Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ялăн хăйĕн врачĕ

23 января 2007 г.

Çемье медицинин офисĕсем уçăлнипе, участок терапевчĕсем пĕтĕ­мĕшле практика врачĕн специальноçне алла илнипе районта аслă çулсенчи (взрослый) халăха амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕпе тивĕçтерекен 9 участок йĕркелеме йышăннă. Кашни участок çумне ятарлă врач çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсен участокĕнче пурăнакан çынсен сывлăхĕшĕн яваплă.

Çапла майпа, Хĕрлĕ Чутай салинчи Заводской, Придорожнăй, Октябрьски, Юбилейнăй, Советски, Пионерски, Молодежнăй урамĕсенче тата Çĕнĕ урамăн 3, 4, 5-7-9-11-13-15-17-19-21-23-25-27-мĕш номерлĕ çурчĕсенче, Енкĕлт ялĕнче пурăнакан çынсен сывлăхне пĕрремĕш номерлĕ участокăн врачĕ Светлана Александровна Сидорова пăхса тăрĕ.

Иккĕмĕш участока Хĕрлĕ Чутай салин Ленин, К.Маркс, Комсомольски урамĕсем, Çĕнĕ урамăн 29-31-39-41-43-47-49, 51-53-55-57-61-63-мĕш номерлĕ çурчĕсем, Туктамăш ялĕ кĕрет. Ку участокра пурĕ 1710 çын. Вĕсене медицина пулăшăвĕпе Елена Николаевна Хораськина тивĕçтерет.

Виççĕмĕш участока Елизавета Николаевна Долгова пăхса тăрать. Е.Долгова Хĕрлĕ Чутай салин Гагаринпа Красноармейски урамĕсенчи, Питĕркасси, Кÿпеш, Хурапыр, Дубовка, Пчелка, Вишенер ялĕсенчи çынсен сывлăхне тĕрĕслет.

Атнар, Шорово, Иккĕмĕш Липовка, Кишлĕ, Хĕрлĕ Çыр, Сорăм, Урикасси, Черемушки, Березовка, Туканаш, Трапай ялĕсенчи тата вăрман хуçалăхĕнчи çынсен сывлăхĕшĕн Лилия Михайловна Яндуткина врач яваплă.

Пиллĕкмĕш участока Мишеркасси, Утаркасси, Лоба, Хирлÿкасси, Хватукасси, Пантьăк, Шулю, Пĕрремĕш Липовка, Ирчкасси, Пухтанкасси ялĕсем кĕреççĕ. Вĕсенчи аслă çулсенчи 2085 çынна Раиса Александровна Маркова пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтерет.

Штанаш, Урикасси, Кĕрлев, Горбатовка, Кушлавăш, Анат Çĕрпÿкасси, Акташ, Упукушкăнь, Çĕн Атикасси, Вырăсушкăнь, Чурпай, Яманкасси ялĕсенче пурăнакан çынсене Любовь Николаевна Улянды йышăнать.

Карăкçырми, Тралькасси, Турхан, Хăмаркка, Мăн Этмен, Çĕн тата Кив Ирчемес, Шуккакасси, Мучикасси, Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш ялĕсенчи çынсен сывлăхне Зинаида Владимировна Майорова участок врачĕ тĕрĕслесе тăрать.

Кив Атикасси, I тата II Хурашаш, Тури Çĕрпÿкасси, Сĕнтĕкçырми, Хусанушкăнь, Тихăнушкăнь, Тракушкăнь ялĕсенчи çынсене Галина Григорьевна Смирнова йышăнать.

Тăххăрмĕш участокăн врачĕ - Раиса Петровна Васюкова. Ун патне Ачкасси, Серенкасси, Калкасси, Ваçкаçырми, Ишеккасси, Уйпуç, Тумликасси, Малиновка ялĕсенчи çынсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме пымалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика