Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ф. М. Лукин композиторăн асăну кунĕ иртнĕ

05 февраля 2008 г.

Чатукассинчи кану центрĕнче паллă чăваш композиторĕн, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан Республикисен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн Ф. М. Лукинăн асăну кунĕ иртрĕ. Çав кун чапа тухнă композитор талантне пысăка хуракансемпе тăванĕсем, Шупашкартан килнĕ хăнасем Чатукассинчи кану центрне пухăнчĕç. Культура ĕçченĕсемпе вырăнти шкул ачисем вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем Ф. Лукин ячĕллĕ халăх музейĕн экспоначĕсемпе паллашрĕç, музей директорне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Н. Матвеева ентеш-композитор ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тесе тăрăшнăшăн тав турĕç. Унтан Чатукасси кану центрĕн залне пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ С. Николаев, чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн председателĕ Н. Зимин, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Ю. Васильев, тулли мар яваплă “Минерал” пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ В. Васильев, Уртем Гали поэтесса, Чатукассинчи Ф. Лукин ячĕллĕ музей директорĕ Н. Матвеев тухса калаçрĕç. Вĕсем Филипп Миронович çырнă произведенисем кашни çын чĕринче пурăннине тата çĕнĕ ĕçсем тума хавхалантарнине, чăвашсен паллă композиторĕн ячĕ вилĕмсĕр пулнине палăртрĕç. “Минерал” пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ В. Васильев Чатукасси кану центрĕн çуртне юсаса çĕнетме шантарчĕ.

Ф. Лукинăн асăну кунĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн (илемлĕх ертÿçи Ю. Васильев) тата халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн Н. Никоноров ертсе пыракан ушкăнĕн концерчĕпе вĕçленчĕ. Асăннă ансамбль членĕсем Ф. М. Лукин вил тăпри çине чечексем хучĕç.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çак мероприятине ирттерме райпо, тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿпе В. Васильева ХФХ, Э. Ю. Ермаковпа Ю. Н. Лукин предпринимательсем тата районти халăх пултарулăх çурчĕн коллективĕ, Чатукасси ял тăрăхĕн администрацийĕ спонсорла пулăшу кÿнĕ. Н. Ершов Ф. М. Лукин çинчен кăçал кĕнеке пичетлесе кăларма 1000 тенкĕ укçа хыврĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика