07 февраля 2009 г.
Хĕллехи вăхăтра уй-хирте темех курмалли çук, фермăсенче вара ĕç вĕресе тăрать. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансем продукци илессине ÿстерес тĕлĕшпе вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеççĕ.
Акă, "Нива" ял хуçалăх кооперативĕн Карăкçырминчи ĕне ферминех илер. Кунти ĕне выльăх патĕнче тăрăшакансем çинчен ăшă сăмах калас килет. Вĕсен ĕçĕ кăтартуллă, ÿсĕмĕсем пысăк.
Паянхи куна илес пулсан, фермăра мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 534 пуç шутланать, вĕсенчен сумалли ĕнесем 170.
Фермăра ĕçчен çынсем тимлеççĕ. Коллективра пурĕ 30 çын. Дояркăсенчен кашни çак ĕçре пуян опыт пухнă. Акă, Е.Горшковапа М.Храмова ĕне сăвас ĕçре 30-31-çулшар тăрăшаççĕ, Е.Жукова – 23, А.Ольдиковапа З.Кошелева – 12-шер çул. Вĕсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ. Çакă та ÿсĕм тума пулăшать. 2008 çулхи кăтартусем тăрăх, вĕсем сăвакан кашни ĕне талăкра 3800 килограмм сĕт антарнă. Хальхи вăхăтра кунти кашни ĕне вăтамран 8, 6 килограмм сĕт парать. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çулхи 12 уйăхра 100 гектар çĕр пуçне 616 центнер аш-какай, 646 тонна ытларах сĕт туса илнĕ.
Самăртма хупнă выльăхсене пăхакансене те ырăпа асăнмалла. 2008 çул вĕçне ĕне выльăхсем талăкра 667 грамм ÿт хушнă. Çакă виçĕм çулхинчен 30 грамм ытларах.
Паян самана таппи çĕнĕ меслетсемпе ĕçлеме хушать. Ĕлĕкхилле ĕçленипех ÿсĕм тума çукрах. "Нива" ял хуçалăх кооперативĕн специалисчĕсем те çакна ăнланса малалла ăнтăлаççĕ. Виçĕм çул кунта ĕне сăвассине çĕнĕ технологипе йĕркелерĕç. Çавна май дояркăсен ĕç условийĕ чылай çăмăлланчĕ: сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильнике юхать. Выльăхсене утă-улăм, сенаж валеçессине трактор вăйĕпе тăваççĕ. Ĕнесем ăшă витере тăраççĕ. Фермăри ытти пÿлĕмсенче те çутă, таса. Холодильник тата сĕт сумалли аппаратсен залĕнче санитари йĕркисене çирĕп пăхăнаççĕ. Ферма заведующийĕ Н.П.Горшков тата тĕп зоотехник Л.А.Крыцова фермăри йĕркелĕхе, ĕç дисциплинине тĕрĕслесех тăраççĕ, унта тăрăшакансене пур енлĕн пулăшу параççĕ. Çавăнпа пурте пĕр тĕллевпе ĕçленĕрен, паллах, Карăкçырминчи ĕне фермин коллективĕн ÿсĕмĕ пур. Сăмах май, Н.П.Горшков пирки пĕр-ик сăмах каламалла. Вăл чăн-чăн çĕр çынни. Николай Петрович ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттерет, çав шутран 16 çулне фермăра вăй-хурать. Пултаруллă, шанчăклă çын теççĕ ун пирки коллективра. Фермăра Голланди технологийĕпе сĕт сума пуçланăранпа Николай Петровичăн яваплăхĕ татах та ÿсрĕ. Вăл çĕнĕ оборудованисене пăхса тăрать, пăтăрмахсемсĕр ĕçлеттерет.
Л.А.Крыцова та хуçалăхра тĕп зоотехник пулса 26 çул вăй хурать. Хăй тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕçне пĕлсе йĕркелесе пынăран, паллах, хуçалăхăн ĕне выльăхран продукци илесси çултан-çул лайăхланса пырать.
Пĕтĕмлетсе çапла каламалла, "Нива" ЯХПК-на В.И. Мурайкин ертсе пыма пуçланăранпа кооперативăн производство та, ячĕ-сумĕ те ÿсрĕ. Малтан кунта лару-тăру çăмăл пулман. Витисем кивелсе çитни, техника çитменни ура хунă. Ертÿçĕ халăх шаннă тивĕçе тÿрре кăларас, хуçалăха ура çине тăратас тĕллевпе кредит илсе çĕнĕ техника туянни, ферма витисене çĕнетни, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарни хуçалăха аталанма пулăшнă. Паян хуçалăх лайăххисен йышĕнче. Апла пулсан ертÿçĕ хуçалăха аталану çулĕпе ертсе пырать, укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курать, производствăна çĕклеме тăрăшать. Çак çăмăл мар ĕçре ăна коллектив хастарлăхĕ вăй парса тăрать.
Источник: "Пирěн пурнăç"