Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчене ытларах тупăш

15 октября 2008 г.

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен хăшĕ-пĕри паян пăштик-пăштик! кăна сывлакалать. Мĕншĕн тесен вĕсем чухăн, ĕç вăйĕ çителĕксĕр, халăха кирлĕ чухлĕ шалупа тивĕçтереймеççĕ.

Акă, малтанхи “Искра” колхоз икĕ хуçалăха пайланнă. Пирвай Ленин ячĕллĕ хуçалăх пулнă çĕрте халĕ виçĕ ял хуçалăх кооперативĕ... Çавна май районта пĕрлешÿллĕ предприятисем 15-е çитрĕç. Кунсăр пуçне çĕр çинче ĕçлекен уйрăм предпринимательсем те пур.

Хуçалăхсем вакланса кайни вĕсене экономика тĕлĕшĕнчен аталанма чăрмантарать те. Пĕрлĕхре – вăй, тесе ахальтен каламан. Пĕчĕк хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетеймеççĕ, çĕнĕ техника туянаймаççĕ, минерал удобренийĕсем кÿрсе килеймеççĕ тата ытти те. Çапла вара уй-хир ĕçĕсем юлса каяççĕ, тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме йывăрланать. Фуражлăх тырă çитмесен сĕт те сахал пулать, вăкăрĕ те сахал ÿт хушать. Уйрăлса тухса кашни хăйне май хуçа пулассишĕн тăрмашни илсе пырать те ĕнтĕ çак çитменлĕх патне. Халĕ вара ĕнсене хыçкалама вăхăт çитнине те туйса илчĕ пулĕ хăшĕ-пĕри.

Хуçалăх мĕнле аталанса пырасси ăна еплерех çын ертсе пынинчен нумай килет. Акă, “Коминтерн” ЯХПК тилхепине тахçантанпах Альбина Новикова тытса пырать. Кооперативăн ÿсĕмĕсем çук мар. Çуллен кунта вăйлă тыр-пул туса илеççĕ, аш-какайпа сĕт чылай сутаççĕ, хуçалăх касси пуянлансах пырать. “Нива” ЯХПК-на Владимир Мурайкин ертсе пыма тытăннăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Апла пулин те коллектив ура çине çирĕп тăнине палăртмалла. Кăçал тралькассисем уй-хир ĕçĕсене районта чи малтан вĕçлерĕç. Тыр-пула кĕске срокра, вăхăтра, тăккаламасăр пухса кĕртрĕç. Кĕр тыррине лайăх пахалăхпа акса хăварчĕç.

Анчах пур çĕрте те çапла мар-çке. Кунта каллех “Асамат” хуçалăх çинче чарăнса тăмалла-ши; Çак çу кунĕсенче Штанашра темиçе хут та пулма тÿр килчĕ. Унта аякри çынсем ĕçлени тĕлĕнтерчĕ. Сăмахран, ĕне кĕтĕвне Элĕк районĕнчи çынсем кĕтеççĕ. Вĕсене ирсерен кайса илсе килеççĕ, каçсерен леçсе яраççĕ. Пĕррехинче Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Валерий Черендеев механизатор тракторпа Урикасси уйĕнче çĕр хатĕрлетчĕ. Вăл кунсерен унталла-кунталла 40 çухрăмран кая мар çул çÿрет иккен. Хăçан автомашинăпа пырса илеççĕ, хăçан рейс автобусĕпе çула тухать. Нумай пулмасть куртăм та: “Халĕ эпĕ “Асаматра” ĕçлеместĕп, – терĕ. – Унта çуркунне ĕçленишĕн те шалу илмен. “Путь Ильичана” куçрăм, “Четра” тракторпа çÿретĕп”.

Кунта чи малтанах халăх ĕçне вырăна хуманни сисĕнет. Пирĕн ертÿçĕсем ĕçлекенсене тивĕçлипе тÿлесрен питĕ хăраççĕ. Пурлăхпа хавхалантарасси пирки те шутласах каймаççĕ. Çыннăн пурăнмалла вĕт, кил-йышне тытса тăмалла. Хуçалăхра ĕçленĕшĕн тÿлемесен унăн ăçтан тупăш илмелле; Çапла вăл, хăй килте ларать пулин те, ĕçе хутшăнмасть.

Çапах та ял пурăнать-ха. Унта туй та сикет, ача-пăча та çуралать. Чи пахи – çĕнĕ çуртсем çĕкленни. Автомашина, мотоцикл шучĕ те ÿссех пырать. Унсăрăн епле-ха; Тулли пурнăçпа пурăнма пурте кирлĕ. Анчах ăçтан тупать ял çынни укçа-тенкĕ; Укçа çÿлтен çумасть вĕт, этем аллине таçтан пырса кĕрет вăл. Кун пирки сăмах хускатсан хресченсем çапла каланине илтме пулать: “Анкарти, выльăх-чĕрлĕх парать пире тупăш. Ĕçлесен хĕлĕн-çăвĕн укçа тума май пур тесен те йăнăш пулмĕ. Пахчи-пахчипе лартнă шултра йышши çĕр çырли сутатпăр, акă. Ĕне пăруласан ытлашши сĕте патшалăха леçсе паратпăр. Пирĕн хушăра çĕр улми, пахча çимĕç ăсатакансем те сахал мар. Çапла пурнăçа йÿнеçтеркелесе пурăнатпăр”.

Çакна та каласа хăварас килет. Енчен те пĕр-пĕр ял çумĕпе е витĕр пысăк çул иртсе каять пулсан çав ялта пурăнакансем яланах ыттисенчен пуянрах пурăннă, пурăнаççĕ те. Асфальт çук ялсем чухăнрах пуласси каламасăрах паллă. Вĕсене туса илнĕ продукцие çул нушине пула вырнаçтарма йывăртарах.

Тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем килте пулсан та аван. Вĕсем уйăхсерен пенси укçи илсе тăраççĕ. Кунсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх патĕнче кăштăртатаççĕ. Çамрăксем килнĕ çĕре апат пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Шел, пенсионерсем çемье тĕрекĕ пулса тăни çинчен хăш-пĕрисем манаççĕ. Асатте-асаннесене кÿрентернĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Килтен хăваласа кăларса яни те пулкалать.

Хуçалăхра ырми-канми тăрăшнипех кĕсье хулăнланмасть çав. Паянхи çамрăксем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Акă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн, ĕç паракансен пĕрлешĕвĕн тата профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн 2007 çулхи августăн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 3295 тенкĕпе танлашать. Хамăр районпа илес пулсан, кăçалхи сакăр уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем уйăхра вăтамран 3724 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 144 процент. ЯХПК-сем укçа сахалрах парсан та тырă-улăмпа вăхăтра тивĕçтерни паха хресченшĕн. Тырă-улăм ытларах пулсан выльăх-чĕрлĕх нумайрах самăртса сутатăн. Çапла вара “чĕрĕ” укçа килчĕ те. Выльăх йышлă тытас тесен пысăк та ăшă вите кирлĕ, витене тума – стройматериал. Хресчене ĕç укçи вырăнне хуçалăх складĕнчен кирпĕч, шифер тата цемент тата кил тĕрĕшре кирлĕ ытти япала парсан та аван.

Пĕтĕмĕшле илсен, чăваш кирек епле лару-тăрура та йывăрлăхран тухма ăс çитерет, теççĕ. Ку аван-ха. Анчах пурте укçа “çапма” вĕренсе çитеймен çав. Çакна шута илсе хуçалăхсен ертÿçисен ĕçлеме кăмăллă çынсене вырăнтах ĕçпе тивĕçтерме тăрăшмалла ĕнтĕ. Пурлăхпа хавхалантарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Кун пек чухне коллективлă предприятисенче ĕç вăйĕ çителĕклĕ пулĕ, вĕсен ырлăх-пурлăхĕ хушăнсах пырĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика