Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлура - çулсем тăвас пирки

25 июля 2015 г.

Çак кунсенче район территорийĕнче çулсем тăвас ыйтупа çыхăннă канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев, Сĕнтĕрвăрринчи ДРСУ директорĕ Д.Михайлов, "Автосервис" ООО представителĕсем, хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ятарлă постановленийĕ тăрăх, пирĕн районти 4 ял хутлăхĕнче çĕнĕ çулсем тума палăртнă. Кукашни ял хутлăхĕнче, сăмахран, Кукашни, Юрьевка тата Пĕчченхыр ялĕсене çыхăнтаракан çул пулĕ (тăршшĕ 1978 метр). Шĕнерпуç ял хутлăхĕнче Çичĕпỹртри Кузнечная урамра 800 метр тăршшĕ çул хывĕç. Хуракасси ял хутлăхĕнчи Нарат Чакки урамĕсенче 720 м тăршшĕ çул тума палăртнă. Мĕшĕл ялне те аслă çулпа (1340 метр) çыхăнтарĕç. Канашлăва хутшăнакансем техника документацине пăхса тухрĕç, тумалли ĕçĕн срокĕсене палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев плана кĕртнĕ ĕçсене муниципаллă контрактсене пăхăнса палăртнă вăхăтра пурнăçлама кирлине тепĕр хут аса илтерчĕ. И.ЛЬВОВ

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика