Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часавай уçрĕç, ял-йышпа савăнчĕç

07 августа 2007 г.

Чатукассинче çĕр кил ытларах. Вĕсенче 376 çын пурăнать. Илем кунĕ — августăн 2-мĕшĕ ял халăхĕшĕн асра юлакан уяв пулнипе палăрчĕ. Çынсем ку тăрăхри илемĕпе те илĕртÿллĕ вырăна — плотина хĕррине пухăнчĕç. Савăнма сăлтавĕ те пур. Çырмари çăл куç патĕнче часавая святить тунипе çыхăннă ку.

Ку çырмара, 72 çулхи Николай Иванович Иванов каланă тăрăх, виçĕ çăл куç хăйĕн сиплĕ шывĕпе илĕртет. Часавай вырнаçнă çăл куç вара 1921 çулта — типĕ çул пулнипе асра юлнă. Çав çул ялти мĕн пур çăлсемпе çăл куçсем типсе ларнă. Халь йĕркене кĕртнĕ, часавайпа çумма-çуммăн пулни вара халăха сиплĕ те техемлĕ шывпа савăнтарнă.

Пĕрисем ку çырмана Мăн Çырма, теприсем Куснар çырми теççĕ. Вăл ял çыннисене, ватти-вĕттипех плотина пуррипе илĕртет. Асăнма кăмăллă, тăватă çул каялла, январĕн 19-мĕшĕнче — Кăшарнире ял çамрăкĕсем пуçарнипе асăннă плотинара вак касса шыва кĕрессине йĕркеленĕ. Кăçал та асăннă кун пăр касса 25-ĕн çăвăнса тухнă.

— Часавай çĕклес шухăш-кăмăл кăçал, шыва кĕнĕ чух, хамăр ял çамрăкĕн Сергей Алексеевич Тарасовăн çуралчĕ. Вырăнĕ лайăх, илемлĕ. Тата ку шухăш нихăçан та типмен çăл куçа пула вăй илчĕ, — тет часавай тунă çĕрте активлă ĕçленĕ Виталий Александрович Егоров. — Ял халăхĕ те пирĕн вырăнлă пуçарăва ырларĕ, килĕрен тенĕ пекех укçа-тенкĕ пухса пулăшрĕ.

Виталий часавая тунă çĕрте пултарулăх кăтартнă çынсене ят-хушаматпах пÿрнесем çине хурса шутларĕ. “Кунне-çĕрне пĕлмесĕрех тăрăшрĕç вĕсем”, — терĕ. Акă вĕсем: Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Михайлов тата Сергей Никифоров, Алексей Николаев, Андрей Тюмеров, Тольăпа Валерий Васильевсем, Володя Афанасьев, Сергей Федоров, Алина Тарасова, Эдуард Григорьев, Валерий Алексеев, Таня Михайлова, Олег Егоров, Владимир Иванов тата ыттисем те.

Виталий Егоров Чатукассинчи врач офисĕнче ĕçлет. Вăл часавая çĕкленĕ çĕрти çырмана тирпей-илем кĕртнĕшĕн шкул ачисене мухтать, вăтăра яхăн ял çамрăкне пĕр шухăш-кăмăлпа вăй хунăшăн тав тăвать.

— Тавах, Сергей Алексеевич Тарасова, — тет. Сергей Алексеевич Заволжски ЛПУМГри физкультурăпа сиплев корпусĕн директорĕн çумĕнче ĕçлет. Красноармейскинчи хваттерте пурăнать. Тăван ялĕнче — Чатукассинче хăтлă кил-çурт çавăрнă. Çемьеллĕ.

Часавайпа юнашарах сиплĕ çăл куç. Ăна Заволжски ЛПУМГра тăрăшакан, Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Сергей Никифоров Ункă юхан шывĕн чулĕсемпе купаланă. Шăнкăр-шăнкăр туса пăрăх тăрăх юхать çăл куç шывĕ.

Часавая çĕклеме “Герой” хуçалăх ертÿçи Олег Васильевич Волков та пулăшнă. Часавая пĕренесемпе пураласа хăпартнă. Питĕ çыпăçуллă ăсталанă.

Чатукассинчи часавай — иккĕмĕш Трак енте. Васнарта та пур.

Чатукасси часавайне святить тума килнĕ Сергий атте, вăл Шупашкартан, часавая пĕчĕк чиркÿ тесе хакларĕ, сăваплă вырăна йĕркелес тĕлĕшпе çамрăксен ырă пуçарăвĕпе ĕçченлĕхне хак пачĕ.

Уява Красноармейски чиркĕвĕнчи Василий аттепе Яманак чиркĕвĕн старости Александр Данилов хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Антонов çакнашкал сăваплă вырăна çĕклеме пултарнăшăн ял-йыша, çамрăксене чун-чĕререн тав турĕ, вăрăм кун-çул, кил ăшши сунчĕ. Уява пухăннисем ячĕпе Турă ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул патăр, вăй-хал хуштăр тесе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава янă саламлă открытка та савăнтарчĕ, вăй-хал хушрĕ. Юлашкинчен часавая святить тума пухăннисем пулă шÿрпипе тутлă апат-çимĕçе астиврĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика