Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам лайăхрах юрлать

07 октября 2017 г.

Пирĕн районта йăлана кĕнĕ "Чыс та мухтав аслă ăрăва!" уйăхлăх пырать. Ун йĕркине пăхăнса, районти Культура тата туризм çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри "Хорсен пултарулăхĕ" конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта 11 халăх пултарулăх коллективĕ (вокал ушкăнĕ) хутшăнчĕ. Аса илтерер, çак конкурса "Раççей пенсионерĕсен Союзĕ" обществăлла организаци пуçарса янă. Конкурса хутшăнакансене çỹлерех асăннă организацин районти уйрăмĕн председателĕ Р.Ракова саламларĕ. Хорсем Раççей тата Чăваш Ен композиторĕсен Тăван çĕршыв, тăван тавралăх çинчен çырнă тата халăх, кĕреке юррисене шăрантарчĕç. Конкурс виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Ун хыççăн çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. Вĕсен шутне Аксаринти Культура çурчĕ çумĕнчи "Туслăх " вокал ушкăнĕ, районти Культура тата туризм çурчĕ çумĕнчи чăваш юррин халăх хорĕн ансамблĕ, Шуршăл ял тăрăхĕн "Çутă çăл" ансамблĕ кĕчĕç. Палăрнисене Хисеп хучĕсем тата парнесем парса чысларĕç. Мероприяти ирттерме Cĕнтĕрвăрринчи çăкăр завочĕ, С.Раков уйрăм предприниматель, "Нам-ЭКО" тулли мар яваплă общество пулăшнине палăртмалла. "Туслăх " вокал ушкăнĕ вара район чысне республикăра хỹтĕлеме тивĕç пулчĕ. Р.НИКОЛАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика