22 января 2014 г.
Районти полици уйрăмĕн следстви пайĕ "Нива" ЯХПК-н сĕт фермин заведующийĕпе çыхăннă ĕçе пăхса тухать. 2009 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вăл асăннă ял хуçалăх производство кооперативĕнчен 12573 килограмм сĕт вăрланă. Заведующи тивĕçĕсене пурнăçланă çак гражданин малтанласа шухăшласах, ют пурлăха вăрлас тесе çÿлерех асăннă тапхăрта "Нива" ЯХПК-ра туса илнĕ сĕте фермăри пĕчĕк пăрусене çитерме тесе палăртнă нормăран ытлашшипех шутран кăларса пынă. Кун пирки вăл хуçалăх бухгалтерине уйăхсерен суя сведенисем парса тăнă. Çав хушăрах хайхи гражданин, ертÿçĕсен шанăçĕпе усă курса, саккуна пăсса, улталаса шухăшласа кăларнă çынсем ячĕпе ял хуçалăх производство кооперативне 12573 килограмм сĕт панă. Çак сĕтшĕн суя ведомоçсем çине шутласа кăларнă çынсем ячĕпе суйса алă пуснă, докуменчĕсене бухгалтерине панă, çапла вара саккунсăр майпа пĕтĕмĕшле 124660 тенкĕ хăй кĕсйине чикнĕ. Çапла вара улталаса ют пурлăха вăрласа тата шанăçа кĕрсе, ĕç вырăнĕпе усă курса асăннă гражданин РФ Уголовлă кодексĕн 159 статйин 3-мĕш пайĕпе пăхса хунă преступление тунă. Вăл хăйĕн айăпне йышăннă, ÿкĕннĕ, тăкака туллин саплаштарнă.
Э.КОНДРАТЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.