22 октября 2008 г.
Николай Иванович Колюшкин (Чурпай) тăван литературăра сатирăпа юмор жанрне аталантарас тĕлĕшпе вăрçăччен вунă çула яхăн ĕçленĕ. Кулăш меслетне аталантарас тĕлĕшпе Иван мучипе юнашар пулнă, кулăш ăстин пулăшăвĕ пирĕн ентеше хавхалантарса пынă.
Николай Чурпай калавĕсемпе фельетонĕсем 1929-1940 çулсенче ытларах «Капкăн» журналта пичетленнĕ. Унăн паллăрах хайлавĕсем шутне чи малтан çак фельетонсемпе кулăшла калавсем кĕреççĕ: «Субботник», «Почта чĕмери», «Сцена çинчи сценка», «Вăхăт майĕпе», «Калпакĕнчен те палласа юлайман», «Суйлав», «Юмах мар», «Авлантарчĕ», «Йăпăлти пăру икĕ ĕне ĕмет», «Мучие мухтарĕç», «Ăса кĕчĕ», «Паллаймарĕ».
Писателĕн кĕске те ытарлă калавĕсемпе фельетонĕсем халăх ĕçне сăтăр тума пикенекенсене, ĕçлемесĕрех ырă курма ĕмĕтленекенсене, бюрократсемпе волокитчиксене, элекçĕсене, кахалсемпе наянсене, вĕçкĕнсемпе çăмăлттайсене, харпăр хăйшĕн çеç тăрăшакансене намăслантараççĕ, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене çивĕччĕн питлеççĕ, вĕсене тăрă шыв çине кăлараççĕ, çĕршыв тăшманĕсене хаяррăн хĕртеççĕ. Пĕтĕмĕшле унăн хайлавĕсем кивĕ йăласемпе усал пусмăрлăха хирĕç хастаррăн кĕрешме чĕннĕ, хăй вăхăтĕнче соцализмшăн ĕçлеме йыхăрнă.
Николай Чурпай 1908 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче Мăн Хăмаркка ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ, ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан пысăк пĕлÿ илес ĕмĕт тытса, пулас писатель Етĕрнери педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1925-1929 çулсенче Çĕмĕрле районĕнче Юманайĕнчи пуçламăш шкулта ĕçленĕ. 1929 çулхи кĕркунне Шупашкарта педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕрет, 1934 çулта вĕренсе тухать. Студент чухнех историпе çыхăннă учебниксене чăвашла куçарнă. Темиçе çул хушши «Ленин çулĕпе» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă, политвĕрентÿ çуртĕнче методика кабинетне ертсе пынă, ял хуçалăхĕн аслă шкулĕнче политэкономи вĕрентнĕ. Кайран нумай вăхăт хушши «Сунтал» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ, çав вăхăтрах «Капкăн» журналпа тачă çыхăну тытнă, унта вăл çĕре яхăн фельетонпа калав пичетлесе кăларнă. Аслă Отечественнăй вăрçă умĕнхи çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче марксизм-ленинизм классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă тата редакциленĕ. Вăрçă пуçланас умĕн ăна Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторне çирĕплетнĕ.
1941 çулхи августăн 14-мĕшĕнче Н.Чурпай фронта тухса каять. Чăваш халăх писателĕн Ильпек Микулайĕн çакăн пек аса илÿ пур: «Ас тăватăп-ха, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, эпир, издательствăра ĕçлекенсем, пĕр пухăнса, радио итлерĕмĕр. Çавăнтах митинг пекки те пулса тăчĕ. Президиум суйламарăмăр, резолюци те çырмарăмăр. Хамăр халь тесен халь фронта тухса кайма хатĕрри çинчен пĕлтертĕмĕр.
– Кам пырас тет, çав манпа пĕрле, – терĕ издательствăн тĕп редакторĕ Н.Колюшкин.
Никамран ыйтмасăр-тумасăр хула çар комиссариатне утрăмăр... Тепĕр кунне çурăм хыçне кутамкка çакрăм та Советсен çуртне тухса утрăм. Манпа пĕрле хăйсен ирĕкĕпе кайма килнисем туллиехчĕ. Н.Колюшкин та пĕрлеччĕ».
Николай Чурпай писатель-журналистăн çар служби Мускавăн çарпа политика училищинче пуçланнă. 1941 çулхи августăн 15-мĕшĕнче ăна политработниксем хатĕрлекен кĕске вăхăтлăх курса вĕренме янă, унтан пĕр дивизири хаçат редакторĕ пулса тăнă. Ку дивизи çав вăхăтра Ленинград çывăхĕнчи фронтсенчен пĕринче паттăррăн çапăçнă.
Çапăçу хирĕнче çар хаçачĕн редакторĕ пуласси çăмăл мар. Лăпкăн ларса ĕçлеме ун валли ăшă пÿлĕм никам та хатĕрлемен. Хаçат редакцийĕн ĕç пÿлĕмĕ – пĕр-пĕр çырма вĕçĕнчи улах кĕтес, е вак-тĕвек ĕшне хĕрринчи пĕчĕк çеç хăртнă. Кирлех пулсан, пĕр-пĕр лаштра юман е хурăн хÿтти çителĕклĕ.
Редакторăн та, редакцинчи ытти çынсен те ĕç вырăнĕ – çапăçура, юн юхтаракан салтаксем хушшинче. Дивизире салтаксемпе офицерсем хăйсен редакторне, Н.Колюшкина, часах лайăх пĕлсе çитеççĕ: вăл яланах вĕсемпе пĕрле – кăнтăрла та, çĕрле те, çапăçусем хĕрсе пынă вăхăтра та... Хаçатăн кашни номерĕ совет салтакĕсене паттăр та хăюллă пулса, ирсĕр тăшмана шеллемесĕр пĕтерме чĕнет.
1942 çулхи çу кунĕсем Совет Çарĕшĕн калама çук йывăр пулнă. Совет çĕршывĕн кăнтăрти, Атăл тăрăхĕнчи хаклă та иксĕлми пуянлăхĕсене çавăрса илес тесе, урса кайнă фашистсем Сталинград патнелле васканă. Çав вăхăтра Н.Чурпай службăра тăракан дивизи йывăр çапăçусенче пулать. Дивизи хаçачĕн редакторĕ тыткăна лекет.
Унта мĕн курни-тÿсни çинчен Н.Колюшкин каярахпа хăйĕн мăшăрне, Анна Ивановна Цыганова учительницăна (вăл ун чухне Шупашкарти 22-мĕш вăтам шкулта ачасене хими предметне вĕрентнĕ) çапла çырса пĕлтернĕ:
«Сывă-и, юратнă кил-йышăм... Пĕлетĕп: ку çыру сирĕн пата кĕтмен çĕртен пырса çитет. Иртнĕ çуран пуçласа сирĕншĕн эпĕ çĕр çинче чĕрĕ шутланман-тăр. Анчах ку тĕрĕс мар: çутă пурнăçран вăхăтлăха уйрăлса кайрăм пулин те, вилĕм патне пырса чарăнма шутламарăм. Темĕн тĕрлĕ асаппа хĕн-хур тÿснĕ хыççăн эпĕ каллех юратнă çĕршывăма хÿтĕлетĕп. Çапла ĕнтĕ, Анюк, эпĕ халĕ те сывă, халĕ те пурăнатăп. Эпĕ ăçта тата мĕн курни-тÿсни хальлĕхе, тен, саншăн пĕрре те паллă мар. Ку çырура сана çакна çеç пĕлтерме пултаратăп: гестапо аллине виçĕ хут çаклантăм. Тыткăна лекнĕ çар çыннисен лагерĕнче те пултăм. Анчах мана сутăнчăк тесе ан шутлăр. Сутăнчăк пулма эпĕ нихăçан та шутламан. Хамăн кун-çулăма эпĕ пĕтĕмпех Тăван çĕршывшăн усăллă пулас тесе сыхлама тăрăшрăм. Тĕрĕс турăм пулĕ, тетĕп. Халĕ, акă, ылханлă тăшмана хирĕç çапăçма каллех фронта тухса каятăп. Манăн иртнипе хальхи пурнăç хушшинче пурĕ те çакăнта çеç: малтан эпĕ, салтак шинелĕ тăхăниччен, хамăн ĕçĕме большевикла тĕрĕс сăмах ятлă пăшалпа тăваттăм, халĕ вара – командир ролĕнче. Пысăк командир мар пулсан та, çапах та командир. Темле пулсан та, ĕненĕр мана: çак чыслă ята пурпĕрех тÿрре кăларатăп...»
Тăшман тыткăнĕнчен хăтăлса тухнă хыççăн Н.Чурпай, çырура каланă пекех, командирсем хатĕрлекен курсра вĕренет, стрелковăй рота командирĕ пулса тăрать. Çав вăхăтра вăл мăшăрĕ патне янă тепĕр çырура эпир, акă, мĕн вулатпăр:
«Хаклă мăшăрăм, сывă-и; Санран çыру илменни питĕ нумай пулать. Паллах, эсĕ янă çырусем пире хăваласа çитме те ĕлкĕреймеççĕ пулмалла. Тĕрĕссипе илсен, юлашки икĕ эрне хушшинче хам та çыраймарăм. Талăкĕ-талăкĕпех чăлăм куç хупмасăр эпир малалла каятпăр. Хăвах пĕлетĕн, пирĕншĕн, фронтра çапăçакан салтаксемшĕн, халĕ ĕнтĕ чи хĕрÿ кунсем пуçланчĕç. Ирсĕр тăшмана хăйĕн ылханлă йăвине хÿтерсе кĕртсе ăна хăвăртрах пĕтерсе тăкмалла. Çапăçури çынсен хастарлăхĕ кунран-кун хаярланса, ÿссе пырать. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев: хăрушă тăшмана ним юлмиччен пĕтерсе тăкасси, каллех мирлĕ те телейлĕ пурăнасси.
Хаклă Анюкăм. Халĕ эпĕ сывах. Ĕнер, июлĕн 7-мĕшĕнче, тăшмансем алăран кăштах амантрĕç. Эпĕ пурпĕрех стройран тухмарăм. Халĕ те, акă, малтанхи пекех чупса çÿретĕп.
Ан хурлан, ан хуçăл. Кĕт мана. Ĕнен, санăн Николай хăйĕн чысне нихăçан та çухатмĕ. Халĕ ĕнтĕ, тăшман танатинчи тĕлĕнмелле хĕн-хура ăнăçлă тÿссе ирттернĕ хыççăн, мана нимĕн те хăрушă мар. Ун чухне асап тÿснине нихçан та манассăм çук. Çавăн пек тарăхнине пула ĕнтĕ тăшман çине хăюллăн тапăнса пыратпăр».
Çыру хыççăн çыру... Вĕсене чĕререн хумханса вулатăн. Кашнинчех совет салтакĕн иксĕлми хастарлăхне куратăн.
Н.Чурпай – писатель-патриот, воин, гражданин. Вăл яланах телейлĕ те çутă малашлăха курма, тÿрĕ кăмăллă ĕçре савăнма ĕмĕтленнĕ. Çакна хăйĕн кашни çырăвĕнчех уççăн палăртать. Акă, татах тепĕр çыру. Николай Иванович ăна 1944 çулхи август уйăхĕнче, пирĕн çарсем тăшман эшкерĕсене хĕвел анăçнелле хăюллăн хăваласа пынă вăхăтра çырнă:
«Çырăва илтĕм, анчах вăл ман пата уйăх ытла килнĕ. Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ: эпир малалла каятпăр, хăвăрт куçатпăр. Пире почта та хăваласа çитеймест. Ку питĕ аван. Малалла кайни пирĕн тахçанхи ырă ĕмĕтсем хăвăртрах çывхарса çитессине пĕлтерет. Эпĕ те, сирĕн пекех, тăшмана хăвăртрах çапса аркатнă хыççăн телейлĕ пурăнас ĕмĕтпе савăнса тăшмана хăвалатăп...
...Хам çинчен çырмалли нимех те çук. Çÿçсем шуралнине шута илмесен, халĕ эпĕ хама çапăçу хирне тухичченхинчен те çамрăкрах туятăп. Правительствăн иккĕмĕш наградине илтĕм: çапăçура хастар пулнăшăн мана Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденне пачĕç. Хăвах куратăн ĕнтĕ, ĕçсем манăн япăх мар. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕме эпĕ чыслăн пурнăçлатăп. Шансах тăр, çынсем умĕнче сана маншăн хĕрелмелле пулмĕ.
Хăвах пĕлетĕн: пĕрре пуçăннă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахма юрамасть. Кĕрешÿре хавшак пулма çуралман эпир. Çавăнпа ĕнтĕ ирсĕр тăшмана пĕтĕмпе пĕтерсе тăкичченех хăюллă пулас пулать. Ан тив, эпир хăюллă пулнинчен тăшмансем ĕмĕр-ĕмĕр тĕлĕнсе пурăнччăр».
Оборона министерствин Мускав çывăхĕнчи Подольск хулинчи архивĕнче писатель-журналистăн çапăçури иксĕлми хастарлăхĕ çинчен калакан хутсем чыслăн упранаççĕ. Çав хутсем хушшинче награда листисем (вĕсем кунта иккĕ) чăваш писателĕн Николай Иванович Чурпайăн çапăçу хирĕнчи кун-çулне уйрăмах лайăх кăтартса параççĕ.
Ирсĕр тăшмана хÿтерсе пыракан полк командирĕ 1944 çулхи майăн 19-мĕшĕнче писатель-воин çинчен награда листинче çапла çырнă: «Рота командирĕ Н.И.Колюшкин капитан, Днепр шывĕн сылтăм енчи десант ушкăнне ăнăçлă ертсе пырса, тăшманăн пысăк ушкăнне хирĕç хăюллăн çапăçрĕ. 1944 çулхи майăн 27-мĕшĕнче тăшмансем пирĕн салтаксен ушкăнне Днепра сиктересшĕн пулчĕç. Вăл пăшалсемпе пулеметсенчен темĕн чухлĕ персе тăчĕ пулин те, Н.Колюшкин капитан ертсе пыракан рота унăн виçĕ атакине паттăррăн сирсе ячĕ, тăшман салтакĕсене нумай пĕтерсе тăкрĕ».
Çакăншăн ăна полк командирĕ «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăлама ыйтса дивизи командирĕ патне ятарласа çырса пĕлтернĕ.
Çав çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче çырнă награда листинче эпир хастар чун-чĕреллĕ командир çинчен çакна пĕлетпĕр: «1944 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Н.Колюшкин капитан хăйĕн ротине Днепр хĕррине ăнăçлă илсе тухнă. Нимĕнле çухату та пулман. Приказ илнĕ хыççăнах ротăна Днепр урлă каçарнă, Быхов хулин пĕр енне тăшмансенчен чи малтан тасатнă».
Çапла ĕнтĕ, рота командирĕн çапăçу хирĕнчи паттăрлăхне правительство наградипе – «II степень Отечественнăй вăрçă» орденĕпе палăртас тесе полк командирĕ дивизипе корпус командирĕсем патне каллех кирлĕ хутсем тăратнă.
Н.Чурпай службăра тăракан Хĕрлĕ ялавлă дивизи çав вăхăтра тăшман çине хăюллăн тапăнса пынă: ăна Днепр хĕрринчен хирсе кăларса, Балтика тăрăхне паттăррăн пырса çитнĕ. Чăваш писателĕ те хăйĕн ротипе пĕрле Литва çĕрĕ çине мăнаçлăн ярса пуснă.
Литва çĕрĕ çинче, Мариамполь хули çывăхĕнче Н.Колюшкин капитанпа Чăваш патшалăх кĕнеке издательствин редакторĕ Г.А.Молостовкин тĕл пулнă, пĕр-пĕринпе юлташла алă тытнă, çирĕппĕн ыталанса çупăрланнă. Курманни виçĕ çул çитнĕ вĕт.
– Николай Иванович, эсĕ кăвакара пуçланă-çке, – унăн çÿçĕсем çине пăхса тĕлĕннĕ Молостовкин.
– Çапла, Гаврил Александрович, ку пĕтĕмпех тыткăнри йывăрлăхсенчен килчĕ, – тенĕ Н.Колюшкин.
Паттăр командирăн кун-çулĕ вăрăм пулман: 1944 çулхи августăн 24-мĕшĕнче Таторишкис ялĕ патĕнче хаяр çапăçусенчен пĕринче тăшман пули унăн чĕри таппине вăхăтсăр чарнă. Çĕр çинче тĕрĕслĕх çĕнтерессине ĕненсе пурăннă воин ĕмĕрлĕхех Литва çĕрне выртса юлнă. Тĕрĕс каланă хăй çинчен: чăнах та, вăл кĕрешÿре хавшак пулма, пурнăçра манăçа юлма çуралман.
Вăл вилнине пĕлсенех Ленинград фронтĕнче çапăçакан Леонид Агаков писатель: «Чăваш литератури пысăк таланта çухатрĕ» тесе каланă.
Нумай вăхăт хушши Н.Колюшкин мăшăрĕпе ачисем, ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем ăна ăçта пытарнине пĕлмен. Кĕтмен çĕртен, 1963 çулта Литва ССРĕнчен Анна Ивановна Цыганова патне çыру килнĕ. Плутишкис вăтам шкул учителĕсемпе вĕренекенĕсем унăн мăшăрĕн вил тăприне тупни çинчен пĕлтернĕ, çак ĕçре вĕсене Ксаверис Игнатьевич Улдурукепе Аннелли Гелушинский колхозниксем пулăшнă иккен. Çавăн пекех вĕсен çырăвне кĕçех Хăмарккари сакăр çул вĕренмелли шкулта та илнĕ. Воин-писатель ентешĕсем те çыру çырса хуравланă. Çакăн хыççăн икĕ шкул хушшинче çыхăну çирĕпленет.
1970 çулта литовецсем Хăмарккана килчĕç. Тараватлăн сума сунса, чăвашсен ĕлĕкрен пыракан ырă йăлипе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç вĕсене. Кĕçех шкула Анна Ивановна çитрĕ. Хаклă хăнасем Николай Чурпай çуралнă ялпа, урамĕ-çырмипе, кил-çурчĕпе тата шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Плутишкисри вăтам шкул директорĕ Ионас Якитис чăваш çыннин Н.Колюшкин капитан паттăрлăхĕ çинчен каларĕ:
– Литовецсем, – терĕ вăл, – хăйсен çĕрне юнпа шăварнă, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă паттăрсене манмаççĕ.
Пушă сăмахсем мар çаксем. Инçетри Козлу Руде хула масарĕнче совет салтакĕсене чысласа лартнă палăк пур. Унта вырăсла: «Капитан Колюшкин Н.И. ... погибли 24.08.1944 г.» тесе çырнă. Çак палăк çине тата виçĕ офицер ячĕсене кĕртнĕ.
Юлашкинчен Н.И.Колюшкин кил-йышĕ çинчен хушса пани те кирлĕ пулĕ тетĕп. Писателĕн тĕрлĕ сăлтава пула икĕ хутчен авланма тÿр килнĕ, унăн икĕ хĕр пулнă. Пĕри – Шупашкарта, тепри Алма-Атара пурăннă.
Н.Чурпай шăллĕ Филимон пĕр вăхăт хаçатра ĕçленĕ, хăйлавĕсем Филимон Рункаттай ятпа тухнă. Мария ятлă йăмăкĕ, 1923 çулта çуралнăскер, тăван ялне качча тухать, кайран нумай вăхăт хушши Шупашкарта пурăнать. Унăн хĕрĕ, Венера Николаевна Сандомирова, Чăваш художникĕсен союзĕн членĕ, хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе нумай-нумай куравсене хутшăнчĕ. Ун çинчен «Чăваш художникĕсем» кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлет, пулас ÿнерçĕсене вĕрентет. Венера Николаевна час-часах Хăмаркка шкулĕнче те пулать.
Источник: "Пирěн пурнăç"