25 мая 2013 г.
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов ертсе пыракан ушкăн Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи вĕренÿпе культура центрĕнче пулчĕ. Унпа паллашнă май Сергей Владимирович кунти пурлăх базипе те, штатпа те кăсăкланчĕ.
Шкулпа ял библиотекине пĕрлештернĕ. Кунта пĕр çын ĕçлет. Шкул ачисемпе аслă ăрури çынсене тивĕçтерме библиотекăн условисем çителĕклĕ. Электрон картотекăна ĕçе кĕртейменччĕ, çавăнпах министр çумĕн сĕнĕвĕ те ăна çитес вăхăтрах туса çитермеллипе пулчĕ.
Шкул директорĕ И. Федотова пĕлтернĕ тăрăх 198 ача вырнаçтарма пултаракан шкулта паян 69 ача вĕренет, 13 педагог. Учительсен вăтам ĕç укçи 10 пин тенкĕне яхăн. Министр çумĕ çак цифра сайтра пуррипе кăсăкланчĕ. «Ку уçă информаци пулмалла, ăна çынсем сайтра курма пултарччăр», – терĕ. Ĕç укçине тÿлемелли фондпа та интересленчĕ. Сăмах учительсен ĕç укçине регионти экономикăри вăтам ĕç укçипе танлашмалли çине куçрĕ. Çулталăк вĕçне çак цифра 19 пин тенкĕрен иртмелле. Пирĕн районта вара ĕç укçине ÿстерессипе ахаль те ĕçсем кал-кал пымаççĕ, мĕншĕн тесен вĕренÿ учрежденийĕсен сечĕ анлă, ачасем сахал. Акă ку шкулта та ачасем сахаллине пула шкулăн тăкакĕсем те пысăкрах. Директор пĕлтернĕ тăрăх хĕллехи сивĕре «ăшăшăн» уйăхра 50–60 пин тенкĕ таранах тÿлеме тивет мĕн. С. Кудряшов пысăк тăкаксем вĕренÿ пахалăхĕ çине витĕм кÿнине те асăрхаттарса хăварчĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе С. Никифоровăпа тата шкулти учительсемпе ирттернĕ калаçу информаци кунĕн темисемпе пулчĕ. Министр çумĕ республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ, район администрцийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова – районти лару-тăрупа. Каласа хăвармалла, пирĕн районта кăçал ачасен сывлăхне çирĕплетме тата канăвне йĕркелеме 7 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çуллахи вăхăтра акă Сосновкăри тĕп шкулта та виçĕ лагерь уçма хатĕрленеççĕ – спортпа сывлăх тата икĕ профиль лагерьне. Ытларах 1–5 классене явăçтарассине пĕлтерчĕç.
Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн кунти ачасем малалла ăçта вĕреннипе те кăсăкланчĕ С. Кудряшов. Ытларахăшĕ техникум-колледжсене çул тытать мĕн, пĕчĕк пайĕ – ытти шкулсенчи аслă классене. Республикăра хальхи вăхăтра ĕç профессине алла илнисем çителĕксĕрри пирки, районта 9 класс хыççăн ачасем шкултан йышлăн кайни те тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме хистет. Акă пĕр 10–15 çул каярах тăххăрмĕшсен 10 проценчĕ майлă хулана вĕренме кайнă пулсан, халĕ – 40 процента яхăн. Тĕп сăлтавĕ 11 класс хыççăн пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытассипе çыхăннă.
Çынсене пушар тата шыв çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки сăмах пуçарсан министр çумĕ ку ыйтусемпе ял тăрăхĕпе шкула тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ. Акă нумаях пулмасть Канаш районĕнче велосипедпа ярăннă вăхăтрах 6 çулхи ача шыва путса вилнĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ ачасене ытларах кирлине манмалла мар. Лагерьсене илес пулсан унта канакансене пысăк пĕвесенче ишме чарнă, лагерьсен ытларахăшĕн хăйсен бассейнсем пур.
Муркашра халĕ ача сачĕ тăвассипе реконструкци ĕçĕсем пынипе те паллашрĕ ушкăн. Эпир çитнĕ вăхăта кунта ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ фасад юсаса çĕнетессипе тимлетчĕ. Анчах та ĕçсем палăртнинчен чылай кая юлса пыраççĕ. Пире кĕтсе илнĕ прораб, шел пулин те, нумай ыйтупа конкретлă хуравсем параймарĕ, директор вара каллех çукчĕ.
Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çултан аслăрах ачасен черечĕсем пулмалла мар пирки çирĕппĕн калать, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнченпе – ача-пăча сачĕсенче черетсем пачах та пулмалла маррине асăрхаттрать. Кун пек хăвăртлăхпа ĕçлесен Муркашра черет çухаласси иккĕлентерет.
Н. Николаева.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"