Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тĕлĕкре те курăнаççĕ"

06 мая 2006 г.

о Асран ан тухтăр Аслă Çĕнтерỹ

"Тĕлĕкре те курăнаççĕ"

Вăрмар поселокĕнче кăсăклă шăпаллă çын - Николай Егорович Егоров пурăнать. 25-мĕш Чапаев дивизийĕн аслă сержанчĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ.

Çитмĕш ялĕнче çуралса ỹснĕ вăл. Амăшĕ, Анна Петровна, ăна учителе вĕрентсе кăларма ĕмĕтленнĕ. Анчах та çамрăк каччă Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ пулсан та çара тухса тарнă. Танк училищинче вĕреннĕ. Ун хыççăн - вăрçă. Фронт линине снарядсем турттарма пĕрре те çăмăл пулман - нимĕç самолечĕсем пăрахакан бомбăсем машинăсемпе юнашарах çурăлнă. Вилекенсемпе аманнисене ун чухне шутласа та ĕлкĕреймен. Севастополь хули патне çитиччен Николай Егоровича Турă сыхланă. Анчах та асăннă хула çывăхĕнче вăл ун çинчен маннă-ши - аману, тыткăн. Виçĕ çул нимĕçсен концлагерĕнче ирттерме тивнĕ. Çак тапхăр çинчен халĕ аса та илес килмест унăн.

"Халĕ те тĕлĕкре çав кунсем курăнаççĕ", - тет вăл. Паян кун та хăйне çăкăр татăкĕпе сăйланă американ салтакне ырăпа асăнать.

Çĕнтерỹ. Ăна Львов хулинче ĕçлеме юлма сĕнеççĕ. Анчах тăван çĕр-шыв хăй патнеллех туртать. 1948 çулта вăл Вăрмарти автотранспорт предприятине ĕçе вырнаçать. Малалла пур йĕркеллĕ çыннăн пурнăç çулĕ - юратнă хĕрпе мăшăрланни, ытармалла мар виçĕ ача. Анчах вăрçă "парни" - тăшман снарячĕн ванчăкĕ - вăрçă çинчен аса илтерсех тăнă. Мĕн тумалла? Çак хăрушă аса илỹрен хăтăлас тесе вăл пуçĕпех ĕç ăшне путать. Паян кун та автотранспорт предприятийĕнче ăна ырă сăмахпа кăна аса илеççĕ. "Кукки" тесе ăшă сăмахпа тăван мар çынсем кама чĕнеççĕ-ши? Николай Егорович çак сăмаха ĕçре тивĕçнĕ.

Шăнкăравласах тăраççĕ, манмаççĕ ун çинчен ĕçтешĕсем. "Мĕншĕн çĕр çинче çакăн чухлĕ пурăнатăп-ши? Арăмпа ывăлăн пурăнмаллаччĕ", - тет вăл хушăран. Анчах мăнукĕсен ăшшине туйсан çак шухăшсем самантранах сирĕлсе каяççĕ.

Ăшă кунсенче Николай Егорович пỹрт умĕнчи сак çине тухса ларма юратать. Пурăнасса Чапаев дивизийĕн аслă сержанчĕ поселокри Чапаев урамĕнче пурăнать.

Н. ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика