Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пуçару вăй илет

13 января 2012 г.

Районта кашни çулах йăлана кĕнĕ ăмăртусен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсен шутне Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пĕртăван Анатолийпе Владимир Хованскисен призĕсене çĕнсе илессишĕн иртекен Раштаври мини-футбол турнирне те кĕртмелле.
Пĕлтĕр икĕ хастар çамрăк райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕпе килĕшсе Вăрмарти спорт çуртĕнче урам командисем хушшинче пирвайхи ăмăртусем ирттерчĕç. Ун чухне вăй виçме пилĕк команда кăмăл тунăччĕ. Çивĕч тупăшура «Дина» çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ.
Кăçал çак ырă пуçарăва 6 команда малалла тăсрĕ: «Дина», «Вива» (иккĕшĕ те Вăрмар поселокĕ), ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн, районти ветерансен, Кивĕ Вăрмар тата Арапуç ял тăрăхĕсен командисем. Кăçал та чи ăста вылякансем «Дина» футболисчĕсем пулчĕç, куçса çÿрекен Кубока тивĕçрĕç, иккĕмĕш вырăнта спорт шкулĕн команди, виççĕмĕшсем - «Ветерансем». Çĕнтерÿçĕ командăсене турнира йĕркеленĕ пĕртăван Хованскисем парнесем тата укçан парса чысларĕç. Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн Арапуçсем те парнеллĕ пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика