Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем малти вырăнта пултăр

06 мая 2011 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кĕркунне тата çуркунне халăх пурăнакан вырăнсенче тирпей-илем кĕртес, çÿп-çапран тасатас тата йывăçсем лартас енĕпе уйăхлăх иртет. Çавна май пирĕн районта пурăнакансем те пур тăрăшулăхпа асăннă уйăхлăха хутшăнаççĕ.
Поселок хăтлăхĕ - урамсен, парксен илемĕпе тасалăхĕнче. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хула, ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртессипе йышăннă постановленийĕнче: «Çак ĕçе пурин те кар тăрса пурнăçламалли, тасалăхпа тирпейлĕх чи малтанах тăван тавралăха чăнласах та юратнинчен, хамăра хамăр тата таврари çынсене хисепленинчен килет», - тесе палăртнă. Çакна шута илсе районти предприятисемпе организацисем, хула, ял тăрăхĕсем, шкулта вĕренекенсем хăйсен таврари территорисене тасатас енĕпе ирттерекен экологи субботникĕсене активлă хутшăнма тытăнчĕç. Районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем, автовокзалта тăрăшса вăй хуракансем хăйсен территорисене тирпей-илем кĕртессипе чылай ĕçсем туса ирттерчĕç. Кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтарчĕç, çÿп-çапа шăлса тасатрĕç, картасене юсарĕç. Çавăн пекех Росгосстрах компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн ĕçченĕсем те тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн чылай тăрăшрĕç. Вĕсем икĕ кун хăйсен территоринче тирпей-илем, хăтлăх кÿчĕç. Афган çĕрĕ çинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк тавра шăлса тасатрĕç, чечексем валли клумбăсем турĕç. Пысăк йышпа темле ĕç те тума пулать. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Вĕсем пуçтарнă хыççăн поселок хитреленсе пыни куç кĕрет.
Хăш-пĕр ялсенче те çак ырă ĕçе пуçарнă та ĕнтĕ. Сăмахран Чупай, Энĕшпуç, Кавал, Арапуç тата ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хăйсен урамĕсене, çырма-çатрасене çÿп-çапран тасатассипе пур активлăхпа тăрăшса ĕçлеççĕ. Вăрмар поселокĕнче чылай вырăнта тирпейлĕхпе илемлĕх хуçаланать, хитре чечексен клумбисем урамсене капăрлатаççĕ. Тирпей-илем кÿртнĕ вырăнсене пăхма та кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика