Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн

08 февраля 2006 г.

о Информаци кунĕ

Халăхпа куçа-куçăн

Район администрацийĕпе хула, ялсен тăрăхĕсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва вăйлатса, килĕштерсе пĕрле ĕçлес, çĕнĕрен йĕркеленнĕ тăрăхсен пуçлăхĕсем граждансен ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырăвне, "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ çинчен" Указа ăнлантарса халăх патне çитерес, вырăнти хăй тытăмлăх реформин çулталăкĕ пулнă май, ял, хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсене практикăлла пулăшу парас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн виçĕ ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ.

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Халăхпа куçа-куçăн курса калаçни вĕсен кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене вырăнтах татса пама пулăшать. Çакăн пек ĕçлĕ ушкăнсем туса хуни уссине паратех. Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Г.Петрова ертсе пынипе райадминистрацин пайсемпе секторсен начальникĕсенчен, тĕп специалистсенчен йĕркеленĕ ĕçлĕ ушкăн Вăрмар хула тăрăхĕнче пулса унăн пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулнă. Унтан яваплă çынсем районти тĕп модельлĕ библиотекăна, Вăрмарти чукун çул станцине, çĕвĕ фабрикине çитсе курнă. Тĕл пулу ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ, "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем тавра пынă. Граждансене ытларах территорисене тирпей-илем кĕртес, паха шывпа, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне парас, ĕç укçи, ача пособийĕсене тỹлес, обществăлла автотранспортпа çỹрес ыйтусем хумхантарчĕç.

Э. МАЛЕНКОВ.

АРАПУÇ. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пуçлăхĕ Ю.Соколов ертсе пынипе ĕçлĕ ушкăн Арапуç ял тăрăхне çитсе курнă. Арапуç ялĕ республикăра кăна мар, çĕр-шывра та паллă. "Арабоси" агрофирма ют çĕр-шывсен паха опычĕпе усă курса кунран-кун аталанса пырать. Яваплă çынсем чи малтанах ĕне сăвакан комплексра 300 пуç ĕне вырнаçмалăх витере, тыр-пул склачĕсенче тата ытти çĕрте пулса курчĕç, ĕне сумалли технологипе паллашрĕç. В.Максимов тĕп агрономпа, В.Степанов тĕп зоотехник хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л.Петров хуçалăх ĕçченĕсене "Агропромышленность аталанăвĕ" наци программи тăрăх, килти, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем валли кредит уйăрмалли условисем çинче уйрăм чарăнса тăчĕ, ытти ыйтусене хускатрĕ.

Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн ялти культура çуртĕнче, ача садĕнче, шкулта, çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче, краеведени музейĕнче пулнă, магазинсене çитсе курнă, унти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăва сỹтсе явнă, граждансен кулленхи ыйтăвĕсем çине хуравланă, ĕçлĕ çул çỹрев итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.

В. ГУРЬЕВА.

ЭНТРИЯЛЬ. Виççĕмĕш ушкăна район пуçлăхĕн финанспа хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн ĕçĕсене пурнăçлакан - финанс пайĕн пуçлăхĕ О.Васильев ертсе пынă, вĕсем ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта, Шăплатри библиотекăра пулса ĕç коллективĕсемпе тата ял çыннисемпе тĕл пулнă. Халăхпа курнăçнă вăхăтра яваплă çынсем Н.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырупа, "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ çинчен" Указпа, "Агропромышленность аталанăвĕ" наци проекчĕпе паллаштарнă. Пухăннисене ытларах пĕрремĕш васкавлă медицина пулăшăвĕ парас, вырăнти çулсене тытса тăрас, çĕр пайĕсемпе тухăçлă усă курас, обществăлла транспорта вăхăтра çỹретес, социаллă çăмăллăхсемпе усă курас ыйтусем ытларах интереслентерчĕç, ĕçлĕ ушкăнри яваплă çынсем вĕсем çине тулли хуравсем пачĕç.

Н. ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика