Управление по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра пултар анла сул та сут уяв

19 марта 2008 г.

                  Умра  пултăр  анлă  çул  та  çут  уяв.

 

    Çурхи   кунсем  çитрĕç,хĕвел  те  ытларах  курăнкалать,кăмăл-туйăм  çĕклентерет.Пирĕн  район  çыннисен  шухăш-кăмăлĕ  вара  тепĕр  3  уйăхран  çывхарса  килеекен  пысăк  уявсемпе  çыхăннине  пĕлтерсе  кулленхи  пурнăçра  та ,вырăнсенче  те  кун  пирки  тăтăшвх  калаçни  сисĕнет.

      Çу  уйăхĕнче  Чăваш  Республикинче  хăвăрт    утас  енĕпе  Тĕнче  чемпионачĕ  иртересси,хамăр  районти  паллă  ентеĕмĕр,чăвашсем  хушшинчи  пĕрремĕш  прфессор,историк,этнограф,чăвашсен  пĕрремĕш  «Хыпар»  хаçатне  йĕркелекенĕ  Н.В.Никольский  çуралнăранпа  130  çул  çитнине  паллă  тăвасси,Республика  куне  хамтра  иртересси  те  пирĕн  ума  пысăк  ĕçсем  кăларса  тăратаççĕ.Паллах.аякран  килекен  хăнасене  те.хамăр  халăха  та çав  кунсенче  чăн-чăн  пысăк  уяв  пулни  палăртăр  тесен  сăмаха  калаçни  кăна  çителĕксĕр.паянхи  кун  тĕлне  район  шайĕнче  малтанах  палăртса  хăварнĕçсем  пулса  пыраççĕ  темелле.Унсăр  пуçне  пирĕнтен  кашни  çав  уявсене  пуянлатма  хамăртан  мĕн  килнине  шута  илсе  ĕçсене  вăйлатмалла.Калăпăр,ялсенчи  пĕвесем  çинче,çулсем  хĕрринче  хуçăлса  ỳкнĕ  йывăçсем  выртаççĕ,шыв-шур  вăхăчĕ  çитиччен  хăвăртрах  тасатмалла  вĕсене,хуçăлнă  картасене   юсаса  илемлетме  материалсем  хатĕрлемелле  пỳрт  умĕнчи  картара  лартма  çак  кунсенчех  ĕрлĕ  чечек  вăррисем  акса  калча  ỳстерсе  хатĕрлемелле.Пушă  вăхăтпа  туллин  усă  курса  тĕрлĕ  ал  ĕçĕсен  выставкисене  хутшăнма  хатĕрленмелле  тата  ытти  те.

       Палах,хамăрăха  тирпей-илем  кĕртнисĕр  пуçне  пирĕн ,культураĕçченĕсен,учительсен  тат  ытти  отрасльте  ĕçлекенсен  те ,пĕр  пулса  илемлĕ  юрă-ташă та  хăнасем  умне  кăларма  хатĕрлерленсе  çитмелле.Сав  хушăрах  хамăр  районти  3  музейăн  фончĕсене  те  пуянлатма  пулăшмалла.Хамăр  тăрăхри  ватă  çынсенчен  ыйтса  пĕлсе  çырса  юлмалли  те  чылай.

        Тен,пирĕн  тăрăхра  çуралса  ỳснĕ, паян  республика  тулашĕнче  пурăнакан  предпринимательсем,пурнăçра  пысăк  ỳсĕм  тума  ĕлкĕрнĕ  çынсем  те  пире  уява  хатĕрленме  пулăшас  кăмăлсене  тупĕç,хăйсем  çинчен  манманшăн  савăнĕç.Сырăр,шăнкăравлăр,йыхравлама  та  ан  манăр  вĕсене.

      Çавăнпа  уява  тивĕçлипе  кĕтсе  илме  сире,хисеплĕ  ентешсем,ырлăх-сывлăх,вăй-хăват  сунса  чĕнсе  калатăп.Тăрăшар-ха,тимлер,тăвансем.уява сутатма тăрăшар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика