Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе уявĕ иртрĕ

26 апреля 2006 г.

Чĕлхе уявĕ иртрĕ

Районти тĕп библиотекăра чăваш чĕлхи кунĕсем иртрĕç. Чи малтанах библиотека ĕçченĕсем "Чăваш çĕр-шывĕ - ман тăван çĕр-шыв" кĕнеке куравĕ йĕркелерĕç. Çавăн пекех "Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре" радио-калаçу ирттерчĕç. Шкул ачисене те хăнана чĕнме манман. "И.Я.Яковлев: пурнăçĕ ĕçĕ-хĕлĕ" темăпа уçă урок йĕркеленĕ. Юлашки кун вара тăван чĕлхе уявне ирттернĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти 9-11 классенче вĕренекенсем унта викторинăна хутшăннă, чĕлхе вăрттăнлăхне мĕнле пĕлнине кроссвордсем шутласа кăтартнă, çав кунах "Чăваш ен - Атăлçи мерченĕ" компакт-диска та презентациленĕ. Çак ĕçсене туса ирттерме библиотека ĕçченĕсем С.Щербакова, Р.Иванова, В.Авакумова тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Г. АЛЕКСЕЕВА,
тĕп библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика