Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » Ветерансен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ

18 сентября 2018 г.

17 сентября 2018 г.

Иртнĕ ытларикун Шĕнерпуç ял хутлăхĕн администрацийĕнче ветерансен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта асăннă Канашăн халиччен туса ирттернĕ ĕç-хĕлне пăхса тухрĕç. Отчетпа Н.Васильев председатель тухса калаçрĕ. Ветерансен Канашĕ çумĕнче 5 комисси ĕçлет. Палăрăмлăрах ĕçсен шутĕнче çаксем пулчĕç, Хурапха тата Чураш ялĕсенче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене тĕпрен юсассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ, 79 çынна "Вăрçă ачисем" асăну медалĕ панă. Çавăн пекех ветерансем культурăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсене активлă хутшăннине те палăртса хăварчĕç. Нумайăшĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕрлĕ конкурс-фестивальсене тухса çỹреççĕ. В. Афанасьев тата В. Петров вара районти шашкăпа шахмат ăмăртăвĕсенче пĕрре мар призерсем пулса тăнă. Ветерансене ялсене тирпей-илем кĕртесси те канăç памасть. Çỹп-çапа ялтан илсе тухасси çинчен те калаçрĕç вĕсем. Ларура çĕнĕ председатель суйлас ыйтăва та хускатрĕç. Халăх ыйтнипе ветерансен Канашне ертсе пыма ку хутĕнче те Н. Васильевах шанчĕç. Юлашкинчен Николай Федорович пухăннисене пĕр шухăшлă пулса кирек мĕнле ĕçе те йышпа пурнăçласа пынăшăн тав турĕ.

А.КУЗЬМИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика