Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕрлĕ автанран" сыхланăр

15 апреля 2006 г.

"Хĕрлĕ автанран" сыхланăр

Пушар вăл - пысăк инкек. Кашни çулах "хĕрлĕ автан" алхаснине пула мĕн чухлĕ пурлăх кĕлленсе хура кăмрăк пулса юлать, мĕн чухлĕ сиен, шар кăтартать вут-çулăм, чи хăрушши вара вут-çулăмра çынсен, уйрăмах ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни чун-чĕрене пăшăрхантарать. Çак инкек-синкек эпир пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнманнипе, яваплăха туйманнипе килсе тухать. Пушар мĕн таран тискеррине пĕчĕкрен ăнланма, хăрушă вут-çулăмран сыхланма вĕрентрĕç поселокри "Ромашка" 4-мĕш ача садĕнчи шăпăрлансемпе кунти ĕçченсене вут-çулăмпа кĕрешекенсем. Кашни самантрах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ас туса çирĕп пăхăнмалли, хăрушă инкек мĕн патне илсе çитересси, вут-çулăм тухсан васкавлăн "01" телефон номерĕпе шăнкăравламалли, шăрпăкпа выляма юраманни тата ытти çинчен те тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ пушар хуралĕнчи Ю.Сорокин инспектор. Кунта тăрăшакансен кашнин харпăр хăй вырăнĕнче тимлĕ, асăрхануллă, яваплă пулмалли çинчен, пушар сỹнтермелли хатĕрпе мĕнле усă курмалли, пушар тухрĕ пулсан хăйсене мĕнле тыткаламалли çинчен каласа пачĕ. Унтан вĕрентỹ ирттерсе ачасене эвакуацилерĕç.

Çын пурнăçне пушартан сыхласа массăллă мероприятисем ирттерни, хăрушă инкек сиксе тухас пулсан вĕсене çак чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене тытма вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнсан кăна "хĕрлĕ автанран" сыхланма пултаратпăр.

В. ГУРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика