Территориальный отдел "Большесундырский" Управления по благоустройству и развитию территорий моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

  

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

              

Публикации » Пурте тăрăшмасăр пурнăç лайăхланмĕ

23 октября 2006 г.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ял хутлăхĕ 19 яла пĕрлештерсе тăрать. Йывăр лава иккĕмĕш çул ĕнтĕ Г.П.Мазиков туртса пырать. Ку енче çуралса ÿснĕскер ял пурнăçне витĕр курса, пĕлсе тăрать.

_ Геннадий Петрович, ял хутлăхĕн пуçлăхне хальхи вăхăтра мĕн канăç памасть;

_ Ялсем пушанса, çынсен йышĕ чакса пыни. Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче, акă, çуртсен вăтăр проценчĕ пушă. Икĕ ял пушансах юлчĕ темелле. Оркумра пĕр çын та пурăнмасть. Хăш-пĕр çуртсене дача вырăнне усă кураççĕ. Ямалкăра та пилĕк ватă кăна юлнă. Мĕншĕн çапла; Оркумпа Ямалкăна тĕттĕм ялсем теме çук: газ, асфальт çул... Анчах çамрăксем çеç-и, вăй питтисем те тытăнса тăмаççĕ. Çакă пирĕн енче кăна мар, çĕршывĕпех анлă сарăлнă пулăм. Ман шутпа тĕп сăлтавĕ _ ĕçсĕрлĕх. Акă, Мăн Сĕнтĕрте, чи пысăк салара çеç виçĕ предприяти хупăнчĕ: пир-авăр фабрики, завод, юсавпа техника предприятийĕ. Вуншар çын ĕçсĕр юлчĕ. Ăçта каймалла вĕсен; Çитменнине, ял хутлăхĕн территорийĕнчи хуçалăхсем те панкрут çулĕ çине тăчĕç. Вĕсен никĕсĕ çинче тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿсем йĕркелерĕç-ха. Малашне тепĕр хут вăй илсе ура çине тăрасса шанса тăратпăр. Малтанхи утăмсене тунă. Çапах лайăххипе пĕрлех кăмăла хуçаканни те тупăнчĕ. Унчченхи «Сундырьский» хуçалăх «халĕ «Рассвет»» ертÿçине судпа айăпласа хупса лартрĕç. Теприн пирки те уголовнăй ĕç пуçарнă-мĕн. Тÿнтерле тĕслĕхсем çынсен шанăçне пĕтереççĕ. Пĕлетăркач камăн унта каяс килтĕр; Нумайăшĕ аякка, ытти регионсене ĕçлеме çÿреççĕ.

Ĕçсĕрлĕхе пула ялта ĕçкĕ-çикĕ вăй илни те шухăшлаттарать. Кунĕн-çĕрĕн спирт, сăмакун сутакансене хирĕç кĕрешсе хăшкăлтăмăр ĕнтĕ.

_ Геннадий Петрович, наци проекчĕпе паракан çăмăллăхлă кредит шăпах ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме, пурнăçне лайăхлатма пулăшмалла...

_ Ĕçрен хăраман мал ĕмĕтлĕ çынсем унпа усă кураççĕ. Пирĕн енчи тăватă фермер пĕр иккĕленмесĕр çийĕнчех кредит илчĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç, утă туса илеççĕ вĕсем. Ытлашши продукцине сутса тупăш тăваççĕ. Вĕсене кура ыттисем те туртăнчĕç. Хушма хуçалăха аталантарма çирĕм çемье тăватă миллион тенкĕ ытла кредит илме ĕлкĕрчĕ. Укçапа техника, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, витесем тăваççĕ. Ĕçлеççĕ, ÿркенмеççĕ, анчах çав хушăрах теприсене нимĕн те кирлĕ мар. Ĕçлемесĕр, хăйсене ирĕк пурăнма хăнăхнă вĕсем. Тата пуçарулăх та çитмест.

_ Такăр çул Мăн Сĕнтĕр енчи пур яла та çыхăнтарнă апла;

_ Çук, Малти Тутаркассипе Кăмăркассине халĕ те асфальт çул çитеймен-ха. Проектсене тума пуçланă ĕнтĕ. Специалистсем ăна тÿлевсĕрех хатĕрлеме шантарчĕç. Ял хутлăхĕн кĕсйи çÿхине ăнланчĕç тейĕн. Кăçал Матикасси урлă Токшике çул сартăмăр. Шел, асфальт çул ял патне çитнипех вĕçленет. Урамсен хушшине вара кĕрсе тухаймăн, пылчăк çăрăлать. Шыв пăрăхĕсем хунă хыççăн, тен, ялсене те такăр çул сарма тытăнĕç-и;

_ «Таса шыв» программа пурнăçа мĕнле кĕрсе пырать;

_ Ку енĕпе йывăртарах. Ялсенчи шыв пăрăхĕсене 60-мĕш çулсенчех хывнă. Кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, вĕсене улăштарма проект хатĕрлерĕмĕр-ха. Республика, район, ял хутлăхĕн кĕсйинчен миллион ытла тăккаларăмăр. Ял хутлăхĕсене пĕрлештернĕ май икĕ проекта çитрĕ. Вĕсемшĕн тÿлесе татнă ĕнтĕ. Шел, çитес çул ĕçе тытăнма программăна кĕреймерĕмĕр. Кăнтăр енчи районсенче ĕçе вĕçлесен пирĕн тăрăха куçма шантарчĕç те, кĕтмех тивет. Шыв пахалăхĕ тивĕçтерет. Çĕнĕ пăрăхсем 17 яла хумалла. Оркумра, Ямалкăра вара çăлсем пур. Вĕсене юсаса, пăхса тăмалла.

_ Геннадий Петрович, çамрăксем ялта тытăнса тăманни ĕçсĕрлĕхпе кăна мар, пурăнмалли çурт-йĕр çуккипе те çыхăннă.

_ Çапла. Ял хутлăхĕнче, акă, 152 çемье хваттер черетĕнче тăрать. Пĕлтĕр икĕ çемье çăмăллăхлă кредит илнĕ. Кăçал та вĕсемпе ĕçлетпĕр, документсем хатĕрлеме, кредит илме пулăшатпăр. Черетре çамрăксем те, аслă çултисем те пур. Çивĕч ыйтăва татса парас тесе 12 хваттерлĕ çурт тума тытăнтăмăр. Анчах икĕ çемье кăна çакăнта укçа хывса пая кĕме килĕшрĕç. Ĕçе чарса лартма тиврĕ. Çынсем çаплах тÿлевсĕр хваттер кĕтеççĕ-ха. Вăл вăхăт иртсе кайнине ниепле ĕненесшĕн мар-тăр.

_ Юлашки вăхăтра ял культурине аталантарасси пирки час-часах сăмах хускатаççĕ. Мăн Сĕнтĕр енче улшăнусем сисĕнеççĕ-и;

_ Эпир те культура енĕпе ĕçлетпĕр. Ял хутлăхĕ клубсемпе библиотекăсемшĕн яваплă пулнă май вĕсен ĕçĕ-хĕлне лайăхрах йĕркелеме тăрăшатпăр.Çурт-йĕрсене çĕнететпĕр. Виççĕмĕш клуб уçрăмăр ĕнтĕ. Иртнĕ çул Шупуççинче пушаннă шкул çуртне йĕркене кĕртсе клуб турăмăр. Кăçал Мăн Хурачкара та «культура вучахĕ» ялкăшма пуçларĕ. Çывăх вăхăтра Вомпăкассинче кану-сывату центрĕ хута каймалла. Мăн Сĕнтĕрте пушă ларнă çурта куçарса кайрăмăр, стройматериалсем туянтăмăр. Укçа хĕсĕккипе проектсăрах тума тивет. Çапах специалистсемпе канашласах тăратпăр. Кунта фельдшер пункчĕ, библиотека, клуб вырнаçмалла. Иртнĕ çул Мăн Сĕнтĕрте те тĕслĕх библиотеки ĕçлеме тытăнчĕ. Нумаях пулмасть вара кану центрĕ уçрăмăр. Çамрăксем унччен чиркÿпе кÿршĕри çурта çÿрекелерĕç, анчах сивĕнчĕç унтан. Кĕлĕ вуланă, служба пынă вăхăтра юнашарах юрлама-ташлама çăмăл мар. Каллех пушанса юлнă шкул çурчĕпе усă куртăмăр. Халĕ унта ватти-вĕтти савăнсах çÿрет. Юсаса йĕркене кĕртмелли клубсем татах пур. Çитес çул вĕсемпе те ĕçлемелле. Юхăнса çитнĕ, кивĕ культура çуртне камăн каяс килтĕр; Вăл çамрăксене кăна мар, ялти ватăсене те пухăнма, курса калаçма кирлĕ. Пирĕн тата икĕ ансамбль. «Янаш» юрăпа ташă ансамблĕ Венгрие те çитсе килчĕ. Апла вĕсене те пулăшса пымалла.

_ Çапах ялти культура тирпей-илемрен пуçланмаллине те манмалла мар.

_ Çивĕч ыйтăва ниепле татса параймастпăр-ха. Кил-тĕрĕшре таса, анчах урамсенче иртсе пĕтме çук: стройматериалсен купи, вутă-шанкă, çÿп-çап... Хăшĕ-пĕрне явап тыттарма, штраф пама лекрĕ.

Çирĕпрех ыйтмасăр йĕрке тăваймăн. Улшăнусем сисĕнкелеççĕ-ха. Мĕнтен килет тирпейлĕх; Акă, Çĕнĕ Шоккăн, Туçи Олкаш, Атикасси ялсенче пурăнакансем никам каламасăрах урамсене тасатса, илемлетсе тăраççĕ. Хăш-пĕр ялта вара шуйттан та урине хуçĕ. Тирпейлĕх, тасалăх хăйсемшĕн пулнине ăнланмаççĕ тейĕн.

_ Геннадий Петрович, сирĕн ĕç-хĕл ял старостисенчен те нумай килет. Вĕсен ĕçĕ сире тивĕçтерет-и;

_ Вĕсем кашни ялтах темелле. Ячĕшĕн шутланса тăракансем те, чунне парса ĕçлекенсем те пур. А.Лаптева, Г.Варюхина тата хăшĕ-пĕри вăхăтне шеллемесĕр ял пурнăçне лайăхрах йĕркелеме тăрăшаççĕ. «Мана уншăн тÿлемеççĕ», _ тесе пăрăнакансем те чылай. Вĕсенчен ыйтма та çук. Малашне старостăсене тÿлемеллех. Пĕччен пур ĕçе те тăваймăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика