Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсене модернизацилени ял пурнăçне интереслĕрех тăвĕ

26 ноября 2008 г.

Культура – пурнăç шайĕ, унăн илемĕ тетпĕр. Юлашки çулсенче Раççей шайĕнче те, республикăра та, районта та культура ыйтăвĕсем çивĕччисенчен пĕрисем пулса тăчĕç. Район территорийĕнче культура учрежденийĕсем мĕнле аталанса пынипе райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.САМСОНОВ паллаштарма кăмăл турĕ.

– Александр Николаевич, çак кунсенче республикăри культура ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ Белгород облаçĕнче пулса клубсене модернизацилес паха опытпа тата унта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса килчĕ. Ĕçлĕ çул çÿревре эсир те пулнă. Усăллă иртрĕ-и тĕл пулу;

– Ĕçлĕ çул çÿревĕн паха енĕсем чылай. Чи малтанах вăл тăрăхра культура учрежденийĕсене, шкулсене, музейсене çĕнетсе çитернине асăрхарăмăр. Культура учрежденийĕсене модернизациленĕ, вĕсем тулли вăй-хăватпа ĕçлеççĕ. Çĕнĕ çуртсем ÿссе ларнипе пĕрлех тĕп урамсенче, учрежденисем çывăхĕнче чечек клумбисен ярăмĕсем куçа илĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Тирпейлĕх енчен пирĕн вĕсенчен вĕренмелли чылай.

Облаçри кашни районтах (пурĕ 21 район терĕç) вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ ĕçлет иккен. Поселоксенчи темиçе Культура çуртне çитсе унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрăмăр. Акă, Хĕрлĕ Яурга поселокĕнчи Культура керменĕнче унта пурăнакансем валли вăхăта усăллă ирттерме, тивĕçлĕ канма пур условисем те пуррине курса тĕлĕнтĕмĕр. Виçĕ хутлă çуртра ял çыннисемшĕн, специалистсемшĕн, студентсемшĕн, учительсемшĕн, шкулта вĕренекенсемшĕн меллĕ пÿлĕмсем ĕçлеççĕ. Унтах çÿç касмалли салонсем вырнаçнă. Буфет та ĕçлет. Пĕтĕмĕшле илсен, кунта комплекслă центр туса хунă. Специалистсем каланă тăрăх, искусство шкулне вĕренме çÿрекенсенчен чылайăшĕ музыка училищине вĕренме кĕреççĕ. Комплекслă центр ир пуçласа каçхи 10 сехетченех ĕçлет иккен. Апла пулсан, çамрăксем вăхăта çапкаланса çÿресе ирттермеççĕ, кружок-секцисене хутшăнаççĕ.

Кашни районтах «Ырă ангел» палăкĕ пурри кăмăла кайрĕ. Çул-йĕр тĕлĕшĕнчен те кунта пурте йĕркеллех. Асфальт сарнă çул хĕррисемпе йывăç тĕм кашласа ÿсет. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, облаçре çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсе çитернĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Белгород облаçĕнче культура çÿллĕ шайра пулнине куçпа куртăмăр, ертÿçĕсем тирпей-илем, хăтлăх ыйтăвĕсене мала хурса ĕçлеççĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те яваплăха туйни сисĕнчĕ. Çавăнпа ÿсĕмĕ те куç умĕнчех.

– Иртнĕ çул ЧР Президенчĕ «Чăваш Республикинче ялти клуб учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2008-2010 çулсенче чылай ĕçсем туса ирттермелле. Районта ку енĕпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ;

– Указпа килĕшÿллĕн кăçал республикăри 18 клуб учрежденийĕ тĕслĕхлĕ статуса кĕмелле. Вăл йышра – районти культурăпа кану центрĕ те. Хальхи вăхăтра модернизацилеме палăртнă клубăн çурт тăррине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Декабрĕн 25-мĕшĕччен залри сценăна кирлĕ оборудованипе пуянлатмалла, çав шутра çутă, музыка аппаратурисене вырнаçтармалла, артистсем валли тĕрлĕ йышши костюмсем туянмалла. Паянхи куна пĕр комплект компьютер илсе килнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех 2009 çулта Атнарти, Сĕнтĕкçырминчи, Тралькассинчи Культура çурчĕсене модернизацилеме палăртатпăр. Кунти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Тĕллевлĕ программăна пурнăçлама республикăран 1 миллион та 46 пин тенкĕ укçа уйăрнă, вырăнти бюджетран та пăхса хунă.

Тĕслĕхлĕ никĕс çине куçарнă хыççăн клубсен пĕлтерĕшĕ татах та ÿсессе шанатпăр.

– ЧР Культура министерствин грантне çĕнсе илес тĕлĕшпе районта проект хатĕрлеççĕ-и;

– Çак йĕркепе модернизациленекен клуб учрежденийĕсен проект хатĕрлемелле. Анчах районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем нимĕнле проект та тăратман. Çакна вырăнта тăрăшакансем хăйсен ĕçне кăтартма пĕлменнипе ăнлантармалла.

– Малашне ытти клубсен шăпи еплерех пулĕ;

– Район территорийĕнче паянхи куна 41 клуб учрежденийĕ шутланать. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа 10-шне – ял тăрăхĕсенчи пĕрер тĕп Культура çуртне модернизацилеме палăртатпăр. Ыттисем вара тĕслĕхлĕ клубсен филиалĕсем пулса юлĕç.

– Тĕслĕхлĕ никĕс çине куçнă хыççăн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççех-тĕр;

– Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççех. Тĕслĕхлĕ клубра директорĕ те, художество пултарулăх ертÿçи те, музыкантсем те, хор тата фольклор коллективĕсене ертсе пыракансем те ытти специалистсем те чылай кирлĕ пулаççĕ. Ялта ĕçлесе пурăнакан талантлă çынсем хăйсене ĕçре кăтартĕç вара.

Клуб учрежденийĕсене модернизацилени ял пурнăçне чылай интереслĕрех тума май парĕ. Кунта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тăрăшулăхĕ самаях кирлĕ пулать.

– Тавтапуç калаçушăн.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика