Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тỹлеменни ура хурать

15 апреля 2006 г.

о Коммуналлă хуçалăх

Вăхăтра тỹлеменни ура хурать

Çунана - çулла, урапана хĕлле хатĕрлемелле текен ваттисен сăмахĕ паян кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Эпир, "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учрежденин ĕçченĕсем çакна лайăх ăнланатпăр. Ăнланатпăр çеç мар, пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. 2005-2006 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсе пырать. Анчах пирĕн тумалли ытти ĕçсем чылай. Акă апрелĕн пĕрремĕшĕ тĕлне хваттер хуçисенчен 15 заявлени килчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ пурăнакан çурт çивиттине юсама е çĕнĕрен витме ыйтаççĕ. Унсăр пуçне хваттерсенче ăшă паракан пăрăхсене юсамалла, шыв пăрăхĕсем кĕртмелле. Подъездсенче те юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Вĕсене тума укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Хваттер хуçисенчен чылайăшĕ вара коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тулеменни ура хурса пырать. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне суда 46 ĕç (192 пин тенкĕлĕх) тăратнă. Суд 33 ĕçе пăхса тухса тỹлемен хваттер хуçисенчен 129 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă.

Хальхи вăхăтра поселокри урамсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе ĕçлетпĕр. Мир, Молодежная, Ленин, Крупская урамсенче ку ĕçсене пурнăçласа пыратпăр.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: предприятисемпе организацисенче вăй хуракансен, уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансен хăйсен территорийĕ тавра çỹп-çапсене, ăпăр-тапăра тасатсан аван пулĕччĕ.

В. РОМАНОВ,
тĕп специалист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика