Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта çуралнă - çавăнта кирлĕ пулнă

25 октября 2017 г.

Çак сăмахсене Карăкçырминче пурăнакан Натальйăпа Сергей Храмовсем пирки каланăнах туйăнаççĕ. Ялта йăва çавăрнă мăшăр "Нива" ЯХПК-н Карăкçырминчи ферминче çамрăк пăрусене пăхать. Шуккакассинче çуралса ỹснĕ Сергей малтанах тăхăр çул хушши Карăкçырминчи Культура çуртĕнче ĕçленĕ. Çак ял хĕрне Натальйăна килĕштернĕ май пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çемье хушăнса пынăçем тăкаксем ỹснĕ, культура ĕçченĕн шалăвĕ çитсе пыма пăрахнă. Çемье пуçне харпăр хăй валли çурт тăвас шухăш та канăç паман. Вара Сергей хамăр тăрăхри ытти яш-кĕрĕм пекех Мускава çул тытнă. Тем вăхăт шапашкăна çỹренĕ хыççăн пысăк укçана хăваласа çитерме çуккине тата çемьерен аякра пурăнма çăмăл маррине ăнланса илнĕскер яла таврăннă, ферма ĕçне кỹлĕннĕ.

- Пĕчĕк пăрусене темшĕн никам та йышăнасшăн пулмарĕ, хамах пăхма тытăнтăм вара. Халĕ, ав, çиччĕмĕш çул кунта ĕçлетĕп, мăшăрпа иксĕмĕр 35 пуçа пăхатпăр, - терĕ Сергей пĕчĕк пăрăва пуçĕнчен лăпкаса. - Çавăн чухлĕ пуçа иккĕн кăна пăхатăр-и? - тĕлĕнтĕм эпĕ.

- Ку вăл нумай мар, унтан та ытларах пĕччен пăхса курнă эпĕ, - йăл кулчĕ 38 çулхи арçын. Пăрусен вити ĕне ферми çумĕнчех вырнаçнă. Унта тỹрех кĕме май пулнăран пăрусем амăшĕсем çумĕнче тăнă пекех туйăнчĕ. Витене кĕрсе пăхнă чух кăнтăрлахи вăхăт çывхаратчĕ. Хура-шурă пăрусенчен хăшĕ-пĕри мăшлатса çывăрать, тепри сасă илтсенех сиксе тăма хăтланчĕ. Витере таса та çутă. Унта та кунта, мачча çинче чăрăш тураттисем çакса тухнă.

- Ку туратсем мĕн тума кирлĕ? - çỹлелле кăтартса ыйтрăм эпĕ.

- Чăрăш ытти лăсăллă йывăç пекех сывлăша тасатать, сиенлĕ микроорганизмсене пĕтерет, çам-рăк выльăхăн ỹпкине лайăх витĕм кỹрет, - хуравларĕ Сергей Храмов. Çамрăк çын пăрусене юратса ачаш пăхни тỹрех палăрчĕ, пĕчĕкскерсем пурте ун патне туртăнаççĕ. - Сĕт ĕçесшĕн... - лăпкарĕ вĕсене Сергей. Унтан çемйи пирки малалла каласа пачĕ. - Мăшăрпа виçĕ ача çитĕнтеретпĕр: асли 10-мĕш класра вĕренет, тепри çичĕ çулта, виççĕмĕшĕ - тăваттăра. Иккĕмĕшне çуратсан амăшĕн капиталне те тивĕçрĕмĕр. Хамăр валли çурт лартма шутларăмăр, хуçалăх та ку шухăша ырларĕ, патшалăх программине хутшăнса укçа-тенкĕ илме пулăшрĕ. Ĕçлесе татмалли нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çурт-йĕр çавăрнă çĕрте амăшĕн капиталĕпе те усă куртăмăр. 2013 çулта стройка пуçларăмăр, çулталăкран туса кĕтĕмĕр. Пурăнатпăр çапла, иксĕмĕр те кунтах ĕçлетпĕр. Ĕç укçи тивĕçтерет, малаллахине пурнăç кăтартĕ... - терĕ Сергей.

Храмовсен çемйи, ытти çемьесем пекех, мал ĕмĕтсемпе пурăнать, пĕр-пĕринпе канашласа малаллах талпăнать. Вĕсем пек туслă та ĕçчен, тăван çĕре, тăрăха юратакан çемьесемпе тытăнса тăраççĕ те пирĕн ялсем.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика