Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй тĕлĕнлĕхе хăнăхтарар

12 августа 2009 г.

Ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси çăмăл ĕçех мар. Çапах та çакна тума ача пĕчĕк чухнех пуçламалла.

Калăпăр, çемьере ача çитĕнет. Вăл шкула кайма пуçличчен нумаях та вăхăт юлман. Çак вăхăт çитессе ачан ашшĕпе амăшĕ хумханса кĕтеççĕ: вĕсем хăйсен пепкине шкула кайма хатĕрлес тесе хăйсен пĕтĕм пĕлĕвне,тÿсĕмлĕхне хута яраççĕ, ачана сас паллисем паллама, шутлама тата тепĕр чухне вулама та çине тăрсах вĕрентеççĕ. Анчах та ачана хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси пирки манаççĕ. Ача хăйне хăй пăхма, хăйĕн ĕç вырăнне тирпейлеме, тĕрĕс тăхăнма пĕлет пулсан ăна шкул ачин кун йĕркине хăнăхма çăмăлрах пулать. Ача шкула кайиччен – килте-и вăл е ача садĕнче-и – ăна яланах çитĕннисем асăрхаса тăраççĕ. Нумай чухне вĕсем хăйсен вăхăтне сая ярас мар тесе ача тума пултарнă ĕçсене хăйсемех пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн-ха ачан сĕтел çине апат хатĕрлемелле мар тата апатланнă хыççăн таса мар чашăк-тирĕке сĕтел çинчен пуçтармалла мар; Вылянă хыççăн теттесене пуçтарса хăйсен вырăнне хурасси те ачашăн çирĕп хăнăху пулмалла.

Ачана тирпейлĕхе хăнăхтарнипе ашшĕ-амăшĕ вăл çĕнĕ пурнăçăн кун йĕркине, уроксене хатĕрлемелли йĕркене хăнăхассине нумай çăмăллатать. Уроксене хатĕрленмелли вырăна (çак вырăна халех уйăрса пама юрать) тирпейлĕ тытасси ачан хăнăхăва кĕрсе юлать.

Шкула кайма хатĕрлес тапхăрти чи кирлĕ хăнăхтарусенчен пĕри вăл – харпăр хăй гигиенин правилисене çирĕп пăхăнса пыма хăнăхтарасси. Шкул çулне çитекен ачана хăй тĕллĕн шăл тасатма хăнăхтармалла. Çак ĕçе унăн ирхине тумалла. Ачан шăл тасатмалли уйрăм щетка, çăвара чÿхемелли стакан пулмалла. Шăлсене мĕнле тасатмаллине ачана ашшĕ-амăшĕн кăтартмалла: малтанах щеткăна йĕпетмелле, ун çине кăштах шăл тасатмалли паста хумалла. Çÿлти шăлсене çÿлтен аялалла, аялтисене аялтан çÿлелле тасатмалла. Çав вăхăтрах ачана мăйне, хăлхисене çума, ал шăллипе лайăх шăлăнма вĕрентмелле. Ачасем ашшĕ-амăшĕсем пек пулма тăрăшнине кура вĕсене çак енĕпе воспитани панă çĕрте аслисем тĕслĕх кăтартни те пысăк вырăн йышăнать.

Ачасене алă çума хăнăхтарнă чухне те çитĕннисен тĕслĕхĕ питĕ кирлĕ. Çакна тума ача пĕчĕк чухнех тытăнмалла. Аллисем лайăх кăпăкланиччен супăнь сĕрме вĕрентмелле, мĕншĕн тесен кăпăк тасамарлăха лайăх тасатать. Хăш вăхăтра алă çумаллине ачасен лайăх пĕлмелле. Сăнанă тăрăх, вĕсем апат çиме лариччен алă çумаллине пĕлеççĕ, анчах тула кайнă тата чĕр чунсемпе вылянă хыççăн алăсене çума манмалла маррине пĕлсех каймаççĕ. Çак правилăсене ача мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕслесех тăрас пулать.

Çавăн пекех пепкене организма пиçĕхтерекен процедурăсем тума та хăнăхтарса пымалла. Тĕслĕхрен, ачасен кашни кунах урисене ваннăйра тытмалла. Кун пек туни урасем тарласран тата ура тупанĕсем лаптакланасран ирттерекен мероприятисенчен пĕри шутланса тăрать. Çакна тума хăвăрт çăвăнса тасалакан таз, ача хăй кăна усă куракан мунчала тата урасене типĕтмелли ал шăлли кирлĕ. Шкул çулне çитекен ачасен урисене хăйсенех шăлса типĕтмелле.

Тепĕр йышши пиçĕхтерÿ вăл – ÿт-тире сăтăрни. 5-7 çулхи ачан кивĕ çемçе ал шăллирен ятарласа çĕлесе хатĕрленĕ алсишпе хăйĕнех ÿт-тире сăтăрма пĕлмелле.

Ачана харпăр хăй гигиенине пăхăнма хăнăхтарни хăйĕн ĕçне тăватех: ачан хăйĕнех тасалăхра, тирпейлĕхре пурăнас килет, вăл сăмса е алă таса маррине, шнурок салтăнса кайнине асăрхама пултарать. Малтанлăха вăл хăйне йĕркене кĕртме пултараймасть-ха, çитĕннисенчен пулăшу ыйтать. Каярахпа вара вăл ку ĕçсене тума хăнăхать.

Харпăр хăй гигиенине пăхăнса пурăнма хăнăхтарас ĕçе пĕр вĕçĕмех туса пымалла. Çакна тума ашшĕ-амăшĕсен пысăк чăтăмлăх, çине тăни кирлĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика