19 июля 2006 г.
... Тралькасси ял тăрăхĕ. Ку участока 6 çыравçăна çирĕплетнĕ. Турхан ялĕпе Людмила Илларионова çыравçă çÿрет. Вăл çак тăрăхри библиотекăра вăй хурать, отпускра пулнă май, çырав ĕçне пурнăçлать. Хăй ĕçне хĕрарăм аван пĕлет. Кунта малтан иртнĕ Халăх çыравне хастар хутшăнни те пулăшать ахăр.
Июлĕн 1-мĕшĕнче Л.Илларионова ыттисем пекех ирех Ял хуçалăх çыравĕпе ĕçлеме пикеннĕ. Унăн пурĕ 146 кил хуçалăхне çырса тухмалла. Июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне 144 кил хуçалăхра пулса вĕсен хуçисемпе курнăçнă, кам мĕн чухлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк усранине, çĕр лаптăкĕн виçине, йывăç-тĕмсен шутне... çырса палăртнă.
Эпĕ Людмила Николаевнапа Мария Александровна Столярова пахчинче тĕл пултăм. Вăл 74 çулхи ватăпа калаçатчĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те, М.Столярован хуçалăхĕ пирки çырмалли чылай. Ытти ял çынни пекех вăл 70 сотăй çĕрпе усă курать, выльăх-чĕрлĕхне те тытать.
М.Столярова кил хуçалăхĕнчен тухсан çыравçăпа Яковлевсем патне çул тытрăмăр. Кил хуçи арăмĕ шăпах ĕне сăватчĕ. Надежда Петровнапа Николай Спиридонович Яковлевсем выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытаççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕçĕ те чылай. Кунта çыравçăн вăхăчĕ ытларах иртрĕ. Ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе Л.Илларионова кăтартусене тĕрĕс те хăвăрт çырса илчĕ.
Калас пулать, Турхан ялĕнчи çынсем Ял хуçалăх çыравĕн пĕлтерĕшне ăнланни, тулли информаци пама тăрăшни сисĕнчĕ. Çакна Л.Илларионова çыравçă та çирĕплетрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"