Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăхсăр малашлăх çук

17 декабря 2008 г.

Декабрĕн 10-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фестиваль иртрĕ.

Чăвашла юмахланине, çамрăксемпе ватăсем авалхи юрăсене шăрантарнине, чăваш ташшисене тĕпĕртеттернине кам итлеме-пăхма юратмĕ. Мĕн чухлĕ шухăш-кăмăл, ырă туйăм çуратать вăл пирĕн чун-чĕресенче. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ырă йăла-йĕркесем манăçа тухса пыраççĕ. Сăлтавĕ те пур паллах. Ялсенче купăс калама пĕлекенсем пĕтсе пыраççĕ. Хальхи çамрăксем ун çеммипе карталанса ташлама, юрлама та пĕлсех каймаççĕ теес килет. Çапах пур-ха пирĕн хушăра авалхи йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас, вĕсене çамрăксене вĕрентсе хăварас шухăшлисем. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕнтĕ районта çулсерен, кăçалхипе виççĕмĕш çул, "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" смотр-фестиваль ирттереççĕ. Куракансем палăртнă тăрăх, кăçалхи фольклор коллективĕсем уява тĕплĕнрех хатĕрленнĕ.

Фестивале культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Шокăль" фольклор ансамблĕ уçрĕ. Çамрăк юрăçсем авалхи чăвашсен тумĕпе çав тапхăрти юрăсене пĕрин хыççăн теприне янăратрĕç.

Тралькасси ял тăрăхĕнчи "Укăлча" коллектив вара вăйă картине "Илемлĕ чăваш юрри" юрăпа тухрĕ, унтах ташла-ташла хитре тĕрленĕ ал шăллисене кăтартрĕ.

Сĕнтĕкçырмисен пултарулăхĕ те хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Тÿрех каламалла, залри куракансем те "Урпаш" ушкăн фестивале çирĕп хатĕрленменнине палăртрĕç. Çакă вĕсен юрри-ташшисенче аванах курăнчĕ.

Штанашри пултарулăх ушкăнне таврара пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Вĕсем шăрантарнă кашни юрă чуна тыткăнлать. З.М.Прокопьева ертсе пынипе "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ паян пысăк ÿсĕм тăвать, халăха концертсемпе савăнтарать. Вĕсен репертуарĕнчи хăна юррисене кашни пĕлет, алă çупса йышăнать. Фестивальре те çаплах пулчĕ.

"Пантьăк çăлкуçĕ" фольклор ушкăнĕ çамрăксем ĕлĕк-авал каçхи ларма каçĕсенчи вăйăсене мĕнле ирттернине сăнарласа кăтартрĕ. Ушкăнри пĕр Михаил Коробков (ял тăрăхĕн библиотекарĕ) мĕне тăрать. Вăл çамрăк каччă рольне выляса хĕрсене вăйă каçĕнче савăнтарчĕ, шÿт каларĕ. Чăн-чăн артист тейĕн. Вăт пултараççĕ ял çыннисем.

Ачкассисем те авалхи йăла-йĕркесемпе сцена çине тухрĕç. Анчах, палăртмалла, артистсем чун-чĕре хавалĕпе выляманни сисĕнчĕ. Вăтанас туртăм пур пулĕ ĕнтĕ пирĕнте кашнинче. Кунта çакă пулчĕ-ши;

Малалла вара сцена çине чи-чи пултаруллисем тухрĕç тейĕттĕм. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ "Çартмас" коллектив вăйă карти йĕркелесе ал ĕç турĕ, юрă такмакласа, ташă çаптарса ташларĕ. Вĕсен репертуарĕнче халăх хушшинче сарăлман авалхи юрăсем пулчĕç. Хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕ чăн-чăн чăваш тумĕсемпе вăйăра савăнчĕ. Артистсем тулли чун хавалĕпе сцена çинче вылярĕç. Вĕсен кашни юрри, ташши чуна тыткăнларĕ. Куракансем "Çартмас" ушкăна тăвăллăн алă çупса сцена çинчен ăсатрĕç.

Питĕркассинчи "Хăмăш" ушкăн та фестивале лайăх хатĕрленсе килнĕ. Вĕсен концерчĕ те çÿллĕ шайра иртрĕ.

Атнарсемпе киватикассисем вара Чутай ен туйĕпе, туй такмакĕсемпе савăнтарчĕç. Атнарти "Çăлкуç" фольклор ансамблĕ (ертÿçи О.Сергеева) хĕр илме килнĕ сыпăка сăнарларĕ. Туйра ачасене те йышлăн хутшăнтарнă. Çакна жюри членĕсем уйрăмах ырларĕç. Кив Атикассинчи "Шупуç" ансамбле çÿрекенсем вара хăйсен янăравлă юррисемпе савăнтарчĕç, чуна уçрĕç.

Фестивале жюри членĕсем пĕтĕмлетрĕç. Жюри председателĕ – район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева – Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче талантсем иксĕлми пулнине, вырăнти йăла-йĕркесене упрассишĕн чунтан тăрăшакансем пĕтменнине çирĕплетрĕ, унтан фестивале хутшăнса активлăх кăтартнă коллективсене палăртрĕ, чи-чи маттуррисене асăнчĕ. Камсем вĕсем, çĕнтерÿçĕсем; Акă, пĕрремĕш вырăна пултарулăхĕпе палăрса Питĕркассинчи "Хăмăш" фольклор ушкăнĕ йышăнчĕ, иккĕмĕш – Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн «Çартмас» коллектив, виççĕмĕш – Атнарти «Çăлкуç».

Çапла вăл пурнăçра: темĕнле йывăр пулсан та чăваш çынни кăмăла юрă-ташăпа çĕклет, ĕçлес туйăма хăпартать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика