Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕннине нумай пĕлчĕç

23 сентября 2017 г.

Виçĕмкун районти культура ĕçченĕсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Малтанах библиотекăпа культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен пĕрлехи канашлăвĕ пулчĕ, ун хыççăн пухăннисем уйрăм секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Семинарăн пĕрлехи пайне районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Т.Хамидуллина уçрĕ. Вăл "çуллахи каникул" хыççăн культура работникĕсене ĕçе активлă кỹлĕнме чĕнсе каларĕ. Татьяна Анатольевна районти мĕнпур культура учрежденийĕсен Хăрушсăрлăх паспортне хатĕрлемеллине пĕлтерчĕ, хĕллехи тапхăра хатĕрленес ыйтăва та хускатрĕ. Пухăннисен умĕнче "Раççей пенсионерĕсен Союзĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Р.Ракова тухса калаçрĕ. Роза Николаевна Ватă çынсен кунне халалланă уйăхлăх пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен пырĕ. "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх ертỹçи А.Кузнецов культура ĕçченĕсене ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă юбилее чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулине хăнана чĕнчĕ. Библиотекарьсем хăйсен секцийĕнче тĕрлĕрен ыйтусем сỹтсе яврĕç. Комплектовани секторĕн заведующийĕ О.Муравьева, сăмахран, район территорийĕнчи нацисем хушшинчи хутшăнусем çинчен тата экстремистла литературăпа ĕçлессин уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕ. Тĕп библиограф Т.Борзунина район энциклопедине хатĕрлес ĕç мĕнле пынине тĕплĕн тишкерсе тухрĕ, информаци пухас енĕпе кашни ял хутлăхĕ мĕнлерех ĕçленине палăртрĕ. Юлашкинчен М.Васендина библиотекарь экстремизмпа çыхăннă информациллĕ сайтсене чарса лартмалли программăсемпе паллаштарчĕ. Библиотека ĕçченĕсем çак семинарта çĕннине, малашне ĕçре усă курма кирлине нумай пĕлчĕç.

М.ЕРИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика