Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чысларĕç, парнесем пачĕç

29 апреля 2006 г.

о Династи

Чысларĕç, парнесем пачĕç

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕ" Указне пурнăçласа район администрацийĕ социаллă хỹтлĕх пайĕпе тата культура ĕçченĕсем пĕрле районти тĕп библиотекăра чи лайăх ĕç династийĕсен представителĕсене чысларĕç. Паян кунта Владимировсем (Чулкас), Спиридоновсем (Арапуç), Григорьевсем (Вăрмар поселокĕ) килнĕ.

Владимировсен ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 100 çул ытла. Çемье пуçлăхĕ - Аркадий Владимирович тивĕçлĕ канăва тухиччен "Россия" совхозра 39 çул ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ - Мария Викторовна та тăван хуçалăхра 35 çул вăй хунă. Саша ывăлĕ те ашшĕ çулĕпе кайнă

Спиридоновсен çемйи те хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă.

Районти учительсен династийĕсенчен Григорьевсен çемйи чи хисеплисенчен пĕри. Вĕрентỹ системинче çак профессипе виçĕ ăрури специалистсем тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Тĕл пулура династин çак представителĕсем пирки ăшă сăмахсем нумай каларĕç, райадминистраци ячĕпе хаклă парнесем пачĕç.

Н. ШИШКИНА,
райадминистраци специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика