Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврана - тирпей-илем

06 мая 2006 г.

о Экологи

Таврана - тирпей-илем

Район территорийĕнче тасалăх енĕпе йĕрке тăвас, тирпей-илем, хăтлăх кĕртес тĕллевпе Вăрмар район пуçлăхĕн В.Кирилловăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен территорисене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе "Экологи-хăрушсăрлăх - пурнăç" девизпа экологи кунĕсем ирттереççĕ.

"Тирпей-илем кĕртесси - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç. Тасалăхпа йĕрке ытларах чухне укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Уйрăм çурта, урама, халăх канакан вырăна тата предприяти территорине тирпейлес енĕпе условисем туса памалла. Кашни çын хăйĕн ялĕпе е хулипе мăнаçлантăр", - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Пĕчĕк хуласен, поселоксен, ялсен урамĕсенче йĕрке тума вăхăт çитрĕ. Çавна май предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене хăйсен территорийĕсене санитари енчен тасатас ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама, çавăн пекех предприятисемпе организацисене эрнекунсенче ĕç çыннисене территорисене тасатнă çĕре явăçтарма хушнă. Кунсăр пуçне территорие тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе кашни эрнере субботник ирттерме палăртнă. "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учрежденинче вăй хуракансене урамсенче тирпей-илем, йĕрке тăвассипе ĕçлемелли, çуртсен умĕнчи территорийĕсене хăтлăх кĕртме çав çурт-йĕрсенче пурăнакансене хăйсене активлă явăçтарма хушнă.

Ку ĕç хальхи вăхăтра хула тăрăхĕнче епле пурнăçланса пырать-ха? Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, тирпей-илем кĕртессипе çанă тавăрса ĕçе пуçăннă-и? Ку е вăл ыйтусем çине тĕплĕнрех хурав тупас тĕллевпе эпĕ хăш-пĕр çĕре çитсе куртăм.

Вăрмар хула тăрăхĕн Ленин урамĕпе пынă май çакна асăрхарăм: кунта вырнаçнă тĕрлĕ организацисен ĕçченĕсем хăйсен территорине çỹп-çапран, кĕрхи çулçăсенчен тата ытти ăпăр-тапăртан пĕтĕмпех тасатнă. Унсăр пуçне налук инспекцийĕнче ĕçлекенсем те тирпейлĕхшĕн çине тăраççĕ. Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн ĕçченĕсем хăйсен территорийĕнче таса та тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та хула тăрăхне тирпей-илем кĕртме çынсем уйăрса парать.

Ял тата хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умĕнче чи малтан татса памалли задача - халăх пурăнакан вырăнсене тасатасси, вĕсене субботниксене активлă явăçтарасси. Тăван тавралăха, тăван вырăна, кĕтесе тирпей-илем кĕртесси тĕп вырăнта пулмалла. Вара тин ЧР Президенчĕ Н.Федоров пирĕн умма тăратнă пысăк тĕллеве - Чăваш Республикин пĕтĕм территорине Раççейри тĕслĕхлĕ вырăн туса хурассине пурнăçлама пулĕ.

З. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика