сăвар, вилнисене асра тытар

13 мая 2006 г.

Чĕррисене сума сăвар, вилнисене асра тытар

Çĕнтерỹ кунне район центрĕнче уявлани

(Фоторепортаж)

        Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 61 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр ытла эпир тăнăç пурнăçпа пурăнатпăр. Çакăншăн эпир 61 çул каялла Çĕнтерĕве çывхартнă паттăр салтаксене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă çулĕсенче хĕн-хур тỹснĕ мĕн пур халăха чĕререн тав тăватпăр.

Майăн 9-мĕшĕ. Çĕнтерỹ кунĕ. Вăхăт хăвăрт иртет, кашни çулах çак кун пирĕн çĕр-шыв пысăк уява - Çĕнтерỹ кунне паллă тăвать. Паттăр салтак - ветерансене чысласа поселокра, çавăн пекех ялсенче те кашни çул митинг иртет. Акă кăçал та Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем ирхине сакăр сехетре Культурăпа кану центрĕ çумĕнче вырнаçнă вăрçă вăхăтĕнчи кухня патне пуçтарăннă. Кунта вăрçă вăхăтне сăнланă тейĕн. Апат пĕçерме кăмака та пур. Çар тумĕ тăхăннă хĕрсем ветерансене вир пăттипе хăналарĕç. Вĕсем вара хăйсене вăрçă пынă вăхăтри пекех туйрĕç, 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăн тумхахлă çулĕсене аса илчĕç.

Вăрçă ветеранĕсене чысласа çак кун районти поликлиника умне предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, шкул ачисем чылайăн пухăннă. Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, районти çар комиссарĕ М.Пуклаков районти поликлиника çурчĕ çинче паттăр салтаксене чысласа уçнă Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç, унтан уява килнисем ушкăн-ушкăнпа Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умне утрĕç. Каярахпа вĕсем патне Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Палăк умĕнче хисеплĕ хуралта тăракан шкул ачисем хăйсене чăн-чăн паттăр салтаксем пекех тыткалаççĕ. А.Беловăпа Ю.Ефимов дикторсен янăравлă сассисем Майăн 9-мĕшĕ - Аслă Çĕнтерỹ кунĕ пулни çинчен пĕлтереççĕ.
"Çĕнтерỹ çинчен калаçнă чух,
Вăл куна çеç мухтани сахал,
Хăватне нимпе те виçме çук
Вăл чунра талпăнакан вăй-хал", - сăвă йĕркисемпе пуçлать А.Белова диктор.Историре чи паллă уявсенчен пĕри - майăн 9-мĕшĕ кашни çын асĕнче. Аслă Çĕнтерĕве - 61 çул. Çак вăхăтра темиçе ăру та ỹссе çитĕнсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрĕ. Кама паян 61 çул, вăл Çĕнтерỹпе пĕр çулта. Вĕсен ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи çулсенче иртнĕ. Хаяр вăрçă аркатнă хуласемпе ялсене пĕтĕмпех аслă ăрури çынсен çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ. Эпир паттăр салтаксемпе, хамăр ентешсемпе чăннипех мухтанатпăр: Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев, Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Отечествăлла вăрçăн I степень орденĕсен кавалерĕ Н.Зарубин, Е.Степанова партизанка, Н.Капитонова медсестра тата ыттисем те.

Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче паттăррăн пуçĕсене хунисен ячĕсене "Асăну" кĕнекине кĕртнĕ.

А.Беловăпа Ю.Ефимов дикторсем митинга уçма Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхне А.Васильева сăмах параççĕ. Раççей гимнĕ янăрать. Андрей Васильевич митинг уçăлни çинчен пĕлтерет. Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, уява пухăннă мĕн-пур халăха саламлать. Унтан район пуçлăхне В.Кириллова сăмах парать.

"Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем, Аслă Отечественнăй вăрçăн хаклă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем, салтак-интернационалистсем, хĕç-пăшаллă хирĕçỹсене хутшăннă çынсем, салтака кайма черет çитнĕ çамрăксем, хăнасем, ентешсем!

Çĕнтерỹ кунĕ вăл - вăрçăра вилнисене асра тытмалли, ветерансене хисеплемелли кун. Пирĕн асаттесемпе аттесем, асаннесемпе аннесем ăна çывхартассишĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă. Пирĕн ентешсем çав вăрçă хирĕнче сахал мар юн юхтарнă, тар тăкнă. Вĕсенчен чылайăшĕ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Аслă Çĕнтерĕве пирĕн çĕр-шывра кăна мар, тĕнчипе анлăн паллă тăваççĕ. Кашни çулах эпир те çак уява пирĕн хаклă ветерансене, тыл ĕçченĕсене чыслама пуçтарăнатпăр. Паянхи куна илес пулсан пирĕн районта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем - 125, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем - 43, мирлĕ вăхăтра вилнĕ вăрçă участникĕсен арăмĕсем - 319, тыл ĕçченĕсем 1032 çын пурăнаççĕ.

Районти çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районтан вăрçă хирне пурĕ 6890 çын кайнă, килĕсене пурĕ 4131 çын каялла таврăнайман.

Тăватă çула тăсăлнă вăрçă миллионшар çынсен пурнăçне вăхăтсăр татнă. Вăл вăхăтра хĕн-хур курман, тỹсмен пĕр çемье те юлман пулĕ. Аслă Çĕнтерĕве эпир нихăçан та манмастпăр, мĕншĕн тесен вăл пире ытла та хакла ларнă. Çавăнпа та вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă паттăр салтаксем ĕмĕрлĕхех пирĕн асăмăрта.

Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ пирĕн ентеш-паттăрсенчен чылайăшĕ пысăк наградăсене тивĕçлĕ пулнă.

Вăрмар хула тăрăхĕнче кăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне - 30, Мухтав орденне - 19, Отечественнăй вăрçă орденне - 10, "Паттăрлăхшăн" медале - 28, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале 32 çын тивĕçнĕ.

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă мĕн пур халăх! Сире район администраци ячĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерỹ тунăранпа 61 çул çитнĕ ятпа хĕрỹллĕн саламлатăп, мирлĕ пурнăç, телей, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп. Сире, хисеплĕ ветерансем, пархатарлă ĕçĕршĕн, паттăрлăхшăн, тăшмана парăнманшăн пуç таятпăр. Çĕнтерỹ кунĕпе сире", - терĕ Вячеслав Николаевич хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.

Районти çар комиссарĕ М.Пуклаков Аслă Отечественнăй вăрçăран пирĕн паттăр янташсенчен чылайăшĕ каялла таврăнайманни, вĕсен ячĕсене эпир нихăçан та манманни, ветерансем çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçре нумай вăй хуни, салтак тумне тăхăннă çын пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пултарни çинчен каларĕ, Çĕнтерỹ кунĕпе пурне те саламларĕ.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов, Шупашкарти "Акконд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов уяв ячĕпе саламларĕç.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем М.Голубевапа Ф.Ларионов вăрçă çулĕсенчи йывăр пурнăçа аса илчĕç, уяв ячĕпе саламларĕç.

Çĕнтерỹçĕ-салтак палăк умне тата воин-афганецсене асăнса лартнă монумент умне диктор чечексем хурасси çинчен пĕлтерет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, вăрçă ветеранĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем, Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул ачисем "Ĕмĕрлĕх Мухтав" гирлянди хучĕç.

Уяв ячĕпе саламласа вăрçă ветеранĕсене шкул ачисем чечек çыххисем пачĕç.

Çапăçу хирĕнче выртса юлнисене, вăрçă хыççăн вилнĕ фронтовиксене асăнса диктор шăплăх минучĕ çинчен пĕлтерет.

Пĕр минут иртнĕ хыççăн диктор сасси янăрать:

- Аслă Отечественнăй вăрçăн паттăр салтакĕсене Мухтав!

- Çĕр хут мухтав! (Салют параççĕ).

Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев митинг хупăнни çинчен пĕлтерет. Митинг пĕтсен уяв малалла Ленин площадĕнче тăсăлчĕ. Унта çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. Районти культурăпа кану центрĕ йĕркеленĕ савăнăçлă концерта курса халăх чылайччен тăвăллăн алă çупрĕ.

З. ПАВЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкĕсем
Э. МАЛЕНКОВĂН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика