Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя «собес» çыннисем»

10 февраля 2010 г.

Паянхи пурнăçра асăрханулăх питĕ кирлĕ. Юнашар пурăнакан çын та нимĕн те мар шăнман пăр çине лартса яраять. Ют çын пирки сăмах та çук. Çавăнпа та пур çынна та шанма кирлĕ мар. Юлашки çулсенче хуласенче суя «собес» ĕçченĕсем йышлана пуçларĕç. Вĕсем ватă çынсен шанăçне кĕрсе, çуртран укçа-тенкĕ е ытти япала йăкăртса тухаççĕ.

Кун пек тĕслĕхсем пысăк хуласенче çеç пулаççĕ пек туйăнать. Çук çав, районти ялсем тăрăх та кун пеккисем ĕçченĕсем çÿренине калаççĕ. Акă, Турхан ялĕнчи М.Воронов хăйсен ялĕнче пурăнакан М.В. шăпах çакăн пеккисенчен инкек тÿснине, ыттисене асăрхаттарас тĕллевпе редакцине шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ĕç-пуç çапларах пулнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче М.В. пурăнакан çурта палламан çынсем пынă. Хăйсем социаллă хÿтлĕхрен пулнине, ятарласа ватăсене пулăшас тĕллевпе çÿренине пĕлтернĕ. Хăйсен адресне те каланă: Шупашкар хули, 2 хут, 5 сектор, "Техносила". Ватă çынна нумай кирлĕ-и; Ĕненнĕ вăл. Хальхи пурнăçра пулăшакан сахал пулнăран, социаллă хÿтлĕх пайĕ хăйĕн пек ватăсене тимлĕх уйăрнăран савăннă-тăр. Ултавçăсене çакă кăна кирлĕ, шанăçа кĕнĕ, апла-тăк хăйсем илсе килнĕ йăлари япаласене сутса хăвармалла. Вĕсем хăйсен çумĕнчи таварĕсене: чейник (3620 тенкĕ тăрать тесе каланă), çĕçĕсен пуххи (2850), утюг (4200), медицина оборудованийĕ (кĕлеткене массаж тумалли хатĕр 6880) кинемее туянма сĕннĕ. М.В. кĕлеткене массаж тумалли хатĕре илсе юлать, уншăн 3500 тенкĕ тÿлет. Ултавçăсем 7 пине яхăн тăракан тавара çав тери "йÿнетсе" пани те сис чĕвлентермест ватăна. "Собес ĕçченĕсем" кайсан тем вăхăтран çеç вăл ăнкарса илет. Анчах та пушар сÿнтернĕ хыççăн шыв кирлĕ мар тенĕ пек, халĕ тин нимĕн те тăваймăн. "Суя ĕçченсен" йĕрĕ те çухалнă. Тата вĕсене ăçта шырамалла; Хисеплĕ ватăсем!

Сире пулăшу кÿрекен социаллă хÿтлĕх пайĕ Шупашкар хулинче мар, район центрĕнче вырнаçнă. Унта тимлекен ĕçченсем нихăçан та ялсем витĕр çÿресе сире йăлари япаласене, эмелсене туянма сĕнмĕç. Эсир яланах çынна пулăшма хатĕррипе, тимлĕхре нушаланнипе, сирĕн асăрханулăхпа усă курса ултавçăсем хăйсен пÿтсĕр ĕçне пурнăçлаççĕ. Ют, палламан çынсенчен асăрханăр!

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика