Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Поле чудес" передачăна хутшăннă

04 сентября 2017 г.

"Кунер" халăх фольклор ушкăнне пирĕн республикăра кăна мар, ытти регионсенчи пултарулăх коллективĕсем те аванах пĕлеççĕ. Ара, кунерçĕсем хăйсен программипе таçта çитсе, такампа та паллашма, куракансене хăйсен ăсталăхĕпе тыткăнлама ĕлкĕрнĕ-çке. Ку çеç те мар-ха, сенкер экран çинче те вĕсен илемлĕ тумĕсемпе уçă сассине анлă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пĕрре мар пăхса киленчĕç. Сăмахран, 2010 çулта ЮТВ телеканал вĕсен пултарулăхне "Таланты земли чувашской" передачăра туллин уçса панăччĕ. 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче Анна Чипманăн "Жить вечно" РЕН ТВ ỹкернĕ документлă фильмра та сăнланнăччĕ пултаруллă коллектив. Çав çулах, чỹк уйăхĕнче, НТВ канал хатĕрленĕ "Чудо техники" передача урлă та паллашрĕ кунерçĕсемпе Раççей халăхĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш наци телевиденийĕн "Эх, юррăм, янăра!" передачинче те çак коллектив илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ, халăхăмăрăн авалхи йăли-йĕркине кăтартса пачĕ. Çичĕпỹрт ялĕнчи юрă ăстисен сасси Раççейĕпех сарăлчĕ, тăван республикăран инçе пурăнакан чăвашсем патне те çитрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем "халăх коллективĕ" ята тивĕçнĕ. Выртан каска мăкалнă, çỹрен каска якалнă тенешкел, пуррипе çеç çырлахмасть, пĕр вырăнта лармасть "Кунер" ушкăн. Нумаях пулмасть "Поле чудес" программăна ỹкернĕ çĕре чĕнсе ячĕç вĕсене. Кун пекки районта та, республикăра та халиччен пулманччĕ! Уйрăмшар юрăçсем темиçе те хутшăннă-ха унта, анчах фольклор ушкăнĕ пысăк йышпа кайни пулман. Иртнĕ вырсарникун пĕрремĕш канал студийĕнче фольклор коллективĕ анат енчи чăвашсен хăна юррине пур кăмăлтан шăрантарчĕ, такмаксем каласа чăваш ташши ташласа пачĕ. Ку ĕнтĕ передачăна йĕркелекенсене те, куракансене те савăнăç кỹчĕ, кăмăлĕсене çĕклерĕ. Кунерçĕсемшĕн те çакă, 15 минутлă кĕске вăхăт пулин те, ĕмĕр асра юлчĕ. Фольклор ушкăнĕн архив çỹпçине тепĕр 2 сăнỹкерчĕк пуянлатрĕ. Ку хутĕнче - Леонид Якубович телеведущипе тата Белоруссирен пынă юрă коллективĕпе пĕрле тунă сăнỹкерчĕксем. "Кунер" халăх фольклор ушкăнне Мускава кайса килме спонсорла пулăшу параканĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, район Пухăвĕн депутачĕсем, А.Афанасьев тата П.Демьянов пулнине те асăнса хăварас килет. Вĕсен ырă пулăшăвĕ коллектив ĕмĕтне пурнăçлама май туса панине ырламаллах ĕнтĕ. Хисеплĕ вулакансем, эпир сирĕнпе çичĕпỹртсем хутшăннă "Поле чудес" передачăна сенкер экрансем çинче авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче пăхма пултаратпăр. Н.КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика