Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тавтапуç тесе каласшăн”

21 декабря 2007 г.

Иртсе пыракан çулталăк Чатукассинче пурăнакан Галина Юрьевнапа Виталий Александрович ЕГОРОВСЕМШĔН хăйне май ăнăçлă пулчĕ тесе çирĕплетме май пур. Мăшăрсенчен пĕри — Чатукассинчи канупа культура çурчĕн директорĕнче, тепри ку ялти врач офисĕнче вăй хураççĕ. Вĕсем кăçал çурт çĕклерĕç. Çак ĕçре çамрăк специалистсене патшалăх пысăк пулăшу кÿнĕ. Пирĕн корреспондент анчахрах Виталий Александровичпа тĕл пулса калаçнă.

— Виталий Александрович, эсир пĕр çулта тенĕ пекех çурт çĕклесе лартрăр. Мĕнле вăй çитеркелерĕр, вăрттăнлăхне уçса парсамăр, тархасшăн?

— Иртнĕ çул вĕçĕнче çанталăк лайăх тăчĕ. Çавна май декабрьте тимĕр бетон блоксенчен çурт никĕсне хывма май килчĕ. Январь — февральте пÿрт кăшкарне кирпĕчрен купаласа хăпартрăмăр. Çакăнта хальхи технологипе усă курнă. Çурт тăррине шиферпа мар, тимĕр черепицăпа витрĕмĕр. Вăл чылай çăмăлрах та хитререх тата нумай çулсем шанчăклă ларать. Ку ĕçсене тума “Красноармейская” МСО пулăшрĕ.

“Волготрансгаз-Ч” пĕрлешÿ урайпа мачча хăмисене сарчĕ, алăксемпе кантăксем туса пачĕ, халĕ отделка ĕçĕсене пурнăçлать тата ытти те.

Кухньăпа котельнăй валли фундамент хывнă. Пĕр сăмахпа каласан, кăçал япăх мар ĕçленĕ. Пÿрчĕ пирĕн пĕчĕкех мар. Аялти хутĕнчи лаптăк — 56, мансардăри 25 тăваткал метрпа танлашать. Ăна та хĕлле пурăнмалла тăвасшăн-ха. Пĕчĕк Данилăпа Настьăна чупмалăх çитет. Вĕсем пирĕн Чатукасси шкулĕ çумĕнчи садике çÿреççĕ. Унта ачасене пур енлĕн аталанма условисем туса панă.

Халĕ пÿрт лартма çăмăл мар. Патшалăх çамрăк çемьесемпе специалистсене çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма пулăшу кÿмелли майсем туса панине эпĕ чĕререн ырлатăп. Субсидипе тивĕçтернĕшĕн тав тăватăп. Патшалăх пулăшман пулсан, эпир хамăр вăйпа кĕске хушăрах çавăн чухлĕ ĕç тума пултарайман пулăттăмăр.

Кăçал ман пурнăçра ытти улшăнусем те пулчĕç. Мана Чатукасси ял старостине, Чатукассинчи шкултан вĕренсе тухнисен ассоциацийĕн председательне суйларĕç. Халăх шанăçне ĕçпе тÿрре кăларса пырасчĕ çеç.

— Ĕмĕт-тĕллевĕрсем еплерех-ши, Виталий Александрович!

— 2008 çулта çĕнĕ çурта пурăнма кĕресшĕн тата йыш хушăнасса кĕтетпĕр. Килес çул хамăр хуçалăх ĕçне пуçласа ярасшăн, хальлĕхе атте-анне çуртĕнче пурăнатпăр.

— Виталий Александрович, калаçушăн тавтапуç, Çĕнĕ-2008 çула ăнăçлă кĕтсе илме ырлăх-сывлăх сунатăп, Йĕкехÿре çулĕнче ĕмĕт-тĕллевĕрсем пурнăçа кĕрсех пыччăр.

— Тавтапуç, Çĕнĕ çулне кĕтсе илес ĕçсем хĕрсех пыраççĕ-ха.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика