Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха хирĕç мар - халăхшăн

16 марта 2013 г.

Вырăссен паллă писателĕ М.Зощенко иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех çĕршывра пурăнакансене хваттер ыйтăвĕ пăсса ячĕ тесе çырнăччĕ. 2013 çул пуçламăшĕнче вара Вăрмар поселокĕнче пурăнакансене Ленин урамĕн хĕррипе вырнаçнă 3,8 гектар йышăнакан Комсомольски паркĕ çынсене чылай калаçтарчĕ. Пурăнакансен пĕр ушкăнĕ паркри ватă йывăçсене суйласа касассине хирĕç мар, анчах çакна халăхпа калаçмасăр тумалла пулман, теприсем вара парка пач тытмалла пулман теççĕ. Çавна май халăх сĕнĕвне шута илес тесе январĕн 22-мĕшĕнче тата февралĕн 26-мĕшĕсенче халăх итлевĕ ирттернĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки уçăмлăх кĕртес тесе «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн корреспонденчĕ В.Толматов Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе С.Егоровпа тĕл пулнă.

- Сергей Вениаминович, февралĕн 26-мĕшĕнчи халăх итлевĕ питĕ хĕрÿллĕн иртни палăрчĕ. Протоколăн йĕркисенченех çакă витĕмлĕ курăнать. Çакăн пек лару-тăру мĕншĕн килсе тухрĕ-ха?

- Ку ыйтăва çакăн пек çивĕччĕн тăратас та килмест. Поселокра пурăнакан кашни çын унăн хăтлăхĕшĕн, илемлĕхĕшĕн тăрăшать. Комсомольски парк вара вĕсенчен чи пĕлтерĕшли. Вăл нумай çул хушши поселокăн «таса ÿпки» пулнă. Анчах ăна тасатсах тăмалла, çавăнпа та ватăлнă йывăçсене касас енĕпе кирлĕ ĕçсем пурнăçлама пуçларăмăр. Çакă пĕтĕмпех 131 номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Ăна 2003 çулта йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн уйрăм статьясем тăрăх халăх йышлă канакан вырăнсене йĕркелессине хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене панă. Çак федераллă саккуна тĕпе хурса, Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем паркра реконструкци ĕçĕсем ирттересси пирки ыйтупа тухнине шута илсе район администрацийĕ ватă йывăçсене касма сĕнÿ тăратнă.

Район комиссийĕ 2012 çулхи августăн 24-мĕшĕнче акт туса ĕçе пурнăçлама рекомендаци панă. Çак актпа килĕшÿллĕн Канаш лесничествин специалисчĕсене касмалли йывăçсене пăхса тухса клеммă лартма чĕнсе илнĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх 305 тĕп йывăçа касма ирĕк панă.

- Çакă мĕн хака кайса ларнă? Халăх итлевĕн протоколне вуланă май тухса калаçакансем тĕрлĕ хаксем кăтартаççĕ.

- Каснă кашни йывăçăн чи пĕчĕк хакĕ 1000 тенкĕпе танлашнине шута илсен çак сумма 305000 тенкĕпе танлашнă, машинăпа турттарса тухнă, çуртарасси тата ытти тăкаксем те укçа-тенкĕсĕр пулмасть. Çапла вара тăкаксен хакĕ 500000 çитрĕ. Поселокри масарта вилнĕ çынсене пытарма е асăнма килекенсем валли 4 х 4 метр калăпăшлă çурт лартрăмăр, ăна пурнăçлама 200 пин яхăн укçа кирлĕччĕ. Çапах та çак ĕçсене пурнăçлама Вăрмар хула бюджетĕнчен пĕр пус та тăкакламан.

- Килĕшетĕп, ватă йывăçсене касмалла, анчах халăх итлевне хутшăннисенчен чылайăшĕ çамрăк йывăçсене касни çинче чарăнса тăраççĕ. Аслăрах ăрури çынсем Комсомольски парка çитĕнтерме пăхса-тытса тăма пысăк тÿпе хывни çинчен, ашшĕ-амăшĕсем халĕ ачисене уçă сывлăшпа сывлама вырăн та юлмарĕ теççĕ.

- Çамрăк йывăçсене каснă тени чăнлăхпа çыхăнса тăмасть, мĕншĕн тесен ватă йывăçсене кăна каснă. Сăлтавĕ - çынсен хăрушсăрлăхĕ. Каламасăрах паллă ĕнтĕ тирек (тополь) патрак йывăç, вăйлăрах çил тухсан та хуçăлса иртен-çÿрекен çине ÿксе амантма пултарать. Унсăр пуçне тополь мамăкĕ аллерги чирĕпе аптракансене те нушалантарать. Паллах аслă ăрури çынсем парка çĕклеме пысăк тÿпе хывнă пирки сăмах та çук. Анчах та ашшĕ-амăшĕсене уçăлса çÿреме вырăн юлмарĕ тени çине - паркра çитес уйăхсенчех лайăх еннелле улшăннине курсассăн, урăхларах калаçĕç тетĕп.

- Январĕн 22, февралĕн 26-мĕшĕсенче иртнĕ халăх итлевĕн йышăнăвĕсенче парка реконструкцилессипе йĕркеленĕ проекта йышăнман. Çавăн пекех паркри йывăçсене каснă пирки обществăлла комисси йĕркелеме палăртнă. Кун пирки мĕн шутлатăр эсир?

- Чăнах та малтанхи проектсене халăх итлевĕнче йышăнмарĕç. Хальхи вăхăтра Комсомольски паркĕн проектне хатĕрлессипе Шупашкарти «АСД проект» тулли мар яваплă общество ĕçлет. Асăннă общество хатĕрлесе панă çĕнĕ проект-эскиза иртнĕ кунсенче Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем пĕр саслăн йышăннă. Асăннă проектпа поселокра пурăнакансене паллашма сĕнетпĕр. Хăвăр шухăш-кăмăлăра, сĕнÿсене Вăрмар хула администрацине çитерме пултаратăр. Парк ыйтăвĕпе кăсăкланакансем обществăлла комисси йĕркелени вырăнлă тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пĕрле тачă çыхăнура ĕçлесен кăна эпир кăткăс ыйтусене те пĕр сăкăлтăксăрах татса парăпăр.

- Йывăçсене каснă, турпасĕ вĕçнĕ. Малалла мĕн пулĕ?

- Чи малтанах ватă йывăçсене парка реконструкци туса çĕнĕлĕх тăвас тесе касрăмăр терĕмĕр. Çуркунне çамрăк йывăçсем лартма пуçлатпăр, кунта хыр, чăрăш, хурăн, çăка, пилеш, улма-çырла аллейисем тума палăртнă, клумбăсем, ача-пăча площадки пулĕ. Вăрмар çыннисене юлашкинчен çакна каласшăн: çак ĕçе Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ усал ĕç мар, ырă ĕç тăвас тесе пуçланă, çывăх вăхăтрах çакна эсир туйса илетĕр, çавăнпа та пăлханма кирлĕ мар.


Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика