Cентябрь уйăхĕ хăшĕсемшĕн – кĕркунне пуçламăшĕ, вĕрентекенсемшĕн, ачасемшĕн, ашшĕ-амăшĕсемшĕн – çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ, хумхану, савăнăç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулсене хатĕрлесси вара – пысăк калăпăшлă ĕç: çурт-йĕре юсамалла, территорие тирпей-илем кÿмелле... Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ районти вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне тăрăшса хатĕрленнĕ. Августăн 5-7-мĕшĕсенче шкулсене йышăнас тапхăр пычĕ. Комиссин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пур шкул та ачасене йышăнма хатĕр. Паллах, пĕчĕк çитменлĕхсем пур. Вĕсене çак уйăхăн 15-мĕшĕччен пĕтермелле. Уйрăмах Хĕрлĕ Чутай, Хусанушкăнь, Шулю, Мăн Этмен шкулĕсем вĕренÿ çулне аван хатĕрленнĕ: классене сăрланă, территорие тирпейленĕ. Ыттисем те вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Хăмарккари пуçламăш шкул-ача сачĕ вара пуринчен те лайăхрах хатĕрленнĕ. Паянхи сăмах шăпах çак шкул пирки пырĕ.
Çĕнни патне ăнтăлакан ертÿçĕ
Шкул, унăн территорийĕ – иккĕмĕш кил, кунта пурнăçăн ытларах пайĕ иртет. Килте вара яланах таса та хăтлă пулмалла. Çакăн пек тĕллевпе пурăнать те ĕнтĕ Хăмаркка шкулĕ. Кăçал кунти коллектив çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ: пушар автоматики, электрооборудовани юсавлă, ăшă памалли тытăм, канализаци йĕркеллĕ. Роспотребнадзор, пушар хуралĕн ĕçченĕсем пĕр çитменлĕх те тупса палăртайман, пĕр предписани те çырса хăварман. Ку органсен требованийĕсем вара ай-ай! питĕ çирĕп. Çĕнĕ вĕренÿ çулне шкула пĕр кăлтăксăр хатĕрлес ĕçре кунти пур ĕçченĕн те тÿпи пысăк. Пĕчĕк коллектива пĕр чăмăра пĕрлештерсе çĕнни патне А.Г.Кирикова ертсе пырать. Алевтина Григорьевна вĕренÿ тытăмĕнче математика учителĕ пулса вăй хума тытăннă (ĕç стажне шăпах Хăмарккари шкулта пуçланă). 1985-1995 çулсенче кунти шкул директорĕн çумĕнче тăрăшнă. Паянхи кунчченех вара шкул директорĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлать. "Ĕçченсене çĕннине курма, пурнăçпа тан утма вĕрентме пултараймастăп пулсан вĕрентÿ тытăмĕнче пĕр кун та ĕçлеместĕп", – терĕ тĕл пулура А.Кирикова.
Çăтмах кĕтесĕ
Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçе пĕр уйăхра тата пĕччен пурнăçлаймастăн. Хăмарккари шкул-ача садĕнче ку енĕпе çулталăкĕпех тимлесе пыраççĕ. Ахальтен мар шкул территорине те пайласа илнĕ, кашни лаптăкăн хăйĕн хуçи пур. Вăл вара хăйĕн территорийĕнчи хитрелĕхшĕн, хăтлăхшăн, тасалăхшăн яваплă. Çавăнпа кунта пур çĕрте те йĕрке: чечексем ешереççĕ, пахча-çимĕç лаптăкĕ пĕр çумсăр ларать, классем çутă, таса (вĕсенче çĕнĕ сĕтел-пукан), столовăйĕнче ĕçлеме оборудовани çителĕклĕ. Роспотребнадзор требованийĕпе кирлĕ аш арманĕ, кухня комбайнĕ илме пултарнă, икĕ холодильник пур. Ача садне çÿрекен шăпăрлансем валли ятарласа "Юмах тĕнчи" кĕтес тунă. Кунта пĕчĕк бассейн вырнаçтарнă, пепкесем шăрăх кунсенче хаваспах ăшă шывпа выляççĕ. Сăмах май, çак пĕчĕк бассейна А.Кирикован хĕрĕ парнеленĕ. Кунтах чăваш халăхĕн "Старикпа упа" юмахĕнчи сăнарсем тăраççĕ. Вĕсем акнă сĕлĕ пиçсе çитнĕ ĕнтĕ, тулли пучахĕсем çĕрелле усăннă. Старикпа упан сăнарĕсене Г.Хораськина воспитатель ăсталанă. Йывăç тункатисенчен вара кăмпасем пулса тăнă. Илемлĕхе туйма, ăна кăтартма пĕлеççĕ кунта ĕçлекенсем.
Паллах, хăй вăхăтĕнче çитменлĕхсем те пулнă. Акă, тарăн шăтăк (яма), кивĕ çăл, тункати, кочегарка умĕнчи шлак, кăмрăк ертÿçĕн пуçне нумай ыраттарнă. Вĕсенчен мĕнле хăтăлмалла; Çăлне хупласа, картласа пĕтерейместĕн, тункатисене кăларма та хĕн. Воспитательпе учительсем сĕнÿ панă: вĕсем вырăнĕнче чечексем ÿстерес. Сăмах май, Алевтина Григорьевна воспитательпе учительсене "çĕнĕ шухăш паракансем" тесе хаклать. Каланă – тунă. Шлакпа кăмрăк пулнă лаптăка тăпра турттарнă, чечек вăррисем акнă. Тунката умне "Старикпа упа" юмахăн сăнарĕсене тăратнă. Шăтăкпа çăла явăнса ÿсекен чечексем хуплаççĕ. Паллах, çак ĕçсем районта иртекен "Чечексен çулталăкĕпе" тата ЧР Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ" Указĕпе килĕшсе тăраççĕ. Халĕ вара куç умĕнче – çăтмах кĕтесĕ. "Ÿстерсе калать", – тетĕр пуль. Çук, ĕненменнисем кайса курччăр. Тĕрĕссипе, тахçан хам вĕреннĕ вăхăтра кунта килсе кайнăччĕ, ун чухне темшĕн-çке шкул питĕ тĕксĕм курăнатчĕ. Халĕ, малтанхи çуртсемех пулин те, ĕлĕкхин шăрши те, йĕрĕ те пăчланнă.
|