Управление по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.В.Никольские халласа

02 апреля 2008 г.

 

              Кăçал май  уйăхĕн  19-мĕшĕнче  пирĕн  паллă  ентешĕмĕр,чăвашсен  пĕрремеш профессорĕ, «Хыпар» хаçата йĕркелесе яраканĕ Н.В.Никольский çуралнăранпа 130 çул çитет.

            Çак ятпа Уйкас-Янасал ял тăрăхĕнчи Н.В.Никольскиймузейĕн ĕçченĕсем районти шкул ачисене викторинăна хутшăнма ыйтаççĕ.

             Викторинăна  хутшăнакансен  хуравсене  çак  адреспа  ярса  памалла:

              Муркаш  районĕ,Ваççкасси  ялĕ,Ленин  урамĕ,1 «в» çурт,Н.В.Никольский  музейĕ. «Паллă  ентешĕмĕре  халаалласа» викторина.

              Викторинăна  хутшăнакансен  хуравĕсене  ака  уйăхĕн  30- мĕшĕччен  йышăнаççĕ.Хăвăр хăш  ялта  пурăннине,мĕнле  шкулта  вĕреннине, клане  тата  хушаматăра,ятăра  сырса  яма  ан  манăр!

               1,2,3-мĕш  вырăн  йышăннисене  дипломсемпе  сумлă  парнесем  кĕтеççĕ.Хуравсене  туллинрех  çырса  парсан  аван  пулмалла.Палăрнă  ачасене  çу  уйăхĕн  19-мĕшĕнче  Н.В.Никольские  халалланă  пысăк  уявра  Сосновкăри  вĕрентỳпе  культура  центрĕнче  чыслаççĕ.

               Викторина  ыйтăвĕсем:

                1.Н.В.Никольский  ашшĕ  тата  амăшĕ  мĕн  ятлă,камсем  пулнă  вĕсем?

                2.Н.В.Никольский  Иван  Яковлевичран  миçул  кĕçĕн?

                3.Миçе  ачаллă  çемьере  ỳснĕ  пирĕн  паллă  ентешĕмĕр Н.В.Никольский?

                4.Н.В.Никольский  «Хыпар»  хаçата  хăçан  йĕркелесе  янă?

                5.Хусан  кĕпĕрнин  земство  председателĕ  пулма  Никольские  хăш  çулта  суйланă?

                6.Миçе  аслă  пĕлỳ  илнĕ  Н.В.Никольский?

                7.Кỳршĕри  Мари  Республикинче  кам  пулса  ĕçленĕ  пирĕн  ентеш?

                8.Н.В.Никольский  тĕрлĕ  музыка  хатĕрсемпе  вылянă,хăшĕ  вĕсенчен  унан  юратнă  музыка  инструменчĕ  пулнă?

                 9.СССР  Вĕрентỳ  министерстви  Н.В.Никольские  хăш  çулта  истории  наукисен  докторĕ  ят  панă?

                 10.Н.В.Никольский  «Юмахсем»  кĕнекене  миçемĕш  çулта  пичетлесе  кăларнă? 

 

 

                   

   

                                                                              

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика