Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян тунă ĕç - малашлăх никĕсĕ

08 февраля 2016 г.

Халĕ районта хутлăх администрацийĕсем пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетнипе çыхăннă пухусем иртеççĕ. Кун пек пухусем Шуршăл, Чăнкасси ял хутлăхĕсенче пулчĕç те ĕнтĕ. Иртнĕ юнкун вара пĕлтĕрхи ĕçе Шĕнерпуç тăрăхĕнче пĕтĕмлетрĕç. Халăх каçалапа ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула пуçтарăнчĕ. Пуху пуçланас умĕн вырăнти "Шĕнер" фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи çамрăксен улахĕ епле иртни çинчен юрăсемпе тата ташăсемпе пуян кулăшла инсценировка кăтартрĕ. Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Борисов, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев, культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Э.Упракина, Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчен суйланнă район Пухăвĕн депутачĕ С.Архипов, районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ В.Уланкова, Раççей Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ М.Маренина, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Л.Николаева, пушар хуралĕн патшалăх инспекторĕ А.Сапожников, районти ВДПО уйрăмĕн председателĕ В.Семенов, Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ тата Район пухăвĕн депутачĕ Р.Почемов, Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Мясников, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн полици участокĕн уполномоченнăйĕ А.Андреев, Шĕнерпуç ял хутлăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тĕп докладпа Шĕнерпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Кириллов тухса калаçрĕ. Вăл хутлăхăн иртнĕ çулти бюджечĕн тупăш тата тăкак статйисем епле пурнăçланни çинчен каласа кăтартрĕ, хăйĕн сăмахне нумай цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Паллах, ял хутлăхĕ хăйĕн тупăшĕпе тăкаксене саплаштараймасть. Пĕлтĕр бюджетран 80 процент таран дотаци илнĕ. Тупăшĕ (862 пин тенкĕ) вара вырăнти налуксен шучĕпе, çĕре арендăна панипе тата ытти майсемпе пуçтарăннă. Нумай укçа çулсене йĕркелĕхре тытса тăма, урамсене каçсенче çутатма тухса каять. Ял хутлăхĕнче социаллă программăсем ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул икĕ çемьене (Елкинсене тата Андреевсене) çурт тума е хваттер илме укçан пулăшу панă. Шĕнерпуç ялĕнче авариллĕ çуртсенчен куçармалли республика программипе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ хăтлă çурт туса лартнă. Владимир Витальевич ума лартнă тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Пушă выртакан çĕрсене "ĕçлеттересси" ял хутлăхĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Кăçал уйрăм çынсен участокĕсене пурне те йĕркене кĕртсе çитермелле, усă курманнисене хутлăхăн балансĕ çине каялла тавăрмалла. Патшалăх енчен те саккунсем çирĕпленсех пыраççĕ, çĕре пушă вырттаракансене малашне пысăк штрафсем кĕтеççĕ. В.Кириллов Шĕнерпуçĕнче канализаци ыйтăвĕ çивĕч пулнине те палăртрĕ. Кăçал ăна татса парассипе çине тăрса ĕçлеме лекет. Тепĕр тĕллев - Çичĕпỹрт ялĕнче шыв пăрăхĕсем хывасси. Кунта халăх кулатасенчи шывпа усă курать. Шăрăх çу кунĕсенче вара кулатасем типсех лараççĕ. "Кăçал ку ыйтăва татса парас шанăç пур", - пĕтĕмлетрĕ Владимир Витальевич. Ун хыççăн халăх умне район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем, специалистсем тухса калаçрĕç. Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева районти вĕрентỹ системинчи лару-тăру çинчен каласа кăтартрĕ. Шĕнерпуçĕнчи шкула илес пулсан, кунта халĕ лайăх условисем, çуртăн пур чỹречине те пластикрен тунисемпе улăштарнă, ăшă туалетсем, вĕри шыв пур. Шел те, шкул автобусĕ кивĕрех, час-часах çĕмĕрлет.Ун вырăнне малашне çĕнĕ "Газель" туянасшăн. Шĕнерпуçĕнче "Родничок" ача сачĕ ĕçлет. Вăл уйрăм çуртра вырнаçнă. Ăна тытса тăма тăкаклă пулнине палăртрĕ Светлана Витальевна. Çавăнпа та малашне ача садне шкулпа пĕрлештересси куçкĕрет. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Л.Николаева районти тата Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Сăмахран, çуралнă ачасен шучĕ ку тăрăхра вилнĕ çынсен хисепĕнчен ытларах. Кун пек тĕслĕх районта урăх çук. Çитес çулсенче шкула пĕрремĕш класа пыракан ачасен шучĕ самаях ỹсĕ. Шĕнерпуç тăрăхĕнче пĕлтĕр 2 пушар пулнă. Кун пирки пушар хуралĕн патшалăх инспекторĕ А.Сапожников пĕлтерчĕ. Районта вара иртнĕ çулта "хĕрлĕ автан" 34 хут сиксе тухнă. Чи пăшăрхантараканни - асăннă пушарсенче 6 çын вилни. Кун пек нумай çухату иртнĕ çулсенче пулман. Час-часах инкек çынсем хăйсем асăрхануллă пулманран сиксе тухать. Александр Валерьевич мунча кăмакисене, çутçанталăк газĕпе ĕçлекен кăмакасемпе тĕтĕм шăтăкĕсене, мăрьесене тĕрĕс тума (çак ĕçсене лицензи пур специалистсен çеç тума юрать), электропроводкăна тĕрĕс сыпăнтарма тата вăхăтра çĕнетме, электрооборудование тĕрĕс ĕçлеттерме, хăрушсăрлăх автоматикипе усă курма чĕнсе каларĕ. Çурхи тата çуллахи вăхăтра çурт çывăхĕнчи çỹп-çапа, типĕ курăка тасатса тăма кирлине те аса илтерчĕ пушар хуралĕн инспекторĕ. Çак темăнах ВДПО уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Семенов тăсрĕ. Вăл пушар сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель) тата пушар тухнине пĕлтерекен хатĕр (извещатель) кашни килтех пулмалла терĕ. Шел те, çак асăннă хатĕрсем хаклă тăмаççĕ пулин те районти халăх вĕсене туянасшăн мар. Район Пухăвĕн депутачĕ С.Архипов Шĕнерпуç шкулĕнче лайăх вĕренекенсене извещательсем туянса парса хавхалантарма сăмах пачĕ. Полици участокĕн уполномоченнăйĕ А.Андреев Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи криминаллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пĕлтĕр кунта, виçĕмçулхипе танлаштарсан, тунă преступленисен шучĕ чакнă. Йывăртараххисенчен вара виççĕшне палăртма пулать. Иккĕшĕ çын пурлăхне вăрлассипе, тепри çул çинче пулнă аварипе çыхăннă. Александр Анатольевич килте тунă сăмакун сутакансем пулсан тỹрех полицие пĕлтерме ыйтрĕ. Преступление, пушара тата ытти кĕтменлĕхсене пула йывăрлăха лекнĕ çынсем "112" телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Кун пек чух никама та инкекре хăвармĕç. Раççей Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ М.Маренина кăçалтан пенси системине кĕнĕ улшăнусене палăртрĕ. Уйрăмах пенсие индексаци туни çинче чарăнса тăчĕ. Çитес çулсенче страховани пенсийĕ илме ĕç стажĕ 6-15 çултан кая пулмалла мар. Кăçалччен вăл 5 çул пулнă. Малашне страховани пенсийĕ илме паракан ĕç стажĕ çултан-çул ỹссе пыма пуçлать. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев районта тĕштырă, çĕрулми çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннă кăтартусем çултан-çул лайăхланса пынине палăртрĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, кашни ĕнерен 5300 литр сĕт суса илнĕ. "Нам-ЭКО" ОООра çак кăтарту 6240 литр пулнă. Районта пушă выртакан çĕрсене те çултан-çул пусă çаврăнăшне кĕртсе пыраççĕ. Малтан Шĕнерпуç ял хутлăхĕнче те пушă выртакан çĕрсем нумайччĕ. Халĕ вĕсене "НамЭКО" ООО, Л.Архипов, А.Соловьев фермерсем тупăшлăн "ĕçлеттереççĕ". Çав вăхăтрах ялти халăх сахалтарах выльăх-чĕрлĕх тытма пуçланине пĕлтерчĕ Владимир Варсонофьевич. Сăмахран, Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи уйрăм хуçалăхсенче 178 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вăл шутра - 116 ĕне) шутланать. Сысна шучĕ вара 8 çеç! Паллах, ялти халăх ĕçрен писсе пынине пĕлтерет çакă. Тен, патшалăх енчен те пулăшу сахалтарах. Пухăва пынисенчен нумайăшĕ пуçтаракан сĕтĕн кашни литрĕшĕн 16 тенкĕ çеç тỹлени питĕ сахал тесе палăртрĕç. Ытти районсенче 22 тенкĕ таранах тỹлеççĕ. Çакна В.Васильев сĕт пуçтаракансем хушшинче конкуренци çуккипе çыхăнтарчĕ. Килти выльăхсене вăхăтра прививка тумаллине районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ В.Уланкова ăнлантарчĕ. Прививка туни выльăхран çынна ерекен чирсенчен сыхланма май парать. Вера Леонтьевна йытăсене те урама ирĕклĕн кăларса яма юраманнине аса илтерчĕ. Вĕсене хуçасăр йытăсенчен тата тилĕсенчен уртаракан чир лекме пултарать, кун пек йытăсем çыртсан çын та чирлесе каять. Район Пухăвĕн депутачĕ Р.Почемов ялсенче çулсене юртан тасатнă чух лавккасем патне илсе пыракан çулсене те тасатма ыйтрĕ. Вĕсене вăхăтра тасатманни ялти халăха чи кирлĕ таварпа (вăл шутра çăкăрпа) тивĕçтерме чăрмантарать. "Суту-илỹ точкисем райпона çеç мар, ытларах ялти халăха кирлĕ", - тесе палăртрĕ Радим Вячеславович. Халăх умĕнче ыттисем те тухса калаçрĕç. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Борисов пĕтĕмлетрĕ, иртнĕ çул районта туса ирттернĕ ырă ĕçсене асăнса хăварчĕ, шĕнерпуçсене пурнăçра активлăрах пулма чĕнсе каларĕ. Пуху вĕçĕнче район администрацийĕн ĕçченĕсем тата специалистсем халăхăн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Çынсене урамсене юртан тасатассипе (уйрăмах Чĕнер ялĕ пирки çивĕч калаçу пулчĕ), каçсенче урама çутатассипе çыхăннă тата ытти ыйтусем хумхантарчĕç. Юлашкинчен ял активисчĕсене район тата Шĕнерпуç ял хутлăхĕсен администрацийĕсен Хисеп тата Тав хучĕсене парса хавхалантарчĕç. Вĕсен шутĕнче - 75 çулхи В.Петров, Э.Иванова учитель, "Шĕнер" фольклор ушкăнĕн членĕ Р.Кузьмина. Культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Э.Упракина "Сурхури хĕлхемĕ" конкурса хутшăннă Шĕнерпуç шкулне, ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсене Хисеп хучĕ, ялти библиотека ĕçченĕсене Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ. "Манăн çурт" номинацире палăрнă Л.Терентьева та Хисеп хутне тивĕçрĕ. Пухăва пуçтарăннисем "Шĕнер", "Кунер" фольклор ушкăнĕсен, шкулти ачасен ташă коллективĕн концерт номерĕсене пăхса савăнчĕç. И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика