Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу кунĕсем – йÿнĕ продукци илмелли тапхăр

30 мая 2009 г.

Канашлăва хутшăннисем районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансене Чĕнсе калани

Хисеплĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем! Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. "Свобода", "Коминтерн" хуçалăхсенчи ферма ĕçченĕсем умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пынине палăртмалла. Ыттисен те вĕсемпе танлашассишĕн кĕрешĕве вăйлатни кирлĕ.

Кăçалхи тĕллевсене пурнăçлас пулсан çуллахи тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсен çакăн пек задачăсене татса памалла:

1. 470 тонна аш-какай туса илмелле, мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 700-шер грамран, сыснасене 450-шар грамран кая мар ÿт хуштарса пымалла.

2. 2500 тонна сĕт туса илмелле, пĕр ĕнерен 1610 килограмран кая мар сумалла. Выльăх-чĕрлĕх шутне пĕлтĕрхи шайран чакармалла мар.

3. Çуллахи тапхăрта кашни условнăй выльăх пуçне 27 центнертан кая мар апат единици хатĕрлемелле. Çав шутра 4091 тонна утă, 3845 тонна сенаж, 17045 тонна силос, 765 тонна улăм, 7242 тонна тырă янтламалла.

4. Выльăх-чĕрлĕх витисене вăхăтра юсамалла, кĕркунне выльăхсене хăтлă фермăсене кĕртессишĕн тăрăшмалла.

5. Выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăкпа тухăçлă тивĕçтермелле, рациона макро- тата микроэлементсемпе пуянлатса ума лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçламалла.

Майăн 22-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти канашлăвĕ пулса иртрĕ. Ун ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, зооветспециалистсем, ферма ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисем икĕ çивĕч ыйту – "Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн хĕллехи тапхăрти аталанăвĕпе çу кунĕсенчи задачисем" тата "Выльăхсене чир-чĕртен хÿтĕлемелли профилактика мероприятийĕсем çинчен" пăхса тухса сÿтсе яврĕç.

Канашлăва хутшăннисем чи малтанах "Свобода" колхозри фермăна çитсе курчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Пурте аван пĕлеççĕ, ку хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата продукци илес тĕлĕшпе районта малта пырать. Ÿсĕм хăй тĕллĕн килмест. Ферма ĕçченĕсем ăратлăх ĕçне лайăхлатса пыни, кĕтĕве çуллен çĕнетни çитĕнÿсем тума пулăшать. Акă, кунта ултă уйăхран пуçласа çулталăка çитичченхи 60 пуç пăрăва кашни кунах ятарлă картишне уçăлма кăлараççĕ. Çамрăк выльăхсем сывă та тĕреклĕ пулнине курса ĕненчĕç канашлăва хутшăннисем. Юнашарах – пĕр çултан пуçласа икĕ çулчченхи пушмак пăрусем. Кашниех 380-400 килограмм таять. Вĕсене кăçал пĕтĕлентерсе хăвараççĕ. Çавăн пекех уйăхран иртнĕ пăрусене те картишне кăларнă.

Çакă паха: ĕне пăруланă хыççăн кунта вăтамран 70 кунран кая юлмасăр пĕтĕленсе юлать. Сăмах май, район кăтартăвĕ 145 кунпа танлашать.

Халĕ сумалли ĕнесем нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕнче çÿреççĕ. Вĕсене витене кĕртсен куллен икшер килограмм комбикорм, 10-шар килограмм тырă сенажĕ параççĕ. Продуктивлăх пĕчĕк мар – паянхи куна ĕнесем 16-шар килограмм сĕт антараççĕ. Дояркăсем кăçалхи тăватă уйăхра кашни ĕнерен 1952 килограмм сĕт илнĕ. Ĕçне кура – тÿлевĕ. Ку таранччен дояркăсем уйăхсерен сакăр-тăхăр пин тенкĕ ĕç укçи илнĕ. Юлашки вăхăтра шалу кăшт чакнă. Мĕншĕн тесен выльăхсен хисепĕ ÿссе пынă май тепĕр дояркăна ĕçе йышăннă. "Пирĕн малтан сумалли 60 ĕне кăначчĕ, – каласа пачĕ колхоз председателĕ В.Бромбин. – Халĕ 100 пуç шутланать. Альбина Иванова, Елена Максимова, Галина Иванова тата Людмила Ильина дояркăсем хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ. Витере сĕт пăрăхĕ пур, продукци сивĕтмелли оборудованипе те туллин усă куратпăр. Ферма ĕçченĕсен ĕçне çăмăллатас тĕллевпе вырнаçтартăмăр вĕсене. Патшалăхран пилĕк миллион тенкĕ кредит илмелле пулчĕ. Витене те самай пысăклатрăмăр".

Канашлăва пухăннисем ĕнесем çÿрекен вырăна та çитсе курчĕç. Кунта курăк аван, шыв çителĕклĕ. Курăксене маларах минерал удобренийĕпе апатлантарнă. "Пирĕн колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ĕçлеме лайăх условисем пур, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ Р.Филиппова зоотехник-осеменатор. – Анчах çакă пăшăрхантарать: сĕт хакĕ йÿнелсе кайрĕ. Ăна йышăнакансем питĕ тиркешеççĕ. Паллах, ку алă усса лармаллине пĕлтермест. Çакна дояркăсем лайăх ăнланаççĕ, хăйсем умĕнчи тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ".

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ Кив Атикассинчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин кĕске сăмах каласа уçрĕ. Ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Елизарова хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: хĕллехи тапхăрта районĕпе 506 тонна аш-какай (130 процент), 2224 тонна сĕт (93 процент) туса илнĕ. "Коминтерн", "Авангард", В.Никитин фермер хуçалăхĕ, "Асамат" аш-какай туса илессине палăрмаллах ÿстернĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр коллективлă предприятисем выльăхсене питĕ пĕчĕк виçепе ăсатаççĕ. Çавна май пысăк тăкак тÿсеççĕ. Акă, "Путь Ильича", "Авангард", "Победа", "Аккозинский" хуçалăхсем выльăха 210-282 килограма çитернипех хатĕрлев пунктне леçсе панă. Пĕр пек условисенчех В.Никитин фермер хуçалăхĕ, "Нива" тата "Коминтерн" кооперативсем 300-386-шар килограмлă выльăхсене ăсатнă.

Хĕллехи тапхăрта эпир 155 тонна сĕт илсе çитереймерĕмĕр. Ку енĕпе "Путь Ильича" тата "Авангард" хуçалăхсем япăх ĕçленине палăртмалла. Пĕри 38 тонна, тепри 177 тонна продукци сахалрах илнĕ. Çав вăхăтрах "Коминтерн", "Победа", "Свобода", "Нива", В.Никитин фермер хуçалăхĕ сĕт малтанхинчен ытларах сунă.

Халĕ сĕт хăйхаклăхĕ çинче кăштах чарăнса тăрас килет. Районĕпе пĕр килограмм продукци туса илме иртнĕ çул 7 тенкĕ те 47 пус тăкакланă. Ăна 8 тенкĕ те 57 пуспа сутнă. Тупăшĕ 1 тенкĕ те 10 пуспа танлашать. Малашнехи тĕллев – çуллахи тапхăрта ытларах сĕт сăвассишĕн тăрăшса ĕçлемелле. Ĕнесене кĕтÿрен таврăнсан çулса килнĕ симĕс масса çитерессине йĕркелемелле. Март, апрель, май уйăхĕсенче пăруланă ĕнесене кунне виçĕ хут сумалла. Акă, "Коминтерн" хуçалăхри Атнар ферминче пĕрремĕш пăруланă ĕнесенчен уйрăм кĕтÿ йĕркеленĕ. Вĕсене çăвĕпех виçĕ хутчен сăваççĕ.

Сĕт хакĕ йÿнелсе кайнине шута илсе Шупашкар хулинче çак продукцие ирĕклĕ майпа сутмалли 39 вырăн уйăрнă. Унта кирек хăш хуçалăх та хăйĕн продукцине сĕнме пултарать.

Хальхи вăхăтра районта мăйракаллă шултра выльăх 4259 пуçпа танлашать. Çав шутран 1561 ĕне. Çавăн пекех 2285 сысна, 197 сурăх, 122 лаша тата чăх-чĕп тытаççĕ. Иртнĕ çул ĕне выльăх шутне "Путь Ильича" 68 пуç, "Авангард" –11, "Аккозинский" – 65, "Нива" – 18, "Асамат" 433 пуç чакарнă. Çав вăхăтрах "Коминтерн", "Победа", "Свобода" кооперативсенче тата В.Никитин фермер хуçалăхĕнче выльăхсен шучĕ ÿснĕ. Пăру илессипе "Коминтерн", "Победа", "Аккозинский", В.Никитин фермер хуçалăхĕ аван ĕçленине палăртмалла.

Ку таранччен кашни 100 ĕне пуçне 17 тына пăрупа кĕтĕве çĕнетнĕ. Çулталăк вĕçлениччен ку кăтартăва 22 пăрăва çитермелле. Ăратлăха çĕнетесси тына пăрусене вăхăтра пĕтĕлентернинчен тата пăрулаттарнинчен нумай килет. Çавăнпа та кашни 100 ĕне пуçне 30-35 тына пăруран кая мар пĕтĕлентерсе хăвармалла. "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕ ăратлăха çĕнетес тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартать. Атнарсем кăçал 31 ăратлă тына пăру тата сысна аçисем илсе килнĕ. Çакна каласа хăвармалла: ăратлă выльăх туянакансене патшалăх пĕр килограмм чĕрĕ виçе пуçне 72 тенкĕ каялла тавăрса парать.

Выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа пĕтĕлентерес ĕç мĕнле пырать-ха; "Авангард", "Путь Ильича", "Асамат" хуçалăхăн Штанаш уйрăмĕнче ку ĕç çине сÿрĕккĕн пăхаççĕ. Патшалăх ăратлă вăкăр вăрлăхне туянса тăкакланă укçан 100 процентне каялла тавăрса парать. Анчах çак майпа та туллин усă курса ĕçлеме пĕлеймеççĕ хăш-пĕр çĕрте. Кăçалхи тăватă уйăхра 277 тына пăрăва пĕтĕлентернĕ. Ку енĕпе "Коминтерн", "Нива", "Свобода" хуçалăхсенчи зооветспециалистсем тăрăшуллине палăртма кăмăллă.

Тăватă уйăхра районти кашни ĕне выльăх талăкра вăтамран 531 грамм, сысна 497 грамм ÿт хушса пынă. "Коминтерн", "Свобода" тата "Нива" хуçалăхсенче ку енĕпе пуринчен те лайăхрах ĕçленĕ – 474-623 грамм. "Коминтерн" кооперативра çавăн пекех сыснасем талăкра вăтамран 497-шер грамм ÿт хушнă. Çав вăхăтрах "Путь Ильича", "Победа" тата "Асамат" хуçалăхсен кăтартăвĕ 349-366 грампа çеç танлашать. "Коминтерн" хуçалăхри Е.Матвеевапа Г.Сергеева скотниксем пăхакан выльăхсем куллен 738-шар грамм, "Свобода" колхозри З.Токарева – 760, "Нива" хуçалăхри О.Ильина, Г.Платонова, А.Скворцов 752-шер грамм ÿт хуштарса пынă.

Выльăхсене çăва кăлартăмăр ĕнтĕ. Паянхи кун тĕлне уй-хирте 20 кĕтÿ çÿрет, çав шутран çамрăк выльăхсен кĕтĕвĕсем – улттă. Паллă ĕнтĕ, кĕтÿ çÿренĕ çĕрте курăкĕ те, шывĕ те, тăварĕ те çителĕклĕ пулмалла. Кĕркуннехи вăхăтра выльăхсене симĕс масса çитерме "Коминтерн" кооператив 130 гектар, "Нива" хуçалăх 40 гектар рапс акма палăртнă. Пĕр çул ÿсекен курăксенчен сенаж хатĕрлеме пулать. Çакна шута илсе "Коминтернта" – 351, "Нивăра" – 80, "Авангардра" – 10, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче 3 гектар нимĕç пăрçипе сĕлĕ хутăшĕ акаççĕ. Çак апатпа тăрантарсан сĕтри çу хисепĕ ÿсет.

Доклада сÿтсе явма "Свобода" колхоз председателĕ В.Бромбин, Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Матвеев, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцин специалисчĕ А.Самышкин, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, "Коминтерн" кооператив ертÿçи А.Новикова, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин хутшăнчĕç. "Паянхи канашлу усăллă иртрĕ тесе шутлатăп, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ Александр Петрович. – Пĕчĕк коллективрах пысăк ĕçсем туса ирттерме пулать. Чăнах та, "Свобода" хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем тăрăшуллă. Ытти çĕрте те выльăх апачĕ хатĕрлесси, кĕтÿ çÿретме ятарлă вырăнсем хатĕрлесси çине тимлĕ пăхмалла. Чи кирли – çынсене ĕçшĕн вăхăтра тÿлесси. Укçа-тенкĕ çитсе пымасан вĕсемпе тырăпа, утăпа татăлма пулать".

Юлашкинчен канашлăва хутшăннисем районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансене Чĕнсе каланине йышăнчĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика