Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ф. Лукин халăх музейĕ — 10 çулта

08 октября 2007 г.

Чăвашсен паллă композиторĕн, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РФ халăх артисчĕн, Дагестан тата Чăваш АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ф. М. Лукинăн музейне Чатукассинче уçнăранпа 10 çул çитрĕ.

Çавна май кунта сентябрĕн 28-мĕшĕнче пысăк уяв иртрĕ. Хăнасем чылайăн килчĕç. Вĕсене чатукассисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Халăх музейĕн директорĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. М. Матвеев хăнасене Филипп Миронович пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă экспонатсемпе паллаштарчĕ. Унтан кану центрĕн залĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. Ăна уçнă май, Н. М. Матвеев директор музейăн малтанхи утăмĕсем, ăна вăй илме пулăшу кÿнĕ спонсорсем пирки чарăнса тăчĕ. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев çак музей çамрăк ăрăва воспитани парас çĕрте çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ырми-канми ĕçшĕн Николай Матвеевича ăшшăн тав турĕ.

Халăх музейĕн ĕçĕ-хĕлĕ пархатарлине çавăн пекех уявра ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. В. Андреев, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерствин тĕп специалисчĕ Т. В. Казакова, Чăваш наци музейĕн ĕçченĕ В. Г. Шляхина, Шупашкар районĕнчи Ишекри музей директорĕ А. Н. Миронов тата районти библиотека тытăмĕн директорĕ С. А. Никитина каларĕç.

Унтан уяв концерчĕ пулчĕ. Чăвашсен мухтавлă композиторĕн Ф. М. Лукинăн вилĕмсĕр юррисем яланхиллех мăнаçлăн шăранчĕç. Куракансем Шупашкартан килнĕ юрăçсемпе пĕрлех районти халăх пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн (ертÿçи — Н. Никоноров) пултарулăхне те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика