Управление по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мирлĕ пурнăçри паттăрлăх

07 октября 2009 г.

 

Паттăрсем çуралмаççĕ, вĕсем кулленхи пурнаçра палăраççĕ. Çакна эпир татăшах куратпăр. Иртнĕ çу кунĕсенче кунашкал тĕслĕх Уйкас Янасал ял тарахĕнчи Купăрляра та пулса иртрĕ.

Купăрляри сĕт ферминче выльăх пăхакан 48 çулхи Г. Никаноров кăнтăр иртни 3 сехетре ĕçе тухса утать. Çул ял пĕви патĕнчен иртет.

Çакăнта çитсен арçын пĕве хĕрринче катамаран çине ларма пикенекен пĕчĕк ачасем тăрмашнине асăрхать. Унччен те пулмасть, вĕсем кăшкарса пулăшма чĕннине илтет те унта чупать. Вал çитнĕ çĕре шыва кĕрсе укнĕ ача куçа курăнмастчĕ ĕнтĕ. Кашни çеккунчĕ шутра. Г. Никаноров ним шутласа тăмасăр шыва сикет. Ачана шыраса тупса çырана илсе тухать. Шăпăрлансене куршĕри медсестрана чĕнме хушса ачана пирвайхи пулăшу парать. Тав Турра! Август уйахĕнче 4 çул тултармалли Дмитрий Ми­хайлов куçне уçать, сывласа ярать. Паян 4 çулхи Дима ача садне çỳрет, Геннадий Владисла­
вович Никаноров çăлавçă вара кулленех тăван хуçалăх эко
номикине вайлатассишĕн Ильич яч. хис. хуçалахăн сĕт фер­
минче вăй хурать. Ảна та тивĕçлĕ награда парасса шанат­пăр.

        А. БЕЛОВ.

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика