Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем ĕççипе кăсăкланчĕç

19 августа 2017 г.

Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников пуçарнипе районти агропромышленнăç ветеранĕсен Совечĕн пайташĕсем (председателĕ - Н.Михайлова) хуçалăхсенче тырпул пуçтарас ĕç епле пынипе паллашрĕç. Вĕсемпе пĕрле Анатолий Аркадьевич хăй тата район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Васильев çỹрерĕç. Ветерансен ушкăнĕ Шĕнерпуç ял тăрăхĕн уйĕнче пулса курчĕ. Кунта "Авангард" - "Цивильский бекон" тулли мар яваплă обществăн 7 комбайнĕ кĕрхи тулă пуçтаратчĕ. Хăнасене "Авангард" тулли мар яваплă обществăн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Курчаткин, "Цивильский бекон" тулли мар яваплă обществăн директорĕ Ю.Федотов кĕтсе илчĕç. Вĕсем ветерансене тырпул тухăçĕ пысăк - кашни гектартан 40 центнер - пулни çинчен пĕлтерчĕç. Çавăн пекех АПК ветеранĕсем М.Тагеев хресченпе фермер хуçалăхĕнчи çурхи пĕрчĕллĕ культурăсемпе (тулă тата урпа) паллашрĕç. Вĕсем çакăн пек "çулçỹревшĕн" район администрацийĕн тата асăннă предприятисен ертỹçисене тав турĕç.

О.ГУСАРОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика