Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр тавра – çĕр ыйту

06 декабря 2008 г.

Çĕршывăмăрта çĕр реформи пырать. Тĕрĕссипе, вăл юлашки тапхăра кĕчĕ темелле. Республикăра уйрăм çын хăйне тивĕçекен çĕр пайĕн хуçи пулнине ĕнентерекен свидетельство илес тапхăр вĕçленсе пырать.

Анчах вăл унпа туллин усă курма тытăннине пĕлтермест-ха. Чылайăшĕн çĕр пайĕ хальлĕхе хуçалăхсенче, унпа малашне мĕн тăвассине паянхи кун та палăртайман. Патшалăх хресчене харпăр хăйне тивĕçекен çĕр пай тÿпиллĕ тăвас ĕçе хăвăртрах вĕçлесшĕнччĕ, анчах та вăл палăртнă пек вăхăтра пулса пыраймарĕ. Хресчен малтан аптăраса тăчĕ пулмалла, ăна "Илмелле-ши е илмелле мар-ши;" ыйту иккĕлентерсе тăчĕ. Çавна май патшалăхăн вĕçлеме палăртнă тапхăра темиçе хутчен те куçарма, çакна хăвăртлатас тĕллевпе саккуна улшăнусем кĕртме тиврĕ. Вăхăт нумай юлмарĕ ĕнтĕ. 2009 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕ – юлашки срок. Эппин, вăхăт питĕ сахал юлчĕ. Унсăрăн харпăрлăха саккунпа тивĕçекен çĕр пайĕсĕр юлма пулать. Палăртса хăвармалла, патшалăх вăхăта урăх куçарас тĕллевлĕ мар.

Ял çыннисенчен чылайăшĕ кун пирки ăнлансах та каймасть. Çак пĕлтерĕшлĕ те кăткăс ыйтупа ялта пурăнакансемпе яваплă çынсем пĕр-ик хутчен тĕл пулса калаçнă-ши, ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркеленĕ-ши; Калама хĕн. Тен, ял тăрăхĕсенчи тата çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен ытти специалистсем ку енĕпе сÿрĕкрех ĕçленĕ; "Кая юлсан – каю шăтать" тенине тепĕр чухне темшĕн манатпăр. Вăхăт питĕ сахал юлчĕ-çке. Кайран, вăхăт иртсе кайсан, айăплине шырама пикенетпĕр. Ял çыннисем те, ăнланманнипех пулĕ, кам та пулсан килсе туса парасса кĕтеççĕ. Хăшĕсем ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем хăйсен ĕçне пĕлеççĕ пуль тесе лараççĕ, çĕр ыйтăвĕпе кирлĕ çĕре çÿреме васкамаççĕ. Теприсем вĕсене çĕр кирлех мар тесе шухăшланипе вырăнтан хускалмаççĕ. Анчах та ялан ял тăрăхĕсем çине шанса ларни ырă çимĕç кÿмест. Темшĕн хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче хăйсене шанса панă тивĕçсене пурнăçласа çитереймен çынсем ĕçлеççĕ. Пурне те критиклес килмест паллах, анчах та çĕр ыйтăвĕсемпе ял тăрăхĕсем япăх ĕçлеççĕ.

Çакна каласа хăвармалла. Ытти районсенче ку енĕпе тахçанах "пăр тапраннă". Сăмах май, ĕçтешсемпе тăтăшах ĕçпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма май килет. Тĕслĕхрен, Элĕк, Комсомольски, Патăрьел, Муркаш тата ытти хăш-пĕр районсенче çынсем хăйсен çĕр пайĕсене уйăрасси пирки ытти харпăрлăхçăсене пĕлтернине вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсенче активлă пичетлеççĕ. Çулталăк вĕçленет темелле, анчах пирĕн районта ку енĕпе васкани сисĕнмест.

Пай çĕрсене харпăрлăха илмеллех. Саккун та çакăн пиркиех калать. Ку хуçасăр çĕрсене те палăртма май парать, унпа усă куракансен яваплăхне ÿстерме пулăшать. Халĕ мĕн пулса тухать-ха; Сăмахран, хуçалăхсенче çĕр пайĕсен хуçисем пур, анчах та лаптăкĕсем çук пек пулса тухать. Мĕншĕн тесен хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсене регистрацилеттерсе свидетельство илмен. Çаксене пурнăçласан кăна вăл харпăрлăха куçать. Ун чухне вара çĕр хуçин ăна хуçалăха арендăна пама та, сутма та юрать.

Вăхăт сахал юлчĕ терĕмĕр. Çавна май тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума васкамалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика