05 июня 2008 г.
-Нумай хутчен, пĕрре кăна маар мăнаçланнă хам чăваш пулнипе, - тет Татьяна Зиновьевна Степанова, Муркаш районĕнчи Сосновкăри ялти тĕслĕх библиотекăн тата Н.В.Никольский музейĕн ертỳçи.
-Тăван халăх тумĕ, туйĕ питĕ килĕшеççĕ, чĕлхи те çепĕççĕн янăрать. «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç чĕлхи» сăмахсем ахальтен çуралман ĕнтĕ халăхра. Илемпи, Салампи, Сентти ятсем мĕне тăраççĕ! Тăван чĕлхепе тирпейлĕ, илемлĕ сăмахлакансем пуррипе мухтанатăп. Тĕслĕхрен, ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, хамăр район ертỳçи Ю.А.Иванов е унăн çумĕ А.Е.Андреева тĕрĕс, тап-таса калаçнине яланах кăмăлласа, савăнса итлетĕп.
Телевизорпа Тĕнче кубокне çемйипех питĕ хăпартланса пăхрăмăр, ăна хамăр йăла-йĕркепе ташласа-юрласа уçни кăмăла çĕклерĕ. Ирина Юманова мала тухнишĕн хĕпĕртерĕмĕр. Вера Соколова ентешĕмĕрпе те мăнаçланатпăр эпир, Олимп чемпионки Валентина Егорова пирĕн шкулта вĕреннĕ, Николай Васильевич Никольский профессор та çак тăрăх çынниех. Епле мухтанмăн-ха вĕсемпе, епле хăпартланмăн ?
Источник: "Культура"