Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрĕр - туянăр

12 марта 2010 г.

Автомашинăсен йышĕ районта çулсерен ÿссе пырать, çавăнпа та вĕсене кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси юлашки ыйтусенчен пĕри мар. Чăн та, «хурçă урхамахсем» тытакансем кашни вак-тĕвекшĕн кÿршĕллĕ районсемпе хуласене тухса çÿреймеççĕ. Çапах та «Мега Центр» комплексăн сулахай енче Ю.Васильев уйрăм предприниматель тепĕр суту-илÿ лавкки уçни вĕсемшĕн парнех пулчĕ тесех калас килет.
175 тăваткал метр йышăнакан лаптăкра «ВАЗ» автомашинăсем валли мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Вăл çеç те мар, чаплă лару-тăрура лавкка уçнă вăхăтра Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов Юрий Ивановичăн автосервис уçма кăмăл пур пирки те каларĕ. Çывăх вăхăтрах çапла пулĕ те. Комплекс чукун çул хĕрнерех вырнаçнă май, поселок витĕр иртсе çÿрекен пуйăс чÿречисенчен пăхакансем эрешлĕ çурт илемĕпе киленччĕр тесе те каларĕ вăл. Райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов çак хăтлă çурт пур енчен те хальхи строительство нормативĕсемпе килĕшсе тăнине палăртрĕ. Экономикăпа промышленность суту-илÿпе экономика аталанăвĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Михайлова уçă вырăнта сутакан вырăнсен вăхăчĕ иртсе пыни, çивиттиллĕ комплекссен малашлăхĕ çитсе пыни çинчен каларĕ.
Пĕрремĕш хутри зал пирки аса илтĕмĕр. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче Кузьмина, Михайлова, Тимофеева, Паймулина уйрăм предпринимательсен «Шупашкар трикотажĕ», «Арçын кĕписем», «Аманда» аялтан тăхăнмалли, «Санăн» çемье валли спорт тумтирĕн салонĕсем ĕçлеççĕ.
Кĕскенрех каласан, курмалли те, туянмалли те нумай ку комплексра. Кĕрĕр, ÿкĕнмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика