20 декабря 2008 г.
Кив Ирчемесри Фаина Ивановна Максимова кулленхи таварсем сутакан лавккара 1980 çултанпа ĕçлет. Сутуçă пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ вăл, çавăнпах юратнă ĕçре телейне тупнă.
Ф.И.Максимова Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕр çулне çитсен Шупашкарти коопераци училищинче пĕлĕвне ÿстернĕ.
Шăпа ăна Хĕрлĕ Чутай тăрăхне илсе çитернĕ, Кив Ирчемесре сутуçăра ĕçлеме тытăннă.
Фаина Ивановна ахаль те çепĕç калаçаканскер, япала туянма пыракансемпе хăйне яланах сăпайлă тытать, кăмăллă пуплет. Тăрăхри çынсем те, ĕçтешĕсем те ăна хисеплеççĕ. Хăйне шанса панă тивĕçе кулленех чыслăн пурнăçлать ял хĕрарăмĕ. Сутуçă пĕлтернĕ тăрăх (асăннă лавккара вăл пĕчченех ĕçлет), çулталăк планне ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнчех пурнăçланă.
Паян райпо тытăмĕнчи лавккасене хăтлăхпа илемлĕх тĕлĕшĕнчен çĕнетсе пынине куратпăр. Кив Ирчемесре те çынсене тавар туянма кăмăллă пултăр тесе йĕрке тунă, малашне суту-илÿ çуртне татах та çĕнетме шутлаççĕ.
Кунта тăрăшакан сутуçăн ĕçлес кăмăлĕ пысăк.
Источник: "Пирěн пурнăç"