06 июня 2007 г.
Шанчăк паракан хуçа
“Çĕр çынни пулмах çуралнă”, - теççĕ тепĕр чухне ваттисем ĕçчен çыннăн пултарулăхне курсан. “Нива” ЯХПК-ан ертÿçи В.И. Мурайкин пирки те çавнах каламалла. Тăван хуçалăх кăтартăвĕсем куç умĕнчех чакса, пĕтсе пыни, ял çыннисем малашлăха ĕненме пăрахни хытах шухăшлаттарнă, пăшăрхантарнă ăна. Район пуçлăхĕ А.И.Криков ĕçлес кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăка вара, пĕр çул çурă каялла, “Нива” кооператива ертсе пыма шаннă. Хуçалăхăн пурлăхпа техника бази, кивĕрех пулин те, пур. Ăна çĕнетсе пымалла. Ĕçлес шухăшлă ĕç çыннисем те çителĕклĕ. Ытти ĕнтĕ пĕтĕмпех хуçаран килнĕ.
Пуçăннă ĕçе çурма çултан пăрахмаççĕ, лартнă тĕллеве пурнăçлаççĕ. Пĕрремĕш çулах пысăк кăтартусем тумасан та, ÿсĕмсем “Нива” хуçалăхра пурах. Çакă савăнтарать, ертÿçĕне татах тăрăшарах ĕçлеме хистет.
Ÿсен-тăран отраслĕ
Тĕш-тырă енчен илсен 2006 çулта кашни гектартан вăтамран 18 центнер тыр-пул туса илнĕ, малтанхи çул пĕчĕкрех пулнă. Кăçал, ертÿçĕ каланă тăрăх, кĕрхи культурăсенчен 30 центнер таран тухăç илме шутлаççĕ, çуртрисенчен - 20 центнер. Сăмах май, “Нива” хуçалăх ĕçченĕсем кăçалхи çур акине хăвăрт та пахалăхлă вĕçленĕ. Шăтаслăх аван. Хуçалăх пушă выртнă уйсене анлă усă курма тăрăшать, юнашарти панкрута тухнă хуçалăхăн çĕрĕсене те май килнĕ таран арендăна илет, унта тыр-пул ÿстерет. Кăçал çурхи культурăсене кунта 318 гектар акса хăварнă, пĕр çулхисене , выльăх апачлĕх - 40. Кĕр калчисем 273 гектар йышăнаççĕ, нумай çул ÿсекен курăксем 372 гектар сарăлса выртаççĕ. Хальхи вăхăтра кĕр калчисен лаптăкĕсенче çум курăксене пĕтерессипе тимлеççĕ. Ку енĕпе В.В.Макашкин механизатор кашни кун хирте, хăйне шанса панă агрегата тухăçлă ĕçлеттерет, чуна парса ĕçлет. Çак кунсенчех çурхи культурăсене апатлантарма шутлаççĕ. Çав хушăрах пусă уйĕсене сухаласа хăварассипе тăрăшаççĕ. Кăçал “Нива” ЯХПК-ра “иккĕмĕш çăкăра” лартман.
Выльăх-чĕрлĕх - тупăш çăл куçĕ
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлесси те тĕп вырăнта, шăпах вăл-çке тупăш çăл куçĕ. Паянхи куна кунта мăйракаллă шултра выльăхсем 600 пуç ытла, вĕсенчен сумалли ĕнесем 160 шутланаççĕ, лашасем 13. Хуçалăхра утар та ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕпе тĕплĕнрех Л.А.Крыцова зоотехник паллаштарчĕ. Лидия Андреевна тăван хуçалăхра 24 çул ĕçлет, çавăнпах пысăк опыт пухнă çын хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлет. Хуçалăх 2006 çулта, çак тапхăрта, 159 тонна сĕт, 14 тонна аш (чĕрĕ виçепе) туса илнĕ, кăçал çак кăтартусене чылай лайăхлатнă, сĕт кăтартăвĕ - 245 тонна, аш 19 тонна туса илнĕ. Кунта выльăхсен шутне пĕчĕккĕн ÿстерсе пыма шутлаççĕ, çитес çул валли сумалли ĕнесене 180 пуçа çитересшĕн.
Самăртма хупнă выльăхсем талăкра 605 грамм чĕрĕ ÿт хушса пыраççĕ. Ку та лайăх кăтарту. Ĕнесем симĕс курăк çине куçнăранпа кунне 300 литр таран сĕт хăпартнă. Майăн 31-мĕшĕнчен пуçласа ĕнесене плотина хĕрринчи çуллахи лагере куçарнă. Сăмах май, паянхи куна кунти Е.Горшкова, Э.Ямскова, Е.Жукова, А.Ольдикова, М.Храмова дояркăсем тата З.Кошелевапа С.Чернова (вĕсем улăштаракансем) кашни ĕнерен талăкра вăтамран 14 килограмм сĕт суса илеççĕ. Чи пултарулли вара Эльвира Ямскова. Унăн ушкăнри ĕнесем кашни вăтамран 16 килограмм сĕт параççĕ. Ыттисен те кăтартăвĕсем япăх мар. Дояркăсенчен хăшĕсем ĕмĕрĕпех çак ĕçре тимлеççĕ. Акă, Маргарита Храмованах илер, вăл хăйне шанса панă ĕçре 30 çул тăрăшать. Кашни кун фермăна каякан сукмака такăрлатать.
Кĕтÿçĕсен кăмăлĕпе те интереслентĕмĕр, тĕл пулса калаçрăмăр, ĕç условийĕсемпе паллашрăмăр. Ĕне пăхакансене кунта уйăхсерен аш-какайпа, сахăрпа тÿлевсĕр тивĕçтерсе тăраççĕ, кĕркунне вара, каллех, тÿлевсĕр утă-улăм, тырă парса хавхалантарма йышăннă.
Шухăшсем, тĕллевсем...
Ертÿçĕре ĕçлеме никама та çăмăл мар. Йывăрлăхсенчен хăраманнисем вара палăртнă тĕллевсене пурнăçлаççех. В.И.Мурайкин техника бази кивелсе пыни пирки пăшăрханса калаçрĕ, аш, сĕт хакĕ йÿнелни ура хурса пынине, кăмăла хуçнине асăнчĕ. Çапах та утă çи валли çĕнĕ агрегатсем туянас шухăшлă вăл. Тепĕр пысăк ĕç кĕтет кунта. Карăкçырминчи ĕне фермине çĕнĕлле йĕркелесе ярасшăн. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе усă курса çĕнĕ çул валли фермăна реконструкцилесе çитересшĕн. Куратпăр ĕнтĕ, хуçалăх ертÿçин ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Вĕсем ăнăçлă пурнăçланасса шанатпăр. Чуна парса ĕçлекенсем тĕллеве пурнăçлаççех.
Источник: "Пирěн пурнăç"