27 июня 2007 г.
Кашни çын хăй пурнăçĕнче чуна çывăх професси суйласа илме тăрăшать. Кайран ĕмĕр тăршшĕпех юратнă ĕçре тимлет. “Нива” ЯХПК-ри тĕп бухгалтера, Зоя Викторовна Вороновах, илер. Кăçал вăл шут ĕçне тытăннăранпа 27 çул çитрĕ, вĕсенчен 4 çулне тĕп бухгалтерта тăрăшать.
З.В.Воронова (хĕр чухнехи хушамачĕ Быкова) Хăмаркка ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Улатăрти бухгалтерсене хатĕрлекен техникумра куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Çав хушăрах хуçалăхра секретарь-машинистка пулса ĕçленĕ. Унтан ăна бухгалтер ĕçне шанса параççĕ. Çавăнтанпа паянхи кунччен вăл шут ĕçĕнче тăрăшать, хăй тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлать. Бухгалтер ĕçĕ вара пĕрре те çăмăл мар, пĕтĕмпех вăхăтра шутламалла, документсемпе чылай ĕçлемелле.
Зоя Викторовна çемьеллĕ. Турхан ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ ĕнтĕ шкул пĕтернĕ, ĕçлеççĕ. Ывăлĕ, Алеша, тăван хуçалăхра тăрăшулăхпа палăрнăшăн ЧР Президенчĕн ятран паракан стипендине илсе тăрать, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕвне ÿстерет.
“Юратнă ĕç, çемье, юлташсем пурри пурнăçра ÿсĕмсем тума вăй-хал параççĕ”, - терĕ З.В.Воронова сыв пуллашнă май.
Источник: "Пирěн пурнăç"